Таушкасинский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Иван Степанович çинчен мĕн пĕлетĕр?

06 апреля 2010 г.

Иван Степанович Степанов 1897 çулта Çĕрпў уесне кĕрекен Тăрваш ялĕнче (халĕ Çĕрпў районĕ) суралнă. Учительсем хатĕрлекен шкултан вĕренсе тухнă, унтан Мускаври Н.К. Крупская ячĕллĕ коммунистла воспитани академийĕ пĕтернĕ.

1916-1917 çулсенче патшан çуран çарĕнче службăра тăнă, февральти революции хыççăн полк штабĕнче писарь пулнă. Служба вăхăтĕнче Румынире, Болгарире пулнă. Çар служби хыççăн тăван яла таврăннă та çĕр ĕçĕнче ĕçлесе пурăннă, вулăсри ревизии комиссийĕн члене суйланă. 1919 çулта ăна халăха пĕлў парас ĕçĕн уесри уйрăмăн шкулсем тăвас енĕпе ĕçлекен уполномоченнăйĕ пулма çирĕплетнĕ.1920-1921 çулсенче  Иван Степанович Чĕмпĕрте (Ульяновскра) финанс инспекторĕ, партии клубĕн заведующийĕ пулса вăй хунă, 1922-1923 çулсенче Çĕрпў тата Шупашкар хулисенче ĕçлев пайĕн заведующийĕ тата облаçри ĕçлев инспекцийĕн инспекторĕ пулса ĕçленĕ. 1923-1026 çулсенче Мускаври Н.К.Крупская ячĕллĕ коммунистла воспитании академийĕнче вĕреннĕ, Унтан Чăваш енри çутĕç наркомĕн çумĕ пулса вăй хунă.

1927 çулхи сентябрь уйăхĕнче республикăра районсем йĕркеленĕ. Сĕнтĕрвăрри район совечĕн пĕрремĕш организацилле сессийĕнче Иван Степанович Степанова райĕçтăвком председателĕ пулма çирĕплетнĕ. Çак должноçра вăл 1929 çулччен ĕçленĕ. 1929 çулхи январь уйĕхĕнчен пуçласа 1931 çулхи январьччен И.С.Степанов Чăваш АССРĕн Шалти ĕçсен наркомĕ пулса вăй хунă.

Ун чухне НКВД хăйĕн тўрĕ тивĕçĕсене пурнăçланисĕр пуçне ытти функцисене те, вăл шутра пурăнмалли çурт-йĕр хуçалăх наркомĕн ĕçĕсене пурнăçланă. Кунсăр пуçне шалти ĕçсен наркомĕн вырăнĕнче çак ведомство ертўçисем 2-3 çултан ытла тытăнса тăман.

И.С.Степанов милиции ведомствин 6-мĕш ертўçи пулнă. Унăн ятне Çĕрпў районĕн кĕске энциклопедийĕнче асăнман.

1931 çулхи январь уйăхĕнче ăна наркомснаб ертўçи пулма куçрнă. 1932-1933 çулсенче вăл Улатăрти вĕрентў комбиначĕн директорĕн должноçĕнче ĕçленĕ, 1934 çулта ăна Чăваш АССРĕн коммуналлă хуçалăх наркомĕ пулма çирĕплетнĕ. 1935 çулта ку ĕçрен хăтарнă та унăн çумĕ пулма лартнă.

Республикăри архивсенче И.С.Степанов çинчен урăхла сведенисем çук. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, вĕсен çемйинче икĕ хĕр пулнă.  Тăванĕн ывăлĕ Çўрпўре пурăнать, анчах та вăл ун пирки сахал пĕлет. ЭпирЧăваш Енри милиции историйĕн музейĕн ĕçченĕсем, унăн сăнўкерчĕкне шыратпăр. И.С.Степанов пĕр хушă Çĕрпў районĕнчи партии органĕсенче ĕçленĕ. хаçат урлă эпир районти краеведсенчен, 40-50çулсенчи учительсенчен вĕсен сăнўкерчĕкĕсен альбомĕнче Иван Степанович Степановăн сăнўкурчĕкĕ упранса юлман-ши, - тесе ыйтатпăр.

 

Источник: "Цивильский вестник"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика