Хăть мĕн калăр-та – юн туртăмĕ чи вăйлă хăватсенчен пĕри. Тăван çĕршывран тĕрлĕ сăлтава пула ытти тăрăха – вĕренме, ĕçлеме, хĕсмете, сипленме, яланлăхах пурăнма – тухса кайсан ют çĕрте тăван халăх хĕрĕ-ывăлĕпе хутшăну шырама тытăнатăн. Кунта атте-анне чĕлхипе калаçас килни те, мĕн ачаран пĕр йăла-йĕркене пăхăнса ўсни те,çаксенчен те пĕлтерĕшлĕреххи – пĕр кăкран тухни. Мускаври ентешĕмĕрсем, çаксене шута илсех-тĕр, хăйсен чăваш культура обществине йĕркелесе янă. Самана кукăрĕнче «çĕтнĕ» çулсем тĕрлĕ пўлăмпа тата тĕл пулупа пуян. Пулни-иртнине аса илме, хак пама пĕрлĕхĕн çумĕ Г.З.Крылов кăмăлпах килĕшрĕ.
- Гурий Зиновьевич, калаçăва пуçличчен «Хыпар» хаçат вулаканĕсене хăвăрпа паллаштарсамăр.
- Эпĕ Çĕрпў районĕнчи Тĕнсĕр ялĕнче Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланиччен пĕр кун малтан 11 ачаллă çемьере çуралнă. Патрис Лумумба ячĕллĕ халăхсен туслăхĕн университетне вĕренсе пĕтертĕм. Тивĕçлĕ канура пулсан та Раççей Финанс министерствин ăслăлăх-тĕпчев финанс институтĕнче наукăн аслă сотрудникенче вăй хуратăп. Мăшăрпа иксĕмĕр икĕ ывăла ура çине тăратрăмăр, халĕ икĕ мăнукпа савăнса пурăнатпăр.
- Мускавра тата унăн облаçĕнче 60 пине яхăн чăваш пурăнать. Хăшĕсем – сирĕн евĕрскерсем – кунта яланлăхах тĕпленнĕ, теприсем пĕлў пухаççĕ, виççĕмĕшĕсем вара çемьене тăрантарас тĕллевпе вăхăтлăх ĕçре вăй хураççĕ. Кашни япалан хăйне евĕрлĕ биографи пур. Пĕрлĕхе йĕркелекенсем камсем пулнă-ши, ырă пуçарăва çирĕплетес тесе хăйсен умне мĕнлерех тĕллевсем лартнă-ши?
- 1989 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче Мускаври чăвашсем Литераторсен çуртĕнче Çеçпĕл Мишши çуралнăранпа 90 çул çитнине уявлама пухăннă. Çав кунхинех Пушкăртстан чăвашĕ В.Т. Караскин ертсе пыракан ушкăн «Общество организацийĕсем çинчен» саккунпа килĕшўллĕн пĕрлĕх йĕркелеме сĕннĕ, устав йышăннă. Правление 31 çын суйланă. Унта Геннадий Айхи сăвăç, Г.Н. Волков ăсчах, ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ А.Н.Александров, П.М.Ерошкин профессор, институт ректорĕ В.Н.Якимов, ыттисем кĕнĕ. Ертўçĕ тилхепине вара В.С.Пряникова шанса панă. Андриян Николаев космонавта вара хисеплĕ председателе суйланă. Уставăн тĕп тĕллевĕсем – Мускав чăвашĕсене чăваш культурипе çывăхлатасси; чăвашла тухакан хаçат-журнала, кĕнекесене ентешсен хушшинче сарасси; ытти наци обществисен организацийĕсемпе туслăн пурăнасси тата культура хутшăнавĕсене аталантарасси; Чăваш Республикипе тачă хутшăнса ĕçлесси, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнакан чăвашсен общинисемпе туслă çыхăну тытасси. 1990 çулта мана та правлени йышне кĕртрĕç, тепĕр икĕ çултан правлени членне суйларĕç. В.С.Пряников Шупашкара куçса кайнă хыççăн ертўçĕре В.Н.Якимов, П.Н.Муллин, П.Я.Мульдияров тăрăшрĕç. Йывăр та сумлă ĕçе туса пыми мана та шанчĕç, икĕ хутчен пўçлăх пуканне йышăнтăм. Паян пĕрлĕхĕн ертўçи – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Лира Петровна Смирнова, эпĕ унăн çумĕ. Тепĕр çумĕ – Н.П.Кузьмин.
- Сирĕн пĕрлĕх Мускав чăваш наци-культура автономийĕпе те туслă…
- Çапла. Пĕр-пĕрне пулăшнинчен ырри мĕн пултăр. Автономие «Наципе культура автономийĕсем çинчен» саккунпа килĕшўллĕн йĕркелерĕç. Çак ыйтупа хăйĕн вăхăтне тата вăйне шеллемесĕр тăрăшакансенчен пĕри В.Н. Бурмистров. Ăна тав.
- Тăван тăрăхран çĕр-çĕр çухрăмра чăвашах пулса юласчĕ-ха тесе мĕнлерех утăмсем тăватăр?
- Пĕрлĕх «çуралнă» хыççăнах вырсарни шкулĕ ўçнă. Ачасене чăваш культурипе, йăли-йĕркипе, чĕлхипе чылай çул паллаштартăмăр. Шел те, халĕ ку ĕçе туса пыма йывăрланса çитрĕ. Вăл вăхăтлăха ĕçлеме пăрахнин тĕп сăлтавĕ – укçа-тенкĕ енчен хĕсĕкки, çўреме инçе пулни, ачасен шучĕ чакни. «Шăнкăрав» ача-пăча ташă ушкăнне тытса тăрас тесе В.В.Волков чылай тăрăшрĕ. Мĕн йĕркелесе янăранпах «Атăл» хор /ертўçи Галина Никитина/ хастар ĕçлет. Ĕç хыççăн, канмалли кунсенче пĕрле пухăнса чăваш халăх юррисене, ташшисене вĕренеççĕ, хăйсен илемлĕ сассисемпе ентешсене çеç мар, ытти халăх çыннисене те савăнтараççĕ. Мускав хулин кунĕнче, тутарсемпе пушкăртсен Сабантуйĕнче, чăваш Акатуйĕнче «Атăл» хор сапăр та тарăн шухăшлă, сăнарлă юрăсене шăрантарать, уява чăваш сывлăшĕпе тултарса лартать.
Уявсем йĕркелесси хăйĕн еккипе пырать пулсан чăваш çыравçисен кĕнекисене сутасси вара – йывăрпа. Юлашки çулсенче ентешсен хушшинче эпир ытларах Юхма Мишши, Юрий Сементер, Венер Егоров историкĕн кĕнекисене салатрăмăр.
- Уяв йĕркелесси пĕрре те çăмăл мар. Вăхăт та, вăй та, кăмăл та, укçа-тенкĕ те çителĕклĕ кирлĕ…
Хăш-пĕр çул уявсене 1000 çын ытла пухни те пулнă. Паллах, ку ĕçе пĕччен тăваймастăн. Мускав пысăк. Чăвашсем хулан тĕрлĕ кĕтесĕсенче пурăнаççĕ. Халăха пĕр çĕре пухассине йĕркелесе çитертĕмĕр. Правленин кашни членĕ 20 çынна шăнкăравласа пĕлтерет. Вĕсенчен кашнийĕ тата 20 çынна. Çапла майпа пĕр-пĕринпе тачă çыхăнса тăратпăр. Пĕлтерўсене Интернета та вырнаçтаратпăр.
Тĕрĕсех, уяв ирттересси кўрше каçса юмах юптарса ларасси мар. Тĕплĕн хатĕрленетпĕр. Сурхури уявне Кивĕ çĕнĕ çулпа, Çăварнине пушăн 8-мĕшĕпе çыхăнтаратпăр. Чăваш чĕлхин кунне вара çуркунне Аслă вĕрентекенĕмĕр Иван Яковлев çуралнă вăхăтра йĕркелетпĕр. Çĕр типсенех ятарласа уйăрнă çынсем унăн вил тăприне кайса тирпейлеççĕ. Ку тĕл пулăва Эстонире, Латвире, Молдавире пурăнакан чăвашсем те килеççĕ. Акатуя вара Раççейре тымар янă чăвашсен элчисем тĕрлĕ фольклор ушкăнĕсемпе йышлăн килсе çитеççĕ. Пурне те хăналамалла, пăхмалла, вырнаçтармалла. 2008 çулта, сăмахран, Хабаровск облаçĕнчен те пулчĕç. Пĕлтĕр акă вăхăтра укçа-тенкĕ уйăрманнине пула Акатуй ирттереймерĕмĕр, анчах каярах Кĕр сăри анлă та тараватлă иртрĕ.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприятисене, тĕл пулусене М.Шолохов тата Н.Некрасов ячĕллĕ библиотекăсемпе, Нацисен çурчĕпе çыхăнса йĕркелетпĕр. Обществăн 15 çулне питĕ чаплăн уявларăмăр. Пĕлтĕр Юхма Мишши М.Шолохов ячĕллĕ премие тивĕçнине Ветерансен канашĕпе пĕрле паллă турăмăр. Алексей Талвир çыравçăн 100 çулне унăн çывăх тăванĕсемпе çыхăнса йĕркелерĕмĕр. 1998 çулта Чăваш Республикин Культура кунĕсене, Иван Яковлевăн 150 çулхи юбилейне, Литераторсен çуртĕнче, «Раççей» культура керменĕнче, Вахтангов театрĕнче, «Зарядье» кинотеатрта паллă турăмăр. Ю.Сементерпе А.Кузьмин çыравçăсен пултарулăх каçĕсем те асрах. Ўнерçĕсен куравĕсене те йĕркелетпĕр. Тушино илемлĕх салонĕнчи Николай Лукиянов, Мускав Нимĕç çуртĕнчи Праски Витти ўнерçĕсемпе Пăлхар культура центрĕнчи Петр Пупин скульптор, Шолохов ячĕллĕ библиотекăри Ольга Любимова ўнерçĕ ĕçĕсене курма-хаклама халăх йышлă килчĕ.
- Наци обществисемпе пĕрле хывнă туслăх кĕперĕ çирĕпех-и?
- Эрменсемпе, пăлхарсемпе, пушкăртсемпе, тутарсемпе, мордвасемпе уйрăмах туслашрăмăр. Андриян Николаевăн 80 çулне паллă тунă чухне йыхравланă 52 общинăран 47-шĕн элчисем килчĕç. Эпир чăваш çĕрĕпе кăвапапа çыхăннă. Тăван çĕр пире манманни кун-çула илемлетет, малалла пурăнма вăй-хăват парать.