12 октября 2013 г.
«Авангард» обществăн сысна ĕрчетекен «Çĕрпÿ беконĕ» филиалĕ Ял хуçалăх тата тирпейлекен промышленноç ĕçченĕн кунне мĕнле кăтартусемпе кĕтсе илет-ха. Юрий ФЕДОТОВ директор хуравлать.
- Пирĕн комплексра тĕрлĕ ÿсĕмри 35 пине яхăн пуç, - терĕ Юрий Александрович. - Амасене хамăр çăвăрлаттармастпăр. 5-7-шер килограмм таякан çурасене Тутарстанри Çĕпрел районĕнчи Пăрăнтăкри сысна комплексĕнчен кÿретпĕр, çитĕнтеретпĕр, самăртатпăр. Кĕтÿ йышĕ кăçал пĕлтĕрхи пекех. Çуллен 8800-9000 тонна аш сутатпăр. Ку тĕллеве кăçал та пурнăçлăпăр.
- Хĕлле сыснан сутлăх хакĕ йÿнелчĕ. Вăл предприятие ура хумарĕ-и.
- 2012 çул вĕçĕнче йÿнелме тытăнчĕ, раштав уйăхĕнчен пуçласа çуркуннеччен 25-30 процент чакрĕ. Çавна пула 200 яхăн миллион тенкĕлĕх тупăш илсе çитереймерĕмĕр, «пиçиххине кăштах хытарма тиврĕ». Уйрăммăн илсен производствăна модернизацилемелли программăна малтан çирĕплетнĕ шайра пурнăçлаймарăмăр. Пĕлтĕр трактор-машина туянма 30 миллион тенкĕ уйăрнăччĕ. Кăçал инвестици 20 миллионлăх çеç явăçтартăмăр. Ытти енĕпе те иртнĕ çулхинчен сахалрах тăкаклантăмăр, услампа перекетлĕрех усă курма тăрăшрăмăр. Сутлăх хак çулларан пуçласа хăпарма тытăнчĕ. Паян сыснан кашни килограмĕ /чĕрĕ виçепе/ - 90-95 тенкĕ. Çулталăк каялла 105 тенкĕччĕ.
- Продукци йÿнелнине мĕнпе ăнлантаратăр.
- Пĕлтĕрхи утă уйăхĕнче Раççей Пĕтĕм тĕнчери суту-илÿ организацине кĕчĕ. Федераци унпа çирĕплетнĕ договорпа килĕшÿллĕн авăн-чÿк уйăхĕсенче чикĕ леш енчен çĕр-шыва аш, унтан хатĕрленĕ апат-çимĕç нумай турттарнă, лавккасене чышсах тултарнă. Çĕр-шывра туса илнĕ какай та пайтах. Çапла вара суту-илÿре вăл палăрмаллах нумайланнă. Ытлă-çитлĕ пулнăран сутлăх хак самаях чакрĕ. Иртнĕ уйăхра чикĕ леш енчен Раççее сысна ашĕ çулталăк каяллахинчен 10 процент сахалрах тиесе янă теççĕ. Çĕр-шывра çитĕнтерекен сысна лайăхрах сутăнас шанăç пур.
- Тавар туянакан унăн ашне суйласси йăлана кĕрсе пымасть-и.
- Ăна ăçтан илсе килнипе, лавккара мĕн чул выртнипе, пахалăхĕпе кăсăкланаççĕ. Предпринимательсем, аш комбиначĕсем пирĕн патран чĕрĕ сысна машини-машинипе турттараççĕ. Какая тирпейлесе сивĕтеççĕ. Унăн тавар туянакана сутмалли вăхăчĕ нумая мар. Тин пуснă аша пурте туянма тăрăшаççĕ. Ют патшалăхран Раççее шăнтнă какай килет. Ăна чылай вăхăтра сутма ирĕк параççĕ. Вăл суту-илÿ базинчи, лавккари шăнтмăшра темиçе уйăх выртать. Унтипе танлаштарсан сивĕтнин пахалăхĕ лайăхрах.
- Вырма мĕнле иртрĕ.
- Тыр-пула виçĕ Агрос, икĕ Мега, пĕр Енисей комбайнсемпе пухса кĕртрĕмĕр. Механизаторсем /вăхăтлăха ĕçе илнисем, хамăр предприятире вăй хуракан слесарьсем/ хăйсен умĕнчи тĕллеве ăнăçлă пурнăçларĕç. Пĕтĕм тырра Пăрăнтăк элеваторне леçетпĕр. Унтан комплекса хутăш апат кÿретпĕр. Тухăç кашни гектартан 28,8 центнер. Ку - кăçалхи çулшăн лайăх кăтарту. «Ак Барс» холдинг компанийĕ уя йÿнĕрех минерал удобренийĕ хывма пулăшрĕ.
- Кăçал малтан сухаламан-акман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртрĕр-и.
- Юлашки çулсенче «Çĕрпÿ беконĕ» тĕш тырă культурисем акса çитĕнтернине «Хыпар» вулаканĕсем пĕлеççĕ ĕнтĕ. 2008 çулта эпир пĕр гектар та акман. Кăçал 2430 гектар çинчен пухса кĕртрĕмĕр. Лаптăка пысăклатсах пыратпăр. Çанталăк çумăра кайиччен кĕрхисене «Цивильское» обществăн пулнă - 400, «Спутник» совхоз усă курнă - 500, «Дружба» колхоз сухаланă 100 ытла гектар çине акрăмăр, кăçалхи плана тултартăмăр.
- Эпĕ «Авангард» общество çинчен илтменпе пĕрех. Унпа кăштах та пулин паллаштараймăр-и.
- Çĕрпÿ районĕнчи «Çĕрпÿ беконĕ» - «Авангард» обществăн пĕр филиалĕ. Ăна республикăн ял хуçалăхăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Николай Курчаткин ертсе пырать. Обществăн тĕп фончĕсем - Тутарстанри Пăва районĕнче. Унта выльăх-чĕрлĕх нумай ĕрчетеççĕ, çĕр-çĕр гектар çĕрпе усă кураççĕ.
- Сысна Африка мурĕпе чирленĕ тĕслĕх республикăра пĕрре те шута илмен. Вăл ытти региона шар кăтартнине пĕлетпĕр-ха. Ăна хирĕç мĕнле кĕрешетĕр.
- Вăл сысна ĕрчетекен мĕн пур харпăрлăхлă хуçалăхсене пысăк тăкак кăтартас хăрушлăх пур. Унăн вирусне выльăх организмĕнче тупса палăртсан фермăри е ялти мĕн пур сыснана пĕтереççĕ /çунтарса яраççĕ/. «Çĕрпÿ беконĕ» район ветслужбипе пĕрле çак амака хирĕçле профилактика ĕçĕ пурнăçлать. Ăна йĕркелеме, тĕрĕслеме комисси çирĕплетнĕ. Вăл комплексран 5 çухрăмри ялсенчи тĕрлĕ хуçалăхра сысна ĕрчетекенсем муртан мĕнлерех хÿтĕленнине тишкерчĕ. Шел те, хальлĕхе нумайăшĕ унран сыхланмалли йĕркене пăхăнмасть. СăмахранS сыснана чĕрĕ апат çитерет. Вирусран хÿтĕленсе вĕретнипе кăна апатлантармалла. Комплексра хĕртнĕ хутăш апат çеç паратпăр. Унта нимле вирус та упранса юлаймасть. Выльăх патне килекен автомашинăсене комплекс картишне кĕртиччен чир инфекцине пĕтермелли препаратпа тĕплĕн сапаççĕ. Патшалăх ветслужбин инструкцине пăхăнман юридици сăпачĕсенчен, ял çыннисенчен йĕркене çирĕп пăхăнма ыйтатпăр. «Ăна шута хумасан сысна ан усрăр», - тетпĕр.
- Коллективăн уяв ячĕпе ирттерекен савăнăçлă пухăвĕнче мĕнле сăмахсем каланă пулăттăр.
- Чи малтанах «Çĕрпÿ беконне» нумай пулăшнăшăн филиал харпăрлăхçине «Ак барс» холдинг компани пуçлăхĕсене, йывăрлăха çĕнтерсе пыма çул кăтартса пыракан «Авангард» обществăн генеральнăй директорне Николай Курчаткина, паллах, хăйĕн тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлакан коллектива тав тăватăп, ырлăх-сывлăх сунатăп. Професси кунне районта палăртиччен социаллă корпус хута ярăпăр. Вăл коллектившăн парне пултăр.
Юрий МИХАЙЛОВ калаçнă
Источник: "Хыпар"