Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Васан халь ĕлĕкхи мар

20 мая 2010 г.

 

 

 

 

АСЛĂ Отечественнăй вăрçăн юлашки залпĕсем янăранпа 65 çул хыçа юлчĕ. Сахал мар вăхăт: шутласан, пĕр çын ĕмĕрĕ... ăрçă çулĕсене аса илсен, вăрçă ачисен куççуль тухать, çỹçĕсем вирелле тăраççĕ. Çимелли çитместчĕ. Апата юрăхлă курăксене улăх-çаранта та тупаймастăмăрччĕ. Çуркунне çĕрĕк çĕр улми сахал пуçтарнă-и тата? Крахмал пашалăвĕ ун чух пирĕншĕн кулачăран та тутлăрах пулнă пулĕ... Вутă-шанкă тĕлĕшпе те çăмăлах марччĕ. Çулла урапа туртса, хĕлле çуна сĕтĕрсе вăрмана турат пуçтарма çỹреттĕмĕр. Тепĕр нуша та пурччĕ _ çынсем кăрчанкă чирĕпе аптăратчĕç, нушаланатчĕç. Шкула кайман вăхăтра лашасемпе сухалама каяттăмăрччĕ. Кăрчанкă урасене нуски-чăлха тăхăнма памастчĕ, çавăнпа çăпатасене çара уранах сыраттăмăрччĕ. Хăмăл çара урасене тирсе кăрчанкăллă вырăнсенчен юн кăларатчĕ, урасем юхса тăратчĕç. Ура çинче çак паллă халĕ те сыхланса юлнă... Çапла, темĕн те курнă, тỹснĕ эпир _ вăрçă ачисем. Кун пеккине никама та сунман пулăттăм. Манăн вара çав çулсене аса та илес килмест. Юрать-ха вăл вăхăтсем иртсе кайрĕç. Вăрçă хыççăнхи çулсем çăмăлах мар пулчĕç пулин те, пыра-киле пурнăç лайăхланма тытăнчĕ. Ялсем те çĕнелсе улшăнчĕç. Çынсем çĕнĕ пỹртсем лартма, обществелла объектсем çĕклеме пуçларĕç. Пурнăç лайăх еннелле çаврăнчĕ. Васан ялнех илер-ха, акă. Халĕ ăна ниепле те ĕлĕкхипе танлаштараймăн. Самана таппинчен юлмасăр паянхи пурнăçпа, ыран тата лайăхрах пуласса шанса пурăнать, ĕçлет ял халăхĕ. Ялăн тĕп урамĕ _ Карл Маркс урамĕ _ уйрăмах нумай çĕнелчĕ. Юлашки çулсенче çеç кунта çĕнĕ çуртсем сахал мар ỹссе ларчĕç. Яла Ярăслав енчен те, Кивĕ Шăмăршă енчен те асфальтлă çул пырса кĕрет. Ялта культурăпа социаллă объектсем те йышлă. Ял халăхĕшĕн чи хаклă, пуринчен те сăваплă вырăн _ Аслă Отечественнăй вăрçăран таврăнайман паттăрсене асăнса лартнă обелиск. Кашни çулах, Çĕнтерỹ кунĕнче, ун умĕнче фронтовиксене чыслатпăр, вĕсен таса ячĕсем умĕнче пуç таятпăр. Шутласан, ялта вăрçă ахрăмĕ пырса перĕнмен пĕр çемье те çук пулĕ. Фронтран таврăнайманнисен ячĕсем _ кашни çын чĕринчех. Обелиск йĕри-тавра _ шурă хурăнсем. Вĕсем _ ĕмĕрĕпех хисеплĕ хуралта. Вĕсене эпĕ ял Совечĕн председателĕнче ĕçленĕ вăхăтра лартнăччĕ. М.Старый тата В.Урмаев ертсе пынипе çак пархатарлă ĕçе çамрăксем те йышлăн хутшăннăччĕ.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика