Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслă ăру – хисеплĕ ăру

13 октября 2011 г.

Район администрацийĕ ватă çынсен пурнăçĕ тулли те социаллă пĕлтерĕшлĕ пултăр тесе тăрăшать, вĕсене тĕрлĕ енлĕ пулăшу парать. Хăй вăхăтĕнче вĕсем район аталанăвĕшĕн нумай ĕçленĕ, Аслă Çĕнтерĕве çывхартнă.

Ватă çынсен кунĕнче район администрацийĕн ĕçченĕсем аслă ăру çыннисене интереслĕ экскурси кăтартрĕç. Çак кун районти ветерансем, пенсионерсем автобус çине ларса Палтиел çывăхĕнчи шыв хранилищи патне çитрĕç, унăн илемĕпе киленчĕç. Районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Н.И. Ендиеров ялсене таса шывпа тивĕçтерес ĕç мĕнлерех пыни çинчен каласа пачĕ, ку ĕçĕн малашлăхне асăнчĕ. Кун хыççăн аслă ăру çыннисем Шăмăршăна таврăнчĕç, "Туслăх" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулчĕç. Пенсионерсем бассейнпа паллашрĕç, тренажер тата кĕрешÿ залĕсене, Ача-пăча искусство шкулĕн художество тата музыка класĕсене курса çаврăнчĕç.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П. Фадеев ветерансене уяв ячĕпе ăшшăн саламларĕ, çирĕп сывлăхпа тулли телей, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх сунчĕ. Валерий Петрович пенсионерсене районăн экономика аталанăвĕпе социаллă пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ, хальхи тата тумалли ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Хăйĕн сăмахне вĕçлесе, В.П. Фадеев Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин Шăмăршă районĕнчи организацийĕн председательне А.Н. Константинована 60 çул тултарнă ятпа пĕтĕм чун-чĕререн саламларĕ, унăн обществăлла ĕçне пысăк сума хурса, ăна район администрацийĕн Хисеп грамотине парса чысларĕ.

Юлашкинчен пенсионерсем çавра сĕтелсем хушшине ларса тутлă çимĕçсемпе, техĕмлĕ чейпе сăйланчĕç, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçрĕç.

Интереслĕ экскурси, ăшă тĕл пулу йĕркеленĕшĕн ватăсем район администраци руководителĕсене пĕтĕм чун-чĕререн тухакан тав сăмахĕсем каларĕç.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика