24 марта 2009 г.
Юлашки çулсенче ялта сахал мар ырă улшăнусем пулса иртрĕç. Тавăшкасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем çак ырă улшăнусене чи малтанах вырăнти влаç активлăхĕпе, пуçаруллă пулнипе çыхăнтараççĕ. Çак ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулса 10 çул ытла ĕнтĕ çав тери хастар та яваплă, пултаруллă тата тÿрĕ кăмăллă хĕрарăм Алевтина Николаевна Евдокимова ĕçлет.
Пĕр кун хушшинче кăна ертÿçĕн тĕрлĕрен нумай-нумай ыйтусем татса пама тивет. Хăй ĕçлеме пуçланăранпа вара мĕн чухлĕ пысăк йышăнусем туман-ши вăл?! 1999 çулта пуçлăх вырăнне йышăнсанах, ун чухне Тĕнсĕр ял администрацийĕн пуçлăхĕ пулнă, Алевтина Николаевна ялсене газ кĕртес тĕлĕшпе ĕçлеме пуçланă. Çав çулхинех тавăшкассисем, стараксем, тăрвашсем цивилизации ырлăхне хаклама пултарнă. «Çĕрпÿ-Старак» маршрутпа автобус çÿреме пуçлани те ял çыннисене чунтан савăнтарнă. 2005 çулта вара асфальт сарнă çул Тăрваша çитнĕ, пĕлтĕр- Антрака. Ял тăрăхĕнче граждансене ĕçмелли паха шывпа тивĕçтерес проблемăна та ăнăçлă татса параççĕ. Тавăшкассинче Шуркасси тата Колхознăй урамсене шыв пăрăхĕ кĕртнĕ, Ĕмпĕрт Туçа ялĕнче 5 кулата тунă, Упнерте 2 шыв башнине юсанă.
Кунта çĕршыв историне, хăйсен ентешĕсен паттăрлăхне хисеплеççĕ. Тĕслĕхрен, Тĕнсĕр тата Ĕмпĕрт Туçа ялĕсенче Аслă Отечественнăй вăрçăра пуç хунисене сума суса çĕнĕ обелисксем тунă. Пĕлтĕр тунă «Анютка» ятлă ача-пăча паркне те çитĕннисем тата ачасем тивĕçлипе хакланă, Старак, Тавăшкасси, Ĕмпĕрт Туçа ялĕсенче йĕркеленĕ тĕслĕх библиотекăсем вара информаци центрĕсем пулса тăнă. Ял кунĕсене ирттересси ял тăрăхĕнче ырă йăлана кĕнĕ.
«Ял пурнăçне лайăхлатма, йĕркелесе тăма çăмăл мар, пĕччен нимĕнле те вăй çитереймĕн, - тет Алевтина Николаевна. Юрать-ха яла аталантарас ыйту правительствăн приоритетлă задачисем шутĕнче тăрать. Ял халăхне çакна ăнланни те – хамăрăн пурнăçа пирĕн хамăрăн лайăхлатмалла, хăтлă, интереслĕ тумалла тени – пулăшать.»
Источник: "Цивильский вестник"