06 августа 2008 г.
НУМАЙ кирлĕ-и çынна телейлĕ пулма? Чи малтан, сывлăх, пĕр-пĕрне килĕштерсе пурăнни, ача-пăча, мăнуксем... Тата çынсем хисеплени те _ телей. Çаксем пурте пур Ярăславри Прокопьевсен. Кил хуçи _ Алексей Михайлович _ ыран шăп та лăп 70 çул тултарать. Тулли кĕрекере ларнă чух ăна юратнă мăшăрĕ, пĕр ывăлĕпе тăватă хĕрĕ, çичĕ мăнукĕ юман пек çирĕп сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунĕç. Алексей Михайловичăн пĕтĕм пурнăçĕ тăван ялта иртет. Тивĕçлĕ вăй хунă, канăва кайичченех унчченхи "Гвардеец" совхозра ĕçленĕ, хĕлле шкул котельнăйĕн кочегарĕ пулнă. Вырма вăхăтĕнче комбайнерта, ватăласпа сортировкăна тата тырă типĕтекен сушилкăна ĕçлеттернĕ. Мăшăрĕ _ Валентина Сергеевна _ чĕрĕк ĕмĕр хушши ялти медпунктра санитаркăра тăрăшнă. Ял çыннисем ăна тивĕçлипе сума сăваççĕ. Ачисем пирки çỹлте асăннăччĕ-ха. Асли _ Люда _ Шупашкарти "Акконд" фабрикăра вăй хурать. Сăмах май, унăн Света тата Алена йăмăкĕсем те _ кондитер фабрикин ĕçченĕсем. Виççĕшĕ те _ производствăра малта пыракансен йышĕнче. Ваня Сургутра милиционерта, Таня Шупашкарта предпринимательте ĕçлеççĕ. Прокопьевсен çичĕ мăнук, çиччĕшĕ те яла хăнана килсен кукашшĕпе кукамăшĕ, аслашшĕпе асламăшĕ умĕнче чĕкеç чĕпписем пек чĕвĕлтетсе çеç тăраççĕ. Алексей Михайловича юбилей ячĕпе Розовсен, Сидоровсен, Поляковсен, Семеновсен çемйисем, хăти-тăхлаччисем чун-чĕререн саламлаççĕ, çирĕп сывлăх, иксĕлми телей сунаççĕ. Çак салам çумне эпир те хутшăнатпăр, "вăй патăр сана, Элексей тете!"- тетпĕр.
Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"