08 октября 2008 г.
"ИСТОК" сăмах чăвашла "пуçламăшĕ" тесе куçарăнать. Çак ятлă хуçалăх йĕркеленнĕренпе вăхăт нумаях иртмен пулин те, вăл аталансах, вăй илсех пырать. Нумаях пулмасть "Исток" ООО ертỹçипе Ю.Старшовпа вырма ĕçĕсем мĕнлерех вĕçленни пирки сăмах хускатсан вăл тỹрех çапла каларĕ: _ Сăмаха пуçламăшĕнчен пуçлар. Вырма _ юлашки тапхăр. Уй-хир ĕçĕсем вара çур акинчен пуçланаççĕ. "Истокăн" çĕрĕсем 1550 гектар шутланаççĕ. Хуçалăхра кăçал 460 гектар тулă, 600 гектар урпа, 180 гектар сĕлĕ, 30 гектар çĕр улми тата 10 гектар выльăх кăшманĕ çитĕнтернĕ. Кунсăр пуçне пĕр çул ỹсекен курăксем _ 200 гектар, нумай çул ỹсекеннисем _ 120. Çурхи ака-суха ĕçĕсем вăхăтĕнче, ертỹçĕ каланă тăрăх, В. Емельянов, В.Карсаков, А.Кузнецов механизаторсем тăрăшулăхпа палăрнă. Ял хуçалăх культурисене акма çĕр хатĕрленĕ вĕсем. Ака ĕçĕсенче вара А.Ильинпа А.Кузнецов палăрнă. Çĕр ĕçченĕшĕн çур аки хыççăн та лăпкăлăх çук: калчасене йĕркеллĕ пăхса çитĕнтермелле. Вăхăтра çум-курăксемпе кĕрешмесен, сиенлĕ хурт-кăпшанкăсене пĕтермесен кĕркунне пỹлмесем тулли пуласса ан та кĕт. Хуçалăхра çак ĕçсене те вăхăтра пурнăçланă, куçран вĕçертмен. Калчасене А.Ильинпа С.Ельцов механизаторсем вăхăтра гербицидсемпе пĕрĕхсе хăварнă. Çавăн пекех, пропашной культурăсен йăранĕсене те темиçе хутчен кăпкалатнă. Ытти хуçалăхсемпе танлаштарсан, "Истокра" анасем çум-курăкран чылай тасарах. Утă çи те вăхăтра иртнĕ хуçалăхра. Курăксене Н.Митрофанов çулнă. Типĕ утта вара А.Ильин пресс-подборщикпа пухса тюкланă, тюксене А.Ельцов транспорт хатĕрĕсем çине тиесе тăнă. Паха выльăх апатне хиртен В.Кузнецов, Н.Павлов, П.Шамеев турттарса тăнă. Уяр çанталăкпа усă курса хуçалăхра 350 тонна утă хатĕрленĕ, 150 тоннине ĕçлекенсене уйăрса панă. Сенаж та хывса хăварнă кунта. Ку выльăх апачĕ 1500 тонна шутланать. Курăксене А.Кузнецов хăй тĕллĕн çỹрекен КСК-600 косилкăпа çулса вĕтетнĕ ешĕл массăна П.Шамеев, В.Кузнецов, С.Ельцов турттарнă. Траншейăсене В.Карсаковпа В.Емельянов механизаторсем йывăр тракторсемпе таптаса пусăрăнтарнă. Çу хыççăн _ кĕркунне, теççĕ. Вăл та "Истокшăн" тулăх килнĕ темелле. Вырма вăхăтĕнче çĕр ĕçченĕсем алла усса ларман _ çавăнпах ĕçсем те кал-кал пынă. Пĕрчĕллĕ культурăсене çулнă çĕрте, сăмахран, А.Кузнецов палăрнă. Вăл, МТЗ трактор çинче вăй хураканскер, кăкарса ĕçлемелли ЖРС-4,8 жаткăна тухăçлă ĕçлеттернĕ. "ДОН" комбайнсен штурвалĕ умĕнче ларнă Л.Алюковпа П.Смаев, "Енисей" комбайнпа ĕçленĕ В.Емельянов тата "Нивăпа" уй-хире тухнă В.Искандеров паккуссене вăхăтра пухса çапнă. Çанталăкне кура, тухăçне те сахал тееймĕн: тыр-пулăн вăтам тухăçĕ _ кашни гектартан 26-шар центнер. Урпана вара 34-шар центнер пухса илнĕ. Çĕр ĕçченĕ ыранхи çинчен те шухăшлать. "Истокра" çитес çулхи тухăç никĕсне те хывса хăварнă, кĕр тыррисене 180 гектар акнă. Халĕ вара кунта пикенсех çĕртме сухи тăваççĕ: В.Емельянов, С.Гордеев, А.Матвеев, В.Карсаков механизаторсем ир пуçласа каçчен тракторсен кабинисенчен тухмаççĕ.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"