Таушкасинский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чей ĕçесчĕ… лимонпа

02 ноября 2013 г.

Чей ĕçесчĕ… лимонпа

Çĕрпÿ районĕнчи Тавăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Галина Александрова хăйне май пĕтĕмлетÿ тунă: лимон пиçсе çитнĕ вăхăта хĕрарăм ача кĕтнĕ тапхăрпа танлаштарать вăл. Чăнах, çеçкене ларнăранпа 9 уйăх иртсен тин пулса çитет çимĕç.

Чечек юратаканскер иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче ÿстерме пуçланă ăна. Ытти çул 1-2 лимон тĕвĕленнĕ. Кăçал тÿрех 7 çимĕç пиçсе çитнĕ. «Пĕлтĕр раштав уйăхĕнче шап-шурă чечеке ларчĕ. Мĕнешкел ырă шăршă сарăлчĕ пÿлĕмре. Кăçал та ÿсен-тăран шурă «пĕркенчĕкпе» витĕнессе шанатăп», - тет Галина Геннадьевна.

Килен-каяна хăй çитĕнтернĕ лимонпа чей ĕçтерет ырă кăмăллă хĕрарăм. «Тĕрĕссипе, ачасене кăтартас тĕллевпе туяннăччĕ эпĕ ăна. Кашни çулçă хушăннине сăнаса тăраттăмăр», - ăнлантарать Тавăшкасси вăтам шкулĕнче пуçламăш классене вĕрентнĕ Галина Александрова.

Çулла пахчана кăларса лартаççĕ ăна. Уçă сывлăшра вăй илет вăл. Сивĕтиччен, паллах, пÿлĕме каялла йăтса кĕртеççĕ. Лимон тураттине касса илмесĕрех тымарлантарма та вĕреннĕ Тавăшкасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ. Мĕнех - ыттисем те лимон çитĕнтерччĕр.

Мария РОМАНСКАЯ.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика