Верховный Cуд Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Это старая версия сайта. Актуальная версия сайта находится по адресу:

http://vs.chv.sudrf.ru 

  УВАЖАЕМЫЕ ГРАЖДАНЕ!

Подача процессуальных документов по судебным делам в Верховный Суд Чувашской Республики  (далее – суд) в электронном виде, в том числе в форме электронного документа осуществляется в соответствии с Порядком подачи в федеральные суды общей юрисдикции документов в электронном виде, в том числе в форме электронного документа, утвержденным приказом Судебного департамента при Верховном Суде РФ от 27.12.2016 № 251 (далее – Порядок).

Указанный Порядок не предусматривает подачу процессуальных документов по судебным делам на адрес электронной почты суда.

Процессуальные документы, поданные на адрес электронной почты, не являются надлежащими и не подлежат приобщению к судебным делам.

Процессуальные документы по судебным делам могут быть представлены в суд нарочно участниками процессов (непосредственно в отдел делопроизводства) или направлены через операторов почтовой, специальной и фельдъегерской связи.

 

Публикации » ХĔР ĔМĔРĔ КĔСКЕ...

01 июля 2008 г.


Синкерлĕ çав кун вăл нихăçанхинчен илемлĕ пулнă: кĕске хура кĕпепе, кĕлеллĕ пушмакпа. Пĕрле ĕçлекенсем ăмсанса та илнĕ. Кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче хулана тухнă та - таврăнман...

18-ти хĕр виллине тепĕр кун сукмак айккинчи тĕмсен хушшинче тупнă.

Кăнтăрла камран хăрамалла? Хирĕç килекен каччăран!

ÇĔНĔ Шупашкарти Тухăç урамĕн айккипе, чиркÿ хыçĕпе, асфальт сукмак пур. Унта ялан çын çÿрет. Уйрăмах ирхине-каçхине тата кăнтăр апачĕ вăхăтĕнче. Çак хăрушă преступление тунă вăхăтра çул çинче мĕнле никам та пулман, хĕр пулăшу ыйтса кăшкăрнине епле никам та илтмен - тĕлĕнсе каймалла.

2007 çулхи авăн уйăхĕн 5-мĕшĕнче Оля /ятне улăштарнă/ яланхи пекех ĕçе васканă. Çĕнĕ Шупашкарти пĕр фирмăра кассир-бухгалтерта тăрăшнă вăл. Çу уйăхĕнче кунта вырнаçнă пике кĕске хушăрах хăйне лайăх енчен кăна кăтартнине асăнаççĕ пĕрле ĕçлекенсем: “сăпайлă, “кăмăллă”, “тивĕçне чунтан пурнăçлать”. Кăнтăр апатне пуçлăхран ыйтмасăрах кайма юрать пулин те 12 сехет те 15 минутра менеджера каласа хăварнă.

“Эпĕ чарăнура маршрутка кĕтсе тăраттăм, Оля ĕçрен тухса ман пата çитрĕ, кăшт калаçса тăчĕ те сукмакпа сулахаялла пăрăнчĕ, - çырать ăнлантарура пĕр ĕçтешĕ. - Çывăхри апат-çимĕç лавккине каяс пек калаçрĕ”. Ырă мара сиссе-ши, çул çинче никам та çуккине асăрханă аслă çулсенчи хĕрарăм.

Анчах пике ĕç вырăнĕнчен инçех те мар, пĕр 200-300 метрта, вырнаçнă лавккана çитеймен. Хирĕç 20 çулсенчи каччă утса килнине курсан сехĕрленме те пĕлмен курăнать: телефонпа калаçма чарăнса ăна сумкине чиксе хурĕччĕ. Çамрăк вара хаклă йышши аппарата тÿрех асăрхать. Кайран, следстви вăхăтĕнче, хăй каласа панă тăрăх, “хĕрпе танлашать, унран иртсе каять, кайран каялла çаврăнса мăйĕнчен ярса илет те тĕмсен хушшине сĕтĕрсе кĕрет”. Малтан телефонне туртса илет, унтан ылтăн çĕррисене, хăлха çаккине, вăчăрисене, хĕресне, кулонне хывса пама хушать. Мĕн ыйтнине хĕр йăлтах пурнăçлать. Усал шухăшлă каччă капкăнĕнчен хăтăласса шанать-çке. Анчах ĕç-пуç малалла мĕнле аталаннине çырма та йывăр: йĕксĕк хĕре вăйпа çĕр çине ÿкерет те ирсĕррĕн мăшкăллать, кăкăр çыххипе пăвса вĕлерет...

Оля кăнтăр апатĕнчен вăхăтра таврăнманнине ĕçре тÿрех асăрхаççĕ. Хальччен кая юлман - халĕ мĕн пулнă? Телефонне тытмасть - сÿнтернĕ. Касса умĕнче черет йышлансах пынине кура теприне килĕнчен ĕçе чĕнсе илеççĕ.

Каçхине тăхăр сехетре юлташĕ машинăпа илме килет - Оля çук. Килне вĕçтерет - таврăнман иккен, ашшĕ те çухатнă.

Тепĕр кунне кăнтăрла çитеспе Çĕнĕ Шупашкар хулин шалти ĕçсен пайне тĕмсен хушшинче хĕр сумкине тупнине шăнкăравласа пĕлтереççĕ...

Хĕрачана 131 /!/ хут çĕçĕпе чикнĕскер чирлĕ-и е чирлĕ мар-и?

НИКОЛАЙ Попрухин хăйĕн айăпне тÿрех йышăннă. Туннин усси çук: ара, пикен телефонне, ылтăн япалисене ун патĕнче тупнă-çке. “Вăл турткалашмарĕ. Манпа ар çыхăнăвне кĕме хирĕç мар пек туйăнчĕ”, - çырнă вăл ăнлантарура. Судмедэкспертиза вара хĕре пусмăрланине, питĕнчен, пуçĕнчен, кăкăрĕнчен çапнине çирĕплетнĕ.

Психологи тата психиатри экспертизи Попрухин психика тĕлĕшĕнчен кăшт чирлине, анчах çак хăрушă ĕçе тунă самантра хăйне алра тытма пултарнине кăтартнă. Николай - 3 ушкăн инваличĕ, мĕн ачаран сывлăш тухманнипе /астма/ нушаланать. Пĕрремĕш хут психиатр патĕнче 2002 çулта /14-ра чухне/ пулнă. Арçын ачана тÿрех учета тăратнă. Тепĕр çулхи нарăс уйăхĕнче учетран кăларнă.

Çур çултан вара шăпăрлан тантăшне, 14-ри хĕрачана, 131 /!/ хутчен çĕçĕпе чиксе вĕлерет! Попрухин психика тĕлĕшĕнчен чирлипе чирлĕ маррине пĕлес тесе ун чух икĕ хутчен экспертиза тунă. Чăваш Ен тухтăрĕсем Николайăн аффект пулнине, анчах больницăра сипленмеллех чирлĕ маррине палăртнă. В.П.Сербский ячĕллĕ психиатри центрĕн ĕçченĕсем каччă “судпа следстви мероприятийĕсене хутшăнаймасть, обществăшăн хăрушă, ун психиатри стационарĕнче сипленмелле” тесе йышăннă. Çапла вара тăватă çул каялла Чăваш Республикин Аслă сучĕ РФ УК 105 ст. 1-мĕш пайĕпе /çынна вĕлерни/ айăплама тăнă Попрухина уголовнăй майпа явап тыттарассинчен хăтарнă.

Каччă Шăхасанти, Шупашкарти больницăсенче икĕ çул сипленнĕ, ун хыççăн вăл сывалнă тата обществăшăн хăрушă мар тесе тухтăрсем суда ыйту тăратнă. Суд ыйтăва тивĕçтернĕ. Пĕр хĕрпе çырăнмасăр пурăнма пуçланă. Лешĕ унран ача та кĕтнĕ, ашшĕ-амăшĕ çине тăнипе çак хăрушă преступлениччен темиçе кун маларах хырăм пăрахнă. Попрухин çакăншăн питĕ хытă куляннă-мĕн.

Амăшĕн куççулĕ типмĕ

СУДРА Николай айăплавран хăтăлас тĕллевпе пĕтĕмпех тунма тытăннă. Присяжнăйсен кăмăлне çавăрасса шаннă ĕнтĕ. Вăл хайхи ылтăн япаласене палламан çынран туяннă имĕш, никама та тапăнман-мĕн. Анчах патшалăх айăплавçи суяна тÿрех тăрă шыв çине кăларнă.

Чăваш Республикин Аслă сучĕ Станислав Васильев судья ертсе пынипе уголовнăй ĕçе присяжнăйсене явăçтарса пăхса тухрĕ. Вĕсен йышăнăвĕ: айăплă! Çакна тĕпе хурса суд Попрухина РФ УК 162 ст. 1-мĕш пайĕпе /пурнăçшăн тата сывлăхшăн хăрушă пусмăрпа тапăнни/, 131 ст. 1-мĕш пайĕпе /мăшкăллани/, 132 ст. 1-мĕш пайĕпе /пусмăрласа сексуаллă ĕçсем туни/, 105 ст. 2-мĕш пайĕн “к” пункчĕпе /тапăннине, мăшкăллание, сексуаллă ĕçсем тунине пытарас тĕллевпе вĕлерни/ айăпларĕ.

Суд ларăвĕн пÿлĕмне Николай шăл витĕр кулса кĕчĕ. Хальхинче те явап тыттармасса шанчĕ-тĕр. Çук, ку хутĕнче суд йышăнăвĕ çемçе пулмарĕ: 20 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварас, хĕрĕн ашшĕпе амăшне кăмăл-сипет тĕлĕшĕнчен сиен кÿнĕшĕн 400 пин шыраса илес.

Çирĕп режимлă колонирен каччă таврăнĕ-ха, пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă хĕре вара амăшĕн вĕри куççулĕ те чĕртеймĕ. Приговор вуланă чух хĕрарăм пĕр чарăнми макăрчĕ.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428000, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.12.
Телефон: (8352) 62-91-50
Факс: (8352) 30-03-63
E-Mail: vsud@cbx.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика