09 марта 2011 г.
Çăварни! Çăварни!
ÇĂВАРНИ _ авалхи славянсен хĕле ăсатнине палăртнă уявĕ. Христос тĕнне ĕненекенсем ăна аслă типĕ умĕнхи эрне тесе шутлаççĕ. Çăварни эрнин пирвайхи вырсарни кунне чăвашсем "аслă çăварни кунĕ" теççĕ, иккĕмĕш вырсарни кунне вара _ "кĕçĕн çăварни". Ĕлĕк-авал çак уяв икĕ эрнене тăсăлнă. Каярахпа вара чиркỹ влаçĕн çыннисем ăна пĕр эрнене хăварнă. Çăварни çулталăкри паллă кун шутланать _ хĕлпе çуркунне чиккине палăртать. Тахçан ăна çуркунне çитеспе уявланă. Чиркỹ çыннисем çичĕ эрне типĕ тытмалла тунă. Çак тапхăрта халăха савăнма чарнă. Çапла вара типĕ тытни çăварние каярах уявлама хистенĕ. Çак уяв яланах февраль уйăхĕн вĕçнелле килнĕ. "Февраль икĕ питлĕ: сивĕ те, ăшă та илсе килет". "Февраль çиленет пулин те, çуркунне çитнине туять", _ тенĕ ваттисем хĕвел çỹлерех хăпарнине туйса. Çăварни! Çăварни! Çăварни çитрĕ, çур çитрĕ. Çăварни! Çăварни! Эрне хушши катаччи! Чăнах та, çăварни эрнинче ватти-вĕтти икерчĕ çисе киленнĕ. Юрăри пек каласан, эрне хушши катаччи чупнă. Çапла иртсе кайнă çăварни. Тепĕр çулччен!
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"