Первостепановский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Культура çулталăкĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ иртнине каларĕ Юрий Тимофеев ертÿçĕ. Нумаях пулмасть асăннă

19 ноября 2014 г.

Культура çулталăкĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямаш ял тăрăхĕшĕн питĕ пĕлтерĕшлĕ иртнине каларĕ Юрий Тимофеев ертÿçĕ. Нумаях пулмасть асăннă

«Туслăх кăшăлĕ» туслăха çирĕплетет

Савăнăçлă уява хăна-вĕрле чылай пуçтарăннă. Пурте парнесемпе килнĕ. Сăмахран, район администрацийĕн пуçлăхĕ Сергей Артамонов çĕнĕ клуба купăс парнеленĕ. ЧР культура министрĕн çумĕ Татьяна Казакова вара - 400 пин тенкĕлĕх свидетельство хутне.

Çулталăк пуçламăшĕнче Ямашра клуб уçнă. Ялти шкул çуртĕнче пушă пÿлĕмсем пулнă. Вĕсене пĕрлештерсе культура çурчĕ йĕркелеме палăртнă. 2006 çулта ял клубĕ çунса кĕлленнĕ хыççăн уявсем ирттерме, çамрăксене пухăнма май пулман. Çавна май ял-йыш ĕçе тытăннă. Икĕ эрнере ăна хатĕрлесе çитернĕ. 92 вырăнлă клубра паян таса та çутă. Культура çулталăкне шăпах çакăнта уçнă Ямашсем. Ăна çак ялта çуралса ÿснĕ Александр Сергеев композитора халалланă. Пурăннă пулсан кăçал вăл 80 çул тултарнă пулĕччĕ.

Кунта ял тăрăхĕ шайĕнче «Туслăх кăшăлĕ» фестиваль йĕркеленĕ. Унта вунă районтан 12 фольклор ушкăнĕ хутшăннă. Пурте Александр Сергеевич хайланă юрăсене шăрантарнă. Халăх кăмăллакан юрăсем çырнă вăл: «Лар, аннеçĕм, юнашар», «Ма хитре-ши Шупашкар урамĕ?», «Салтак çырнă виç кĕтеслĕ çырусем» тата ыт. те.

«Эпир тĕрлĕ районти фольклор ушкăнĕсемпе çыхăну тытатпăр. Вĕсем патĕнче хăнара пулнă хыççăн хамăр пата чĕнес терĕмĕр. Çапла вара фестиваль йĕркелес шухăш çуралчĕ. Культура çулталăкне пĕтĕмлетме те декабрь уйăхĕнче вĕсене кунтах чĕнесшĕн», - шухăшне уçăмлатрĕ Юрий Григорьевич.

Ял тăрăхĕ шайĕнче фестиваль-конкурс йĕркелесси çăмăл мар. Юрра-ташша кăмăллакан ертÿçĕ фестиваль ирттерессишĕн хыпса çуннине туйрăм. Вăл хăй те «Ямаш» ушкăна çÿренине пĕлтĕм. Мăшăрĕ Эльвира Алексеевна вара ушкăн ертÿçи иккен.

Такăр çул сана, «Ямаш»!

Александр Сергеев хăй тĕллĕн вĕреннĕ композитор шутланать. Вăл ялсене концертсемпе час-часах çÿренине калаççĕ ĕçтешĕсем. Унсăр пуçне тăван ялĕнче хор йĕркелеме ĕмĕтленнĕ. Анчах вăл пурнăçланайман. Шăпах унăн шухăшне Эльвира Тимофеева малалла тăснă. Виçĕ çул каярах кунта «Ямаш» ушкăн йĕркеленнĕ. Кĕске вăхăтрах артистсем районти ялсенче çеç мар, Тутар Республикинче, Самар облаçĕнчи Шунтал районĕнче пулнă. Наци радиовĕ ирттерекен «Иксĕлми çăлкуç» конкурса хутшăннă. Мари Республикинчи Утар ялĕнчи фольклор ушкăнĕпе тупăшнă. Шел, йăхташсене выляса янă. Апла пулсан та кÿренмен, çывăх паллашас тĕллевпе вĕсем патне çула тухнă. Халĕ хăйсене хăнана чĕнеççĕ.

«Вăл çук, ку çук» тесе макăрмаççĕ Ямашсем. Хăйсен укçи-тенкипех сцена тумтирĕ çĕлеттереççĕ. Халĕ кашнийĕн пилĕк тĕрлĕ кĕпе. Çĕвĕçсем те ялтах пурăнаççĕ. Татьяна Васильевăпа Галина Лукина ку енĕпе питĕ пултаруллă. Ушкăна ача-пăчана явăçтарма пуçлани те ырă пулăм.

Мĕн çинчен юрлать-ха «Ямаш» ушкăн? Ытларах вырăнти юрра-кĕвве шăрантарать. Ĕлĕкхи юрăсене «чĕртме» тăрăшаççĕ артистсем. Çавна май аслă ăруран çырса илеççĕ.

Алă çавăрмалăх укçа-тенкĕ ĕçлесе илес тĕллевпе туйсене, юбилейсене çÿреççĕ, халăха юрă-ташăпа савăнтараççĕ.

«Мĕншĕн маларах йĕркелемен-ши çак ушкăна? - тет Галина Ефимова пуçаруçă. - Хальччен нумай ĕç пурнăçлама ĕлкĕреттĕмĕр. Унсăр пуçне хамăр ватăлса пыни пăшăрхантарать».

Пулни-иртнишĕн кулянма кирлĕ мар. Малашнехи ĕмĕтсем пурнăçланччăр. Кĕçех «халăх» ятне илме вăхăт çитет. Çавăн пекех республика тулашне çитсе курма тĕллев лартнă. Эппин, такăр çул сана, «Ямаш»!

Валентина ПЕТРОВА.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика