12 сентября 2014 г.
Яшсемпе хĕрсем пĕр-пĕрне тĕл пулсан саваççĕ, çемье çавăраççĕ. Кашниех тĕнчере вĕсенчен телейлĕ çын çуккине ĕнентерет. Ара, çурт ача сассипе тулать-çке. Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ялĕнче пурăнакан Осиповсем те çут тĕнчене килнĕ виçĕ тĕпренчĕкĕшĕн савăннă. Анчах хĕрĕ Юля сарăмсăр вилни уяр кун аçа çапнă евĕр пулнă. Хуйхă кил хуçипе мăшăрĕн чĕрисене ыраттарнă. Амăшне чĕре айĕнче 9 уйăх йăтса çÿренĕ, çĕрĕ-çĕрĕпе куç хупмасăр сăпка юрри юрласа ÿстернĕ тĕпренчĕкĕпе сыв пуллашма çăмăл пулман. Осиповсем ача çуртне çул тытнă.
Ют ачана усрава илни - ырă та пархатарлă ĕç. Тăлăхсене хăйсен хÿттине илсе тăван пепке пек ÿстерекенсем - чăн-чăн паттăрсем. Ача çуртне лекнĕ шăпăрлансен кашнин хăйĕн шăпи. Осиповсем те нуша курнă Гришăна тĕрĕс воспитани памашкăн, çут тĕнчепе киленмешкĕн вĕрентме тăрăшнă.
- Хĕрĕм вилнине ĕненес килмерĕ. Кунсем иртрĕç, анчах тăван тĕпренчĕкĕм текех çукки канăç памарĕ. Тунсăх авăрне путрăм. Мăшăрăмпа канашланă хыççăн Шупашкарти ача çуртне кайрăмăр, - куçĕ шывланнă май калаçрĕ Ольга Петровна.
Шăпăрлансене сăнанă чухне хĕрарăм пĕр арçын ачана курнă. Воспитательсем Гриша лайăх ача пулнине пĕлтернĕ. Çавăн чухне Осиповсем 1-мĕш класс пĕтернĕ арçын ачана яла илсе килме шухăшланă.
- Гриша ÿсĕмне кура ытла пĕчĕкчĕ, чирлĕччĕ. Ача çуртĕнче ĕçлекенсем унăн пурнăçĕ çинчен нимĕн те каламарĕç. «Лайăх ача, пурăнма пулать», - терĕç. Вăл Шупашкар районĕнче çуралнине çеç пĕлтĕмĕр, - аса илчĕ 56 çулти хĕрарăм.
Осиповсем патне килсен Гриша ялти шкула çÿреме тытăннă. Ольга Петровна каланă тăрăх - вăл унпа уроксем тума, пушă вăхăтра вĕрентме пуçланă. Хĕрарăм чылай çул Тавăшкассинчи шкулта ачасене математика вĕрентет.
- Гриша хăй те яланах пулăшу ыйтатчĕ. «Анне, çакна тăвас-и?» - тетчĕ, - йăл кулчĕ Ольга Петровна.
Гриша Осиповсем патне килсенех çемье пуçлăхне «атте» тенĕ. Вăхăт иртсен Ольга Петровнăна «анне» тесе чĕнме пуçланă. Çакна илтсен хĕрарăмăн савăннипе куççуль юхса аннă.
- Ывăлăм иккĕмĕш пурнăç парнелерĕ. Гришăна курсанах ăна пурнăç çулĕ çине тăратмашкăн, çĕр-шыва юрăхлă çын ÿстермешкĕн тăрăшмаллине ăнлантăм. Тĕрĕссипе, ача çуртĕнче пурăнакан шăпăрлансем çемье ăшшине туясшăн çунаççĕ. Çывăх çыннисем пăрахнăшăн пĕчĕкскерсем айăплă мар-çке. Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнăскерсене çемье пăхса ÿстермесен вĕсене пурнăçра йывăр пулĕ, - шухăшне пĕлтерчĕ Ольга Петровна.
Осиповсем Гришăна усрава илнĕренпе чылай çул иртнĕ. Пĕчĕк пулнăскер халĕ ÿснĕ, тĕрекленнĕ. Вăл 10-мĕш класра ăс пухать. Вĕренÿре ĕлкĕрсе пыма тăрăшать. Амăшĕ пĕлтернĕ тăрăх - вăл урок тума вăхăт нумай уйăрать, вĕсене тĕплĕн пурнăçлама тăрăшать.
Пĕлтĕр Гриша экзаменсене ăнăçлă тытнă. Умра - 11-мĕш класс. Часах шкулпа сыв пуллашма вăхăт çитĕ. Арçын ача алла аттестат илсен хăш профессине суйламалли çинчен те шухăшлать, кун пирки амăшĕпе канашлать.
- Пĕрмай: «Манăн кам пулас-ши?» - тетчĕ. Тĕплĕн калаçрăмăр та шкул хыççăн салтака каймалла тесе шухăшларăмăр. Хĕсметрен килсен Гриша хăш специальноçа алла илмеллине хăех суйлĕ. Эпир ăна чармăпăр, унăн шухăшне ырлăпăр çеç.
Ольга Петровнăпа мăшăрĕ Александр Леонидович кĕçĕн ывăлĕшĕн савăнса пĕтереймеççĕ. Гриша хуçалăхра яланах пулăшма тăрăшать. Вăл кăçал çулла каникул пулнине пăхмасăрах кашни кун ĕçе çÿренĕ, нухрат пухса хăйĕн валли çĕнĕ телефон туяннă.
- Ывăлăм кунсерен 1 пин тенкĕ ĕçлесе илчĕ. Пĕрремĕш шалăвĕн пайне мана тыттарчĕ. Савăнăç куççулĕ тухрĕ, - Ольга Петровнăн пичĕ йăл кулăпа çиçрĕ. - Гриша ĕçрен хăрамасть. Пĕчĕк чухне: «Анне, ыттисем пекех выльăх-чĕрлĕх усрар-и?» - ыйтатчĕ вăл. Малтанах сурăх усраттăмăр, Гриша вĕсене апат çитеретчĕ. Нумаях пулмасть курăк çулмалли хатĕр туянтăмăр. Çулла Гриша унпа пахчари курăка çулчĕ, ăна типĕтсе сутрăмăр, - сăмах çăмхине сÿтрĕ хĕрарăм.
Ольга Петровна каланă тăрăх - Гриша ашшĕне хисеплет, вăл каланине итлеме тăрăшать. Александр Леонидович пушă вăхăтра йывăçран касса кăларма кăмăллать. Унăн ĕçĕсене ярмăрккăра кашни çулах иртекен куравра курма пулать. Унсăр пуçне арçыннăн тепĕр чун киленĕçĕ пур: вăл ÿкерме юратать. 10-мĕш класра вĕренекен каччă ашшĕ ĕçленине пăхса ăна пулăшма васкать: савалать, сăрлать... Гриша алă усса ларма хăнăхман.
- Малтан унран ашшĕпе амăшĕ çинчен ыйтаттăм. Çакна илтсен ача хăратчĕ. Халĕ кун пирки сăмах тапратмастăп. Гриша та ашшĕпе амăшне аса илмест, - терĕ Ольга Петровна.
Паспорт илме вăхăт çитсен Ольга Петровна Гриша çуралнă яла çитсе килнĕ. Унта вăл Гришăн тăванĕпе калаçнă. Анчах унăн ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулма тÿр килмен.
- Гришăн сăн ÿкерчĕкне курсан тăванĕ савăнчĕ, вăл ÿснĕшĕн хĕпĕртерĕ. «Ача салтака кайнă, авланнă чухне сире чĕнĕпĕр», - терĕм. Ара, мĕншĕн йыхравлас мар? Ашшĕ-амăшĕпе хăçан тĕл пулмаллине Гриша хăех ăнланĕ. 20 çула çитсен-и, каярахпа-и - эпир чармăпăр, - пĕлтерчĕ Ольга Петровна.
Осиповсен аслă ачисем ÿссе çитĕнсе çемье çавăрнă ĕнтĕ. Килте кĕçĕнни Гриша пулнăшăн чунран хĕпĕртеççĕ Ольга Петровнăпа Александр Леонидович. Вăл мăшăра çутă малашлăх парнеленĕ. Ача çуртне лекнĕ арçын ача вара çемье ăшшине тупнă.
- Çавăн пек шăпăрлансене пурнăçра йывăр ан пултăр тесен ытти çемьен те ачасене хÿтлĕхе илме тăрăшмалла. Гриша пулман тăк мăшăрăмпа мĕнле пурăнăттăмăр-ши?
Источник: "Хыпар"