29 июня 2018 г.
Республикăра муниципалитет пуçлăхĕн тата муниципалитет служащийĕсен кунне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл Элĕк районĕнчи Анаткас ялĕ çывăхĕнче иртрĕ. Мероприятие яланхи пекех хула-район ертÿçисемпе вĕсен заместителĕсем, ял тăрăхсен пуçлăхĕсемпе администрацисенче ĕçлекенсем хутшăнăççĕ. Кăçал пĕтĕмпе 26 команда. Ăмăртакансем ишеççĕ, 300 метр чупаççĕ, велосипедпа ярăнса тупăшаççĕ. Пăхаттир пуçлăха та палăртĕç.
Мероприятие ЧР Ертÿçи Михаил Игнатьев, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн заместителĕ Александр Федотов, РФ Патшалăх Думин депутачĕ Леонид
Черкесов хутшăнчĕç. Вĕсем ертÿçĕсене ĕçре те, спортра та хастар пулма сунчĕç.
Автор: Андрей МИХАЙЛОВ. Автор сăн ÿкерчĕкĕсем.
Источник: "Хыпар"
Первоисточник: http://www.hypar.ru/cv/sportpa-tuslah-uyave