Первостепановский территориальный отдел Цивильского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
 
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хушма хуçалăхпа кăна пурăнма пулать-и хальхи вăхăтра? «Паллах!» - çирĕплетсех каларĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямашра пурăнакан Николай Ми

19 ноября 2014 г.

Хушма хуçалăхпа кăна пурăнма пулать-и хальхи вăхăтра? «Паллах!» - çирĕплетсех каларĕ Çĕрпÿ районĕнчи Ямашра пурăнакан Николай Ми

Ял вĕçĕнчи тăпăл-тăпăл пысăках мар çуртра пурăнать арçын. Ларса канма та вăхăт çук унăн. Картиш тулли выльăх-чĕрлĕх, пахча... Пĕччен пурăннă май хăйне кăна шанать.

Хуçалăхра хĕрĕх сурăхпа вун виçĕ кушак

- Кăçал ĕнене сутса ятăм. Вунпĕр хут пăруларĕ, ватăлчĕ ĕнтĕ. Вăкăрпа пушмак пăру кăна хăвартăм. Унччен сыснасем та усранăччĕ, çуллă какай çиме юраманнипе тек тытмастăп. Вĕсемпе чăрмавлăрах, - паллаштарать хуçалăхĕпе Николай Анатольевич.

Пысăк картишĕнче тин пăрахса панă утта выльăхсем тăрăшсах çиеççĕ. Виçĕ çул каялла вите-сарайне тĕпрен çĕнетнĕ. «Йăлтах вĕçлеймен-ха, укçа-тенкĕпе вăй-хал çитереймерĕм, - терĕ вăл. - Çĕнĕ витере выльăхсене ирĕклĕрех, ытларах усрама май пур».

- Ĕне йышне ÿстерсе сĕт сутса пуясшăн ĕнтĕ эсир? - унăн шухăшне тĕшмĕртме хăтланатăп эпĕ.

- Пĕр ĕне те çителĕклĕ. Иртнĕ çулсенче сĕт пуçтаракансем ял çыннисене улталарĕç, укçасăр хăварчĕç. Çавăн хыççăн нумайăшĕ сĕт сутма пăрахрĕ, çав шутра эпĕ те. Унпа килтех усă куратăп. Сурăхсен йышне тата ÿстересшĕн.

- Тăватă сурăх пĕр ĕнепе танлашать тенĕ. Тата вăл апата тиркешсе çемçе утă кăна суйласа çиет. Хальхи вăхăтра унран пысăк тупăш илесси те иккĕлентерет.

- Сурăхсене пăхма çăмăлрах, апат ытлашши çимеççĕ, тиркешнине те курсах кайман. Манăн вĕсем 32 пуç ĕнтĕ. Çулла 40-е те çитнĕччĕ, сутса пĕтертĕм. Çитес çул 50 пуçа çитеретĕпех. Халĕ такисене çеç сутатăп, сурăхĕсене ĕрчетме хăваратăп. Кăçал сывлăхăм хавшанипе кĕтĕве ÿстереймерĕм, - хуравларĕ Миронов.

Çанталăк шăнтнă май сурăхсене пахчана кăларнă. Кĕр ăшă килнипе каю самай ÿсме ĕлкĕрнĕ. Юр хупласа лартиччен çимелĕх пур. Çăмламас сурăхсем хуçине асăрхасанах пуçĕсене çĕклесе сасă пачĕç. Çанталăк сасартăк сивĕтсе янипе çăмне касса ĕлкĕреймен-мĕн. «Юрать касман-ха, хĕл сивĕ килмелле тенине илтрĕм, капла сурăхсем шăнмаççĕ», - хăйне хăй тÿрре кăларать арçын. Çулла выльăх-чĕрлĕх çăвĕпех анлă улăхра, ешĕл курăк çинче. Ялта кĕтÿç çуккипе çынсем выльăхсене черетпе пăхаççĕ. Николай Анатольевич вара уйăх ытла кĕтÿ кĕтнĕ.

- 8 сурăхшăн пĕр кун каймалла. Ĕнине те сиктерсе хăвараймăн. Пĕччен çÿреме кансĕр, ял çыннисенчен пулăшу ыйтатăп.

- Хушма хуçалăхра ун чухлĕ выльăх-чĕрлĕхе пĕччен пăхма йывăр мар-и?

- Мĕн пăхмалли пур вĕсене, апат парсан хăйсемех пурăнаççĕ. Уттине те хамах хатĕрлетĕп. Унччен çавапах çулса типĕтеттĕм. Халĕ ал-ура сурнипе ялти çынсем тракторпа е мотоблокпа çулса параççĕ. Выльăх апачĕ çителĕксĕррипе 15 пин тенкĕлĕх утă-улăм, 7 пин тенкĕлĕх тырă туянтăм.

- Хушма хуçалăхран кĕрекен тупăш тăкаксене саплаштарсах тухса каять-тĕр. Хăвăра тыткаламалăх юлать-и?

- Хама валли те укçа юлмасан мĕншĕн нушаланмалла? Акă шутласа пăхар-ха: сурăх - 5, така 3 пин тенкĕ тăрать. Ялта çăматă йăвалакансем çăмне киле килсех илсе каяççĕ. Кăçал ĕнене 22 пин тенкĕпе сутса ятăм. Хĕл каçаракан вăкăршăн 30 пин тенкĕрен кая ыйтмаççĕ. Сутас пулсан манăн сурăхсем кăна 100 пин тенкĕлĕх пур, - тăрăшсах ăнлантарчĕ хушма хуçалăх хуçи. - Сĕтел çинчен аш-какай татăлмасть. Выльăх-чĕрлĕх усранипех хуралтăсем çĕнетрĕм, газ кĕртрĕм. Çитес çул веранда тăвасшăн.

Николай Миронов унччен вырăнти шкулта газ операторĕнче ĕçленĕ, укçи сахал, яваплăхĕ пысăк. Уйăхне 5-6 пин тенкĕ илессишĕн кун кунламалла. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн ĕçрен кайнă. Халĕ хăйпе хăй хуçа, никам та хыçалтан хăваласа çÿремест.

Икĕ кил вырăнĕпе хуçаланать Миронов. Кÿршисем хулара ĕçлесе пурăннă май вĕсен пушанса юлнă çурт-йĕрне те пăхса тăрать, пахчипе усă курать. «Ял хĕрринче хăрамалла, вут-кăвартан, вăрăсенчен асăрханмалла», - терĕ вăл. Кил хуçипе сăмах çиппине сÿтнĕ хушăра картишĕнче шурă-хура, сарă кушаксем умлă хыçлăнах ăмăртмалла тенĕн чупса иртрĕç.

- Сирĕн пата ял кушакĕсем хăнана килнĕ пулас? – тетĕп эпĕ.

- Хамăнах, кушак кĕтĕвне те тытатăп. Çынсем кушака темле ĕрчетсен те вунвиççĕрен иртмест теççĕ. Çулла вунвиççе çитрĕ, кайран, чăн та, сахалланса юлчĕç, халĕ тăххăр çеç. Çăварламалли тата икĕ кушак пур-ха. Вĕсем пулмасан тÿрех шăшипе йĕкехÿре хуçаланма тытăнаççĕ. Кÿршĕ-аршă пурăнманнипе кăшлакан чĕрчунсем те хăвăрт ĕрчеççĕ.

- Кушак кĕтĕвне мĕнпе тăрантаратăр вара?

- Килте чĕрчун усрасан ăна пăхмаллах. Ятарласах геркулес, макарон, пулă туянатăп, çĕрулми, сĕт паратăп. Вĕсем вара ман пата шăши, йĕкехÿре сĕтĕреççĕ: пахчаран, уй-хиртен... Вĕсемпе калаçса чуна йăпататăп.

 

Хĕрсемсĕр ял пушă

Николай Миронов пилĕк теçеткене çитсе те çемье çавăрман-ха. Вăл кăна-и, Ямаш ялĕнче ун пек хусах туллиех.

«Çамрăкрах каччăсемпе пенси çулне çитекен хусахсене шутласан çирĕмрен иртеççĕ пулĕ, - терĕç Ямаш ял тăрăхĕнче. - Шел, пирĕн тăрăхра хĕрсем сахал. Шкул пĕтерсенех хулана тухса каяççĕ вĕсем. Ĕç вырăнĕ çукки те пĕтерет». Çамрăксене ялти кичем пурнăç килĕшмест.

- Эпĕ те шкул пĕтерсенех Шупашкара тухса кайнă. Анне чирлесен ăна пăхма яланлăхах тăван ене пурăнма куçрăм. Шавлă хула пурнăçĕ хыççăн ялти шăплăха хăнăхма йывăрччĕ. Уйрăмах хĕлле тунсăх пусать, хуть ларса макăр. Халĕ çулсем иртнĕ май хăнăхса çитрĕм ĕнтĕ. Ял хусахĕсемпе пуçтарăнкаласа илетпĕр çапла хушăран, калаçса чуна йăпататпăр, сыпкаласси те пулкалать. Пирĕн те килте хупăнса ларас килмест.

Амăшĕ пурăннă чухне пĕчченлĕх сисĕнсех кайман. Кăçал вăл çĕре кĕнĕ хыççăн Николай çакна уйрăмах туйса илнĕ. «Çемье кирлех. Юнашар çывăх çын пуррине нимĕн те çитмĕ», - терĕ вăл. Нуша кулач çитернĕ тенешкел амăшĕ халсăрлансан Николай хăех ĕне сума, апат-çимĕç пĕçерме хăнăхнă. Кил-çуртне те типтерлĕ тытма тăрăшать. Çемье çавăрас ĕмĕтне те çухатмасть. Ялта пĕччен пурăнакан хĕрарăмсем пурри те шанăç парать ăна.

- Хулана чун турмасть-и? Халĕ эсир ирĕклĕ, çăмăллăнах куçма пултаратăр. Унта пулас мăшăра тупма та çăмăлрах-и, тен?

- Ялтах аван, ирĕклĕ, уçă сывлăш. Нумаях пулмасть Шупашкара кайса килтĕм. Чылай вăхăт пулманччĕ унта. Ай, тур-тур, хăраса каймалла машина чупать, халăхĕ те кăткă пек. Хĕрпе паллашма-и унта? Хама урăх тĕнчене лекнĕнех туйрăм. Яла çаврăнса çитсен хашах сывласа ятăм. Пулас мăшăра та кунтах тупасчĕ.

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике     Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика