Раççей Правительстви тунти кун виçĕ çуллăх тапхăрти кăтартусене тĕпе хурса федераци субъекчĕсен влаç органĕсен ĕç-хĕлĕн тухăçлăхне пĕтĕмлетекен рейтинга палăртни çинчен эпир пĕлтернĕччĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне шăпах çак рейтинга тишкернинчен пуçларĕ.
Михаил Васильевич палăртнă тăрăх - «халăх патне тĕрлĕ информаци илсе çитереççĕ», çавăнпа та чăннипе паллаштарни вырăнлă. Асăннă рейтинга 2008 çултанпа хатĕрлеççĕ. Малтан ăна 300 ытла кăтарту çинче никĕслетчĕç, кайран вĕсен шутне чакарчĕç, халĕ тĕп тата анлă 12 кăтартăва тĕпе хураççĕ. Тата - регионсем хăйсем сĕнекен икĕ кăтарту. Вĕсен 50% экономикăпа çыхăннă, 30-шĕ - социаллă сферăпа, 20% - халăх хушшинче ирттерекен ыйтăм пĕтĕмлетĕвĕсем.
- 11 кăтартăва эпир туллин пурнăçланă, - терĕ М.Игнатьев. - Виççĕшĕнпе ĕçлесе çитереймен. Çав шутра - тĕп капитала хывакан инвестицисем. Ку çитменлĕх экономикăн пĕтĕмĕшле аталанăвне те ура хума пултарать. Çынсен тупăшĕ тĕлĕшпе палăртнине пурнăçлайман. Ÿсĕм пур, çапах татах пысăклатмалла. Пурнăçлайман тепĕр кăтарту - патшалăхăн пĕрлехи экзаменне тытайман çамрăксен тÿпи пысăкки. Çакăнта каçхи шкулсенче вĕренекенсен экзаменĕсене те шута илнин витĕмĕ куç кĕрет.
2012 çулхипе танлаштарсан пĕлтĕр Чăваш Ен рейтингра хăйĕн позицине самай лайăхлатнă - 20-мĕш вырăна çĕкленнĕ. Каялла чакнă субъектсем йышлине кура пăхсан республика малалла ăнтăлни, паллах, аван. Ÿсĕмлĕ кăтартусен шутĕнче Михаил Васильевич пĕчĕк бизнес продукцийĕн çаврăнăшĕ ÿснине палăртрĕ. Бюджета хывакан налуксен калăпăшĕ пысăкланни те лайăх. Çурт-йĕр ытларах хута янă, ĕçсĕрлĕхе чакарнă. Халăх хушшинче ирттернĕ ыйтăмсем те çынсем влаç органĕсене шанасси ÿснине çирĕплетеççĕ.
Çынсен пурнăç тăршшĕпе /вăтамран 74,3 çул/ çыхăннă кăтартупа республика малтисен шутне кĕме пултарнă. Тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн ăшшисĕр юлнисен шучĕ те чакнă. «Ачасене усрава илекенсене хавхалантармалли хушма мерăсемпе усă курни ача çурчĕсене хупма май парать», - терĕ кун пирки ЧР Пуçлăхĕ.
Патшалăх парăмне те чакарнă: «Мускав çакна çирĕп сăнаса тăрĕ. Чи малтанах инвестицисемпе çыхăнман тăкаксем ÿснине сивлессе кĕтмелле. Тăкаксене чакарнăшăн хăшĕсем кăмăлсăр, йăнăшаççĕ, анчах урăхла май çук - расхутсене малашне те пĕчĕклетме тăрăшăпăр». Çак кунсенче Раççей Правительстви регионсене пулăшма хушма укçа уйăрмашкăн йышăннă. ЖКХна реформăлама пулăшакан фондран Чăваш Ен те тата 462 млн тенкĕ илет, пĕтĕмпе 2 млрд та 15 млн тенкĕ пулать. «Юхăннă çуртсенче пурăнакансем хăтлă хваттерсем кĕтеççĕ. Пурне те çĕнĕ хваттерсем парăпăр теместĕп, анчах çынсене йĕркеллĕ çурт-йĕрпе тивĕçтермеллех», - терĕ Михаил Васильевич. Кăçалхи ĕçе хакланă май вăл çапла пĕтĕмлетрĕ: «4 уйăх хыçа юлчĕ. Пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл туртăмĕ пĕлтĕрхинчен лайăхрах. Çав шутра - тупăшсен ÿсĕмĕ те».
Ларăвăн кун йĕркинчи ыйтусене тишкерме пуçланă май чи малтанах вице-премьер - сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова сăмах илчĕ. Вăл вырăнти хăй тытăмлăх органĕсене патшалăхăн уйрăм полномочийĕсене парасси çинчен калакан саккуна кĕртме сĕнекен улшăнусемпе паллаштарчĕ. Çĕнĕлĕхсем тĕпрен илсен ĕç сыхлавĕпе çыхăннă, ку полномочисен пĕр пайĕ вырăнти хăй тытăмлăх компетенцине куçать.
Вице-премьер-финанс министрĕ Светлана Енилина та саккуна кĕртмелли çĕнĕлĕхсем çинчен каласа пачĕ. Вĕсем налуксемпе çыхăннă. Ку ыйту патне çитес номерсенчен пĕринче таврăнăпăр-ха, хальлĕхе вара çакна каласа хăварни вырăнлă: транспорт налукĕ ÿсет. Автомобильсен хăватне кура - тĕрлĕ виçепе.
Транспорт ыйтăвне хускатнă май М.Игнатьев кивĕ автомобильсене утилизацилессипе çыхăннă темăна çĕклерĕ: «Ку енĕпе чылай ĕçленĕччĕ. Халĕ лару-тăру мĕнлерех? Калăпăр, çын автомобильне сутса янă, анчах налук уведомленийĕ пур пĕр ун патне килет - çакнашкалли çук-и?» ФНС управленийĕн ертÿçин тивĕçĕсене пурнăçлакан Ольга Никина пĕлтернĕ тăрăх - кивĕ, юрăхсăр автомобильсен тĕп пайне утилизациленĕ. Юлнисем - шутлă кăна. Транспорт налукĕн ÿсĕмне илес тĕк - çакă автомобильсен хуçисен тăкакĕсене нумай пысăклатмалла мар. Темăна вĕçленĕ май Михаил Васильевич транспорт налукĕ пĕтĕмпех çулсем тума, юсама кайнине аса илтерчĕ, эппин, çак тăкаксем - автомобилистсемшĕнех.
С.Енилина кăçалхи пĕрремĕш кварталта республика бюджетне мĕнле пурнăçлани çинчен каласа пачĕ. Тупăш та, тăкаксем те - ÿсĕмлĕ. Бюджетăн социаллă тĕллевлĕхĕ упранса юлнă. Апла пулин те экономика, ял хуçалăх, çул-йĕр хуçалăхĕн аталанăвĕ валли янă тăкаксем те пысăкланнă. Бюджета налуксем ытларах кĕнине палăртнипе пĕрлех Светлана Александровна акцизсен калăпăшĕ чакнине те пытармарĕ.
Калаçтарнă темăсен шутĕнче топливăпа энергетика комплесне тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăха çитес кĕркуннехи-хĕллехи тапхăра хатĕрлессине асăнмалла-тăр. Вице-премьер - строительство министрĕ Олег Марков ку енĕпе пурнăçламалли анлă ĕçсемпе паллаштарчĕ - котельнăйсене юсассинчен пуçласа çĕр кăмрăкĕпе мазут хатĕрлесси таранах. Ĕçсене вăхăтра, авăн уйăхĕн 15-мĕшĕ тĕлне, вĕçлес тĕлĕшпе иккĕленнĕн туйăнмарĕ. Калаçăва çивĕчлетекенни Правительство пуçлăхĕ Иван Моторин пулчĕ - вăл парăмсемпе кăсăкланчĕ. О.Марков пĕлтернĕ тăрăх - парăмсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ чăннипех пысăк, 3,6 млрд тенке яхăн. Çав шутра газшăн - 598 млн, энергоресурссемшĕн - 319 млн, ăшă энергийĕшĕн - 2,4 млрд тенкĕ. «Коммуналлă технологисем» ООО, Çĕмĕрлери «Теплоэнерго» МУП, ытти хăш-пĕр предприяти пысăк парăмсем пухнă.
- Парăмсем питĕ пысăк, çитменнине вĕсем татах ÿссе пыраççĕ, - кăмăлсăрланчĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. - «Коммуналлă технологисем», ытти потребитель... Çивĕчлĕхе «алă вĕççĕн ĕçлесе» сирме тăрăшатпăр - çав-çавах вĕçĕ-хĕрри курăнмасть. Пирĕн потребительсене парăмсене тÿлеме вĕрентмелле. Лавккана кайсан тавара укçасăр илместпĕр-çке, ЖКХра та çаплах пулмалла. Çĕмĕрленех илер: каллех парăмсене 100 млн тенкĕлĕх ÿстернĕ. Республика бюджетĕнчен текех пĕр миллион тенкĕ те памастпăр!
2014 çулта районсене ялсенче комплекслă майпа çурт-йĕр тума паракан субсидисене валеçесси çинчен вице-премьер - ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов каласа пачĕ. Маларах çак программăпа килĕшÿллĕн республикăра тăватă проекта пурнăçланă. Кăçал республика бюджетĕнчен 40 млн тенкĕ уйăраççĕ, федераци бюджетĕнчен - 41,6 млн. Патăрьел районĕнчи Шăнкăртамра 152 çурт тума палăртнă - пĕтĕмпе 222 млн тенкĕ кирлĕ пулать. Шупашкар районĕнчи Çĕньял ял тăрăхĕнче - 69 çурт. Михаил Васильевич çуртлă пулакансен списокĕсене тĕплĕ тĕрĕслеме сĕнчĕ - «айккинчи çынсем çук-и?« Сергей Владимирович ку ыйтăва куçран вĕçертменни çинчен каларĕ. Шăнкăртамра, чăнах та, списокра предпринимательсем ытларах-мĕн, анчах Шупашкар районĕнче - пурте тенĕ пекех вырăнти хуçалăхсенче ĕçлекенсем. Те Шăнкăртамăн çаврăнăçуллă çыннисем патшалăх шучĕпе çурт-йĕрлĕ пулма ăнтăлни сисчĕвлентерчĕ - Михаил Васильевич тепĕр хут асăрхаттарчĕ: «Пуян çынсемех патшалăх укçипе усă кураççĕ - çакнашкалли те пулать. Укçа паратпăр, анчах вырăнти ял хуçалăхĕнче ĕçлекенсем çук - апла пулмалла мар».
Лару Министрсен Кабинечĕн маларах тунă хăш-пĕр йышăнăвне улшăнусем кĕртнипе вĕçленчĕ.