29 декабря 2017 г.
Раштавăн 26-мĕшĕнче «Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх граждан служащийĕ» тата «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх граждан служащийĕ» конкурссене пĕтĕмлетрĕç.
Унта республикăри патшалăх влаçĕн органĕсен ертÿçисем, конкурссен йĕркелÿ комитечĕсен членĕсем, кадр службин сотрудникĕсем хутшăнчĕç.
ЧР Пуçлăхĕн Администрацийĕн Ертÿçи Юрий Васильев конкурса хутшăннисен шайĕ пысăк пулнине палăртрĕ. «Конкурса эпир 2011 çултанпа ирттеретпĕр, — терĕ вăл. — Унăн тĕллевĕ — патшалăх служащийĕн сумне ÿстересси. Конкурса хутшăннисем — пурте пуçаруллă, малашлăх тĕллевлĕ тата çĕнĕлле шухăшлаççĕ. Çак тапхăрта хăйĕн ăсталăхĕпе пĕлĕвне 150 яхăн çын тĕрĕслерĕ. Конкурсра палăрнă 20 служащи пысăк должноçсене тивĕçме пултарчĕ».
«Чăваш Республикин чи лайăх патшалăх служащийĕ» конкурсра ЧР Информаци политики тата массăллă коммуникацисен министерствин информаципе аналитика пайĕн тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Александра Макарова-Цымбал çĕнтерчĕ.
ЧР юстици тата пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Наталья Тимофеева «Чăваш Республикинчи муниципалитетăн чи лайăх граждан служащийĕ» конкурсăн пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Муниципалитет служащийĕсен конкурсĕнче тĕрлĕ номинаципе Борис Марков /Çĕрпÿ район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — АПК аталанăвĕн пайĕн пуçлăхĕ/, Рената Ананьева /Муркаш администрацийĕн финанс пайĕн пуçлăхĕ/, Елена Михайлова /Тăвай район администрацийĕн тĕп специалист-эксперчĕ/, Александр Кудряшов /Шупашкар райончи Хыркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ/, Алина Чернова /Муркаш районĕнчи Ярапайкасси ял тăрăхĕнчи тĕп специалист-эксперт/, Елена Семенова /Элĕк районĕнчи Ехремкасси ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ/ çĕнтерчĕç.
Автор: Надежда СМИРНОВА. Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕ.
Источник: "Хыпар"