06 февраля 2009 г.
Вăрçă çинчен çырнă кěнекесене юратса вулатăп. Манна салтаксен харсăрлăхě тěлěнтереть. Чи юратнă паттăр салтак вăл – манн асатте, Николай Николаевич Крюшников. Вăл 1922 çулта Çěрпÿ районěнчи Ĕмпěрт Туçара çуралнă. 1941 çулхи çурла уйăхěн 15-мěшěнче фронта кайнă, танкист-наводчик, танк командирě пулнă. Паттăрлăхшăн ăна нумай орден-медальпе, тав хучěсемпе наградăланă. Аслă сержант званипе 1945 çулта киле таврăннă. Шел, юратнă асатте 1984 çулта йывăр чирлесе çěре кěнě. Унăн ячě яланах чěрере.
Источник: "Цивильский вестник"