Таушкасинский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Căнарĕ – картинăсенче…

13 марта 2010 г.

Пирĕн ентеш, Чăваш Енри паллă художник Анатолий Розов вилни çинчен илтрĕмĕр. Анчах чăваш хаçачĕсенче çакăн пирки вуласа пĕлеймерĕмĕр, некрологсем те курăнмарĕç.    

                                                                                                  Н.Сергеев. Çĕрпў районĕ

 

Чăннипех чун хурланать: кăçалхи çурхи уяв умĕн кĕтмен çĕртен пирĕнтен уйрăлса кайрĕ Анатолий Сидорович Розов, республикăн тава тивĕçлĕ художникĕ, СССР Художниксен союзĕн членĕ, талантлă живописец тата монументалист. Кунсăр пуçне – сценографи ăсти те.

Анатолий Розов Çĕрпў районĕнчи Тăрваш ялĕнче 1933 çулхи юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче çуралнă. Малтан Йĕкĕрвар шкулĕнче, каярах Шупашкарти ўнер училищинче, Ленинградри театрпа музыка тата кинематографии институчĕн ўнер факультетĕнче пĕлў илнĕ. Нумай енлĕ, пултаруллă художник çĕршыври чылай театрта тăрăшнă; Тольяттире, Çĕрпўре, ытти çĕрте монументсемпе стелăсем ăсталанă.

Картинисем те унăн сăрăсемпе тĕссен шайлашăвĕпе, хăйне евĕрлĕ илемĕпе палăраççĕ. Вĕсем çĕршыври вун-вун куравра ырă ята тивĕçнĕ. Çакна каламалла: вашават пулин те кăмăлĕ çирĕпчĕ, чĕлхи бритва евĕрччĕ, Анатолий Сидорович хăйĕн сăмахĕнчен чакмастчĕ. Пĕр тĕслĕх аса килет: Чечняра хирĕç тăру пуçлансан Дудаев генерал портретне ўкернĕччĕ вăл. Кайран пĕлтĕмĕр: темĕнле май тупса хăйĕн картинине Чечняна çитернĕ-çитернех чăваш художникĕ!..

Розов ўнерçĕ хăйĕн мастерскойĕнче юлашки кунчченех ĕçлерĕ. Юлашки кунчченех…

Шел, В.Романов сăн ўкерчĕкĕнче ĕмĕрлĕх сăнарланса юлнă художнике, пурнăçран уйрăлсан, ăшă сăмахпа аса илме официаллă тытăмсем те, художниксен икĕ Союзe те ентешĕсем те манчĕç… Чăннипех шел…

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика