Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ăмсанмалăх пур Краснов хуçалăхне

23 сентября 2009 г.

 

 ЯРĂСЛАВРА пурăнакан Василий Петрович Краснов хуçалăхне чăннипех ăмсанмалăх пур. Каçхине кĕтỹ анчĕ те, вĕсен картишне уçă хапхаран... çур кĕтỹ сурăх кĕрсе кайрĕ. Красновсем вăтăр пуçа яхăн ăратлă сурăхсем усраççĕ иккен. Вĕсемсĕр пуçне тата икĕ ĕнепе икĕ вăкăр та пур. Хур-кăвакалпа чăх-чĕпĕн вара шучĕ те çук пулĕ. Маларах лаша та усранă пулнă. Кил хуçи питех çỹрейменрен, килти пĕчĕк фермăри ĕçсем пушарникре ĕçлекен Петя ывăлĕпе сутуçăра тăрăшакан Светлана кинĕ çине тиенеççĕ. Ỹркенсе тăмаççĕ çамрăксем. Выльăх апачĕ пирки те пăшăрханма кирлĕ мар: вĕсен хăйсен арендăна илнĕ çĕр лаптăкĕ пур. Кунсăр пуçне ĕçчен çемье ялти пушă анкартисемпе те усă курать. Килте кустăрмаллă трактор пулни те ĕçсене чылай çăмăллатать. Красновсем кăçал утă-улăм, фураж ытлашшипех хатĕрлесе хăварнă. Тымарçимĕçсем те çителĕклĕ пулĕç. Йышлă выльăх усрама çемье хăтлă витесем туса лартнă.

 

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика