15 октября 2008 г.
САЛТАКРА пулнă йĕкĕт ĕмĕрех халăхра хисепре шутланнă, ăна "чăн-чăн арçын" тенĕ. Акă, пирĕн Капчиковсен йăхĕнчен 43 салтак тухнă, хальхи вăхăтра тата иккĕн Раççей çарĕнче службăра тăраççĕ. Çав шутра _ тăватă моряк, пĕр танкист, пилĕк связист, пĕр пограничник, вун виçĕ шофер. Иккĕн Чечняра службăра пулнă. Пехотăра пулнисем те хăйсене лайăх енчен çеç кăтартнă. Паянхи çамрăксене эпĕ салтак тивĕçне чыслăн пурнăçлама чĕнсе калатăп. Тăван çĕршыва сыхласси _ кашни арçыннăн хисеплĕ тивĕçĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"