Таушкасинский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче»

05 июня 2010 г.

 

Çĕртме уйăхĕн 2-мĕшĕнче ЧР халăх пултарулăх çуртĕнче ача-пача тĕррисен «Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» республикăри курав-конкурс уçăлнă.

Конкурса Чăваш Енри 17 районти тата 4 хулари çамрăк ăстасем хутшăннă. Экспозицие 100 ытла ĕç тăратнă. Конкурса кăçалхи çу уйăхĕн 12-мĕшĕнче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Евгения Жачева ертсе пыракан жюри членĕсен ушкăнĕ пĕтĕмлетнĕ.

«Çĕр пин тĕрĕ тĕнчинче» конкурс республикăра – пĕрремĕш хут. Унта – ача-пăча студийĕсен лабораторийĕсен, мастерскойсен, кружоксен тата ытти пултарулăх ушкăнĕсен вĕренекенĕсен ĕçĕсем. Конкурсантсене виçĕ категорипе хакланă. Чи пĕчĕккисен хушшинче – Лапсарти пуçламăш шкул-ача садĕнчи Роза Коробова, вăтам çултисенчен – Çĕрпў районĕнчи Тавăшкассинчи вăтам шкул вĕренекенĕ Александра Иванова, аслисенчен Шупашкарти ача-пăчапа çамрăксен пултарулăх керменне çўрекен Ирина Скудеева пĕрремĕш вырăн йышăннă. Çĕнтерўçĕсене ятарлă дипломсемпе, чаплă парнесемпе чысланă. Çавăн пекех Красноармейскинчи ача-пăча искусство шкулĕн вĕренекенĕ Станислав Илларионов, Комсомольски районĕнчи Çĕнĕ Марат ялĕнчи вăтам шкулти Михаил Тихонов, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпўртри пĕтĕмĕшле пĕлў паракан шкул вĕренекенĕ Анатолий Вишневский пултарулăхри çитĕнўсемшĕн ятарлă парнесене тивĕçнĕ. 

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика