Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Евстуль аппа

12 марта 2010 г.

 

.

ЭХ, ку ватлăх... Мĕншĕн Турри ватăлмалла тунă-ши? Çапла, никам та çĕр çине ĕмĕрлĕхе килмест, пĕрре ватăлмаллах. Халь кăна Васанти Анаткасра пурăнакан Евстолия Васильевна Чеменева, яштака та кĕрнеклĕ хĕрарăм, "Гвардеец" совхоза ĕçе çỹретчĕ пек. Хитре те хăвăрт утатчĕ, ун çине пăхма та илĕртỹллĕччĕ. Вăхăт хăвăрт шăвать çав, çамрăк ĕмĕр мĕнле иртнине сиссе те юлаймарăмăр. Çак кунсенче Евстуль аппа 85 çул тултарать. Хисеплĕ салтак арăмĕ çинчен вулаканăмăрсене тĕплĕнрех каласа парас тĕллевпе ун патне çул тытрăм. Пỹртне кĕрсен тỹрех мана курмарĕ-ха вăл, газ плитипе яшка пĕçерет иккен. Çаврăнса пăхрĕ те: "Роза, эсĕ пултăн-им?" _ терĕ вăл ăшшăн кулса. Часах иксĕмĕр те малти пỹртне кĕрсе лартăмăр. Пỹрчĕ ăшă, тирпейлĕ, хуларинчен пĕрре те кая мар. Çамрăк чухне ĕмĕтленнĕ-ши вăл çакăн пек пурнăçа? Вĕри куççульне тутăрпа шăлса аран-аран пуçларĕ хăйĕн сăмахне. _ Выçлăх алхаснă çулсенче, 1925 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче тĕнчене килнĕ эпĕ. Атте, Василий Николаевич Маштаков, анне, Анастасия Никифоровна Маштакова, вăтам хресченсем, кунĕн-çĕрĕн хура çĕр çинче тертленнĕ, выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Хуçалăха лайăх тытса пыма асаттепе асанне те пулăшса пынă. Анчах лайăх пурнăç нумая пыман. Эпĕ 7 уйăхра чухне атте пỹкле вилĕмпе çĕре кĕнĕ. Тетепе иксĕмĕр çурма тăлăх ỹснĕ. 5-ре чухне пире кулаксен шутне кĕртсе тустарчĕç. Пĕр пỹрте шкул валли пачĕç. Кĕлетри тырра, выльăх-чĕрлĕхе, хаклăрах япаласене илсе тухса кайрĕç. Тар тăкса ĕçлени сая кайрĕ. Нимĕнсĕр тăрса юлтăмăр... Çапла, асаплă пурнăçа пула Евстуль Шăмăршăри вăтам шкула пĕтереймен. 7 класс хыççăн Патăрьелĕнчи ял хуçалăх шкулне вĕренме кĕнĕ. Кĕтмен çĕртен шкулне Çĕрпĕве куçарса кайнă. Укçа-тенкĕ енчен хĕсĕк пулнăран, хĕр малалла вĕренеймен, "Динамо" колхозра бригадирта ĕçлеме пикеннĕ. Евстуль хăйĕн ĕçне тивĕçлипе пурнăçлама тăрăшнă. Ял çыннисене кỹрентермен, хавхалантарма пĕлнĕ. Çутă ĕмĕтсемпе çунатланса пурăннă çап-çамрăк хĕр. Сасартăк хăрушă вăрçă пуçланса кайнă. Вăй питти арçынсене вăрçа ăсата пуçланă. Евстулĕн амăшĕпе тетĕшне те Улатăр патне окоп чавма илсе кайнă. 1942 çулта вара пĕртен-пĕр пиччĕшне йĕре-йĕре ылханлă вăрçă хирне ăсатса янă. Иртнине аса илнĕ май, Евстуль аппан куççулĕ шăпăртатрĕ те шăпăртатрĕ. Часах арчинчен тетĕшĕн виç кĕтеслĕ çырăвĕсене илсе кĕчĕ. Вăл вĕсене халичченех усранă. Акă мĕн çырнă юлашки çырăвĕнче. ... "Анне, эпĕ юратнă Тăван çĕршыва сыхласа çын çиен Гитлер салтакĕсене вут-хĕмле вилĕм парни валеçетĕп. Çакна пула Гитлер çарĕ кашни сехетре хĕвеланăçнелле чакать... Ку минутра сывă юлатăп", _ тенĕ вăл. Çак çыру хыççăн нумай та тăман, 1943 çулта Алеша паттăрсен вилĕмĕпе пуçне хуни çинчен пĕлтерсе çыру килнĕ. Амăшĕ йĕре-йĕре суккăрлана пуçланă. 18 çулхи çамрăк хĕр куççульне хытарса бригадирта тăрăшнă. Евстуль аппа ассăн сывласа илчĕ те, сăмах çăмхине малалла сỹтрĕ. _ Лайăх лашасене фронта илсе кайрĕç. Кăрчанкăллă ырхан лашасем плугсене сĕтĕретчĕç. Ывăннипе, чирлĕскерсем, йăванса кайса вилетчĕç. Вăкăрсемпе ĕнесене кỹлме вĕрентрĕмĕр. Уйрăмах вăкăрсемпе ĕçлеме çав тери йывăрччĕ, суха кассине тăсăлса выртатчĕç. Мĕнле йывăр пулсан та акмасăр хăварман, Çĕнтерĕве çывхартас тесе ырми-канми тăрăшаттăмăр. 1943 çулта тырă ăнса пулчĕ. Хирте 13-14 çулхи ачасем тата хĕрарăмсем ĕçлетчĕç. Тăватă бригада валли пĕр лаша молотилки çеçчĕ. Кăнтăрла та, çĕрле те тырă çапаттăмăр. Çимелли çукчĕ. Çăка çулçине типĕтсе вĕтететтĕмĕр, кăшт çăнăх, çĕр улми хушса пашалу пĕçереттĕмĕр. Крахмал пашалăвĕ, пултăран, ут кăшкар çиеттĕмĕр... Кашни килĕрен 10 килограмм çĕр улми типĕтме приказ панă. Ăна вăхăтра пурнăçламалла пулнă. Çĕр улмине кăмакара типĕтсе фронт валли ăсатнă. Мĕнле тỹснĕ-ши ял халăхĕ? Вăрçă пĕтеспе, Евстульсен кĕлетне такам вăрлама кĕнĕ чухне, вут тивертсе хăварнă. Выльăх-чĕрлĕхĕ, лупасĕсем _ веçех вутпа кĕлленнĕ. Ял çыннисем тăрăшнипе пỹртне сыхласа хăварнă. Йывăр пулсан та Евстульпе амăшĕ пуçĕсене усман, лупассене тепĕр хут çавăрса малалла пурăнма ăнтăлнă. 1945 çулта Евстуль госпитальтен вăхăтлăха курма килнĕ Алексей Ильич Чеменевпа паллашнă. Часах вĕсем пĕрлешнĕ. Икĕ эрне çеç пурăнайнă пĕрле, юратнă мăшăрне вăрçа ăсатса янă. Телее, упăшки вăрçăран таврăннă. Тĕп çуртран уйрăлса тухса пĕчĕк кăна çурт илнĕ. Элекçей "Гвардеец" колхозра бригадирта ĕçленĕ. Евстуль та пĕр ĕçрен те юлман. Ирхине 3-4 сехетре тăрса, хирте алăпа удобрени сапнă. Ыраш, пăрçа çулнă, кĕлете тырă кĕртнĕ, арçынсемпе пĕрле улăм ури тунă çĕре те хутшăннă. Мăшăрне те пулăшма ĕлкĕрнĕ. Çĕр варринче тăрса, упăшкипе тырă кăшăлĕ çумăрпа ан йĕпентĕр тесе улăмпа витме кайни те пулнă. Евстуль аппа ачисене те пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса пынă. Чĕкĕнтĕр, çĕр улми пайĕсене пĕрле çумланă. Купăста, хăяр шăварма, пахча-çимĕçе çум-курăкран тасатма илсе çỹренĕ. Нимле ĕçрен те хăраса тăман, чĕре хушнипе ĕçленĕ. Аслă Аттелĕх вăрçи вăхăтĕнче ырми-канми ĕçленĕшĕн Евстуль аппана "Вăрçă вăхăтĕнчи ĕçри хастарлăхшăн" медаль панă. "Гвардеец" совхозра хастар ĕçленĕшĕн "Ĕç ветеранĕ" ята та тивĕçнĕ. Юратнă мăшăрĕпе çемье тивĕçне те чыслăн пурнăçланă. 5 ача çуратнă вĕсем, анчах та икĕ ачи йывăр чире пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Пур ачи те вăтам шкул пĕтерсе хăйсене кирлĕ професси суйласа илнĕ. Халĕ хулара пурăнаççĕ. Евстуль аппа килĕнче пĕчченех пурăнать, мăшăрĕ вилни çичĕ çул çитрĕ ĕнтĕ. "Мĕн тăвăн, вăрçă суранĕсем канăç памарĕç ăна, _ тет Евстуль аппа хуйхăрса. _ Чун тĕпренчĕкĕсем мана манмаççĕ, черетпе пулăшма килсех тăраççĕ. Кунсерен телефонпа шăнкăравлаççĕ, тунсăхлама памаççĕ. Кỹршĕ-аршăсене те тав сăмахĕ калас килет, кирек хăш вăхăтра та пулăшма васкаççĕ", _ терĕ салтак арăмĕ савăнса.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика