Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕркелĕх хуралĕнче

21 ноября 2011 г.

НОЯБРĔН 10-мĕшĕнче эпир хамăрăн профессилле уява палăртатпăр. Ку уява ĕçри хăш-пĕр çитĕнÿсемпе кĕтсе илетпĕр. Иртнĕ çулхи 10 уйăхра, сăмахран, район территорийĕнче 165 преступлени пулнăччĕ, кăçал çак тапхăрта - 116. Правăна сыхлакан районти ытти профилактика субъекчĕсемпе тачă çыхăнса ĕçленĕ май, районта преступленисен шутне 29.7 процент чухлĕ чакарма май килчĕ. Преступленисен 93.3 процентне уçса панă. Ку вăл - республикăри чи лайăх результатсенчен пĕри. Преступленисене уйрăммăн илсе пăхсан, кăçалхи 10 уйăхра, пĕлтĕрхипе танлаштарсан, вĕлерессипе хăратасси, саккуна пăсса килте хĕш-пăшал е патрон упрасси, обществăлла вырăнсенче, урамра преступлении тăвасси ÿснĕ. Çын çине алă çĕклесси, ют пурлăха вăрласси, хваттер çаратасси, ултавлă ĕçпе, экономикăпа, наркотиксемпе çыхăннă преступленисем тăвасси, çул çитменнисем, малтан суд сакки çине ларнисем, ÿсĕрсем, ниçта та ĕçлеменнисем, ушкăнпа каварлашакансем преступлени çулĕ çине тухасси чакнă. Уççăн çаратасси (2-шер преступлени), взятка илесси(пĕрер), растрата тăвасси (4-шар) пĕр шайрах юлнă. Çынна вĕлернĕ, хĕрарăма ирĕксĕрлесе пусмăрланă, хăратса укçа е ытти япала ыйтнă тĕслĕхсем пулман. 2011 çул пирĕн районти сотрудниксемшĕн Раççейри шалти ĕçсен органĕсенчи реформасемпе палăрса юлать. Кăçал районти сотрудниксен шутне 70 процент патнеллех чакарнă. Анчах пĕр çынна та ĕçрен хăтарман: пĕрисем, çул çитнĕ май, пенсие кайнă, теприсене республикăри хуласемпе районсенчи шалти ĕçсен пайĕсенчи ваккантлă должноçсене куçарнă. Полици уйрăмĕнче сотрудниксен шутне сисĕмлех чакарнă пулсан та, оперативлă ĕçсене, профилактика мероприятийĕсене унчченхи шайрах илсе пыратпăр. Преступленисен çулне пÿлесси, граждансене обществăлла хăрушсăрлăхпа тивĕçтересси пирĕн чи пирвайхи задачăсем пулса тăраççĕ. Вĕсене пурнăçлассишĕн эпир, полиции сотрудникĕсем, хамăртан мĕн килнине пĕтĕмпех тăватпăр. Сăмахăма вĕçленĕ май, уйрăмри сотрудниксене, хамăрăн хисеплĕ ветерансене, вĕсен çемйисене професси уявĕ - Шалти ĕçсен органĕсен сотрудникĕсен кунĕ ячĕпе ăшшăн саламлатăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Уйрăмри сотрудниксене йывăр та пархатарлă ĕçшĕн тав сăмахĕсем калатăп. Ĕçре ăнăçу тата чăтăмлăх яланах юнашар пыччăр.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика