Верховный Cуд Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

 

 

 

 

 

Это старая версия сайта. Актуальная версия сайта находится по адресу:

http://vs.chv.sudrf.ru 

  УВАЖАЕМЫЕ ГРАЖДАНЕ!

Подача процессуальных документов по судебным делам в Верховный Суд Чувашской Республики  (далее – суд) в электронном виде, в том числе в форме электронного документа осуществляется в соответствии с Порядком подачи в федеральные суды общей юрисдикции документов в электронном виде, в том числе в форме электронного документа, утвержденным приказом Судебного департамента при Верховном Суде РФ от 27.12.2016 № 251 (далее – Порядок).

Указанный Порядок не предусматривает подачу процессуальных документов по судебным делам на адрес электронной почты суда.

Процессуальные документы, поданные на адрес электронной почты, не являются надлежащими и не подлежат приобщению к судебным делам.

Процессуальные документы по судебным делам могут быть представлены в суд нарочно участниками процессов (непосредственно в отдел делопроизводства) или направлены через операторов почтовой, специальной и фельдъегерской связи.

 

Публикации » ĔЛĔК ПРЕСТУПНИКСЕМ УРĂХЛАРАХЧĔ, ÇЫНСЕМ КĂМĂЛЛĂРАХЧĔ

07 июня 2008 г.


Унăн ĕç стажĕ - 33 çул. Вĕсенчен 28 çулне Чăваш Республикин Аслă сучĕн судйинче тăрăшнă. Çак тапхăрта мĕн чухлĕ ĕç пăхса тухнă, миçе çын шăпине татса панă - калама хĕн. Тепĕр тесен ку пĕлтерĕшлех те мар пуль. Чи кирли - шанса панă тивĕçе чунран тата тулли кăмăлпа пурнăçлани, тахçан пĕрре тупа тунинчен иртменни. Ыран приговор вуламалла тенĕ чух çĕр çывăрайманнине, кашнинчех хумханнине пытармасть Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ. Владимир Васильевич халĕ тивĕçлĕ канура. Юратнă ĕçшĕн тунсăхланине уççăн пĕлтермест паллах. Хушăран Аслă суда килсен вара кашнин патне кĕрсе тухма тăрăшать, паянхи лару-тăрупа кăсăкланать. Эпир унран унчченхи ĕç-пуç çинчен ыйтса пĕлес терĕмĕр.

- Владимир Васильевич, пăхса тухнă пĕрремĕш ĕçе ас тăватăр-и?

- Ас тумасăр! Пĕр арçынна арăмне вĕлернĕшĕн айăпланăччĕ. Суд канашлăвĕн пÿлĕмне председатель те, ун çумĕ те кашни çур сехетрен анатчĕç. Пăртак итлеççĕ те каяççĕ. Приговор вуласан алă тытсах саламларĕç: «Владимир Васильевич, санран судья пулать!» - терĕç.

11 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнине те ас тăватăп. Çакăн пек йышăну тума йывăрччĕ паллах. Тин кăна ĕçлеме пуçланă, чунпа та, кăмăлпа та хытса çитмен. Преступлени тунă çынна шеллени те пулнă пуль. Çавăнпа малтанхи вăхăтра приговор йышăниччен ĕçтешсемпе канашлаттăм: ытларах пулмасть-и, сахалрах мар-и? Нихăçан та «çук» тесе касса татмастчĕç, ялан сĕнÿ-канаш паратчĕç. «Шутласа пăх-ха, тен, кун пек тумалла», - тесе ыйтăва уçăмлатма пулăшатчĕç. Ун чухне çынсем кăмăллăрахчĕ. Вăрçă хыççăнхи ăру пурнăç тути-масине ас тивсе ÿснĕ çав.

- Çыннисем урăхларах тăк преступленисем те урăхларах пулнă пуль?

- 80-90-мĕш çулсенче преступленисем çăмăлрахчĕ. Ют çын пурлăхне хапсăнасси, патшалăхăнне вăрласси, çын вĕлересси сахалрах пулнă. Районта, сăмахран, çынна вĕлернĕшĕн çулталăкне 3-4 уголовнăй ĕç пăхса тухатчĕç. Халь самай ытларах. Мĕн пытармалли, ĕлĕк суд тенкелĕ çине ларакансем те урăхларахчĕ: ÿкĕнетчĕç, тĕрĕссине калама тăрăшатчĕç. Халь куç хупмасăр улталаççĕ, пĕр вăтанмасăр тÿрре тухма тăрăшаççĕ.

- Юлашки çулсенче ытларах мĕнле ĕç пăхса тухма тиврĕ?

- Тĕрлĕрен, анчах улталанипе, вăрланипе çыхăннисене ытларах кăмăллаттăм.

- Кăмăлламаннисем те пулнă-и?

- Паллах. Пилĕк уголовнăй ĕç - айăплисене вĕлермелле тунă приговорсем. Пиллĕкĕшне те вăя кĕртнĕ. Çук, кунпа мухтанма кирлĕ мар. Юрать, халь ку айăплава пăрахăçларĕç. Çынна хăвăн аллупа персе вĕлерместĕн пулин те çапла йышăну тума çав тери йывăр. Çĕр çывăраймастăн, шухăшлатăн. Преступник та çынах-çке!

Çĕмĕрлере пурăннă вун саккăрти качча тăватă çын пурнăçне татнăшăн вĕлермелле тунăччĕ. Юлташĕ патне кĕнĕ вăл, пĕрле эрех ĕçнĕ, унтан тавлашса кайнă. Хирĕçÿре тусне çĕçĕпе яшлаттарнă. Тухса кайма тăнă çеç - юнашар пÿлĕмре виçĕ хĕрарăм çывăрнине курнă. «Кусем мана сутма пултараççĕ», - тесе шухăшласа илнĕ те вĕсене те вĕлернĕ. Тăватă çынна çут тĕнчерен уйăрнă ирсĕрпе мĕн тумалла? Персе пăрахма йышăнмасан та юрамасть: тараса тепĕр енче - тăватă пурнăç. Çитменнине, вăл çак хăрушă утăма тăвиччен кÿлĕ хĕрринче ларакан пĕр карчăка шыва тĕртсе ярать. Лешĕ аран-аран ишсе тухать кăна - каллех чышать. Çапла тăватă çынна вĕлернĕшĕн кăна мар, тепĕр кинемей вилĕмĕшĕн те айăпланăччĕ ăс-тăнран катăкрах çамрăка.

- Тен, ку ыйту сирĕншĕн кулăшларах пек те туйăнĕ: ларса тухнă хыççăн тав тăвакансем пулнă-и?

- Ĕçе кĕрсе тухнисем пулнă. Паянхи пек ас тăватăп. Пĕри пÿлĕме кĕчĕ те: «Владимир Васильевич, тĕрĕс тунă эсир çавăн чух», - терĕ. Те шÿтлесе каларĕ, те сакăр çул колонире пурăнса ăс кĕнĕ?

- Сирĕн вăхăтра ĕçе вырнаçма, судьяна ларма çăмăлрах пулнă пек туйăнать.

- Ун чух юридици пĕлĕвĕ илни сахал пулнă, судьясем çитмен. Ял хуçалăх министерствинче çулталăка яхăн ĕçлесен Аслă суда чĕнтерчĕç. Хăраса ÿкрĕм: мĕн пулнă-ши? Прокуратурăран шăнкăравласан ăнланмаллаччĕ-ха: пĕр хушă вăл тытăмра ĕçленĕ. Аслă суда вара? Хăра-хăрах председатель пÿлĕмне кĕтĕм. Иван Иванович /И.И. Толстов, 1966-1986 çулсенче ЧАССР Аслă сучĕн председателĕ пулнă. - Авт./ алă тытрĕ, ларма сĕнчĕ. Ларать пулсан усал шухăшпа чĕнмен. Çемье, кил-çурт пирки ыйтса пĕлчĕ. Ун чухне авланнă ĕнтĕ, ача та пур. Сăмах май, хулана мăшăр сĕтĕрсе килчĕ. Пурнăçра çапла вĕт: ялан хĕрарăм хуçаланать. Вара чылай тĕпченĕ хыççăн тÿрех судьяна лартрĕç. 80-мĕш çулсенче Аслă судра 14 судьяччĕ, 3-4 секретарьччĕ. /Паян - 44 судья, 38 пулăшуçă тата суд, суд канашлăвĕн пулăшаканĕсем. - Авт./. Халĕ юрист питĕ нумай. Мĕнле вырнаçса пĕтеççĕ-ши тесе тĕлĕнетĕп вара.

- Хăвăрăн ывăлăрсем те юрфак пĕтернĕ мар-и-ха?

- Асли коопераци институтĕнче вĕренчĕ, хулари Мускав районĕн прокуратуринче ĕçлет, кĕçĕнни Чăваш патшалăх университечĕ хыççăн Канашра прокурор пулăшаканĕнче тăрăшать. Пĕр çемьешĕн икĕ юрист ытла пысăк чыс тесе шутлаттăм. Шкулта вĕреннĕ чухне ачасем экономика факультетне вĕренме кĕресшĕн пекчĕ. Те ашшĕн калаçăвне итлесе ÿсни витĕм кÿчĕ /эпир, судьясем, килте те, пĕрле пухăнсан та ытларах ĕç пирки калаçатпăр/, иккĕш те юрист профессине суйларĕç.

- Пурнăç çулне çĕнĕрен суйлама тивсен хăвăр паян ăçта кайнă пулăттăр?

- Юридици енĕпех. Вăтам шкул хыççăн эпир иккĕмĕш сыпăкри шăллăмпа Ижевска медицина институтне вĕренме кĕресшĕнччĕ. Кайрăмăр, экзамен тытрăмăр. «Эсир вĕренме кĕнĕ, çыру ярса парасса кĕтĕр», - терĕç пире деканатра. Эх, киле савăнăçлă таврăнтăмăр! Кĕркунне вара конкурс витĕр тухайман тесе пĕлтерчĕç. Эп салтака кайрăм, шăллăм тепĕр çул вĕренме кĕчĕ.

Çартан яшсем чăн-чăн арçын пулса таврăнаççĕ. Манăн та шухăш-кăмăл улшăнчĕ: медицина енĕпе каяс темерĕм. Кайнă тăк хирургра ĕçлеттĕм. Шăллăм Владимир Борисович Павлов вара /йывăр тăпри çăмăл пултăр/ Чăваш Республикин, Раççей Федерацийĕн тава тивĕçлĕ тухтăрĕ. Сăмах май, пире иксĕмĕре те пĕр кунра хисеплĕ ятсем панă: ăна - «ЧР тава тивĕçлĕ тухтăрĕ», мана - «ЧР тава тивĕçлĕ юрисчĕ».

- Тивĕçлĕ канура хĕвел те ăшăрах, курăк та симĕсрех, сывлăш та уçăрах теççĕ. Чăнах та çапла-и?

- Хальлĕхе ăнланаймарăм-ха. Ĕлĕкхи пек пулла çÿреме пуçласан калăп.

Кĕскен

Владимир Васильевич Илларионов

1947 çулхи утă уйăхĕн 31-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Пăчăрлă Пашьелте çуралнă. Ачалăхĕ Патăрьел районĕнчи Алманчăра иртнĕ.

1974 çулта Харьковри /Украина/ юридици институтне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн Канаш районĕн прокуратуринче стажерта, Комсомольски районĕнче следовательте ĕçленĕ. Пĕр хушă Ял хуçалăх министерствинче юрисконсультра тăрăшнă.

1980-2008 çулсенче - Чăваш Республикин Аслă сучĕн 1-мĕш класлă судйи.

Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ юрисчĕ.

II степень «РФ суд тытăмĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» медальпе наградăланă.

* * *

70-80-мĕш çулсенче, вăл вăхăтри саккунсем тăрăх, 25 çул тултарнă пур гражданин та судьяна суйланма пултарнă. Вăтам пĕлÿллĕ кăна пулнине те пăхман. Кадрсем çитменнипе юлашки курсри студентсене те ĕçе илнĕ. Республикăри чылай судья юридици шкулĕнче икĕ çул вĕреннĕ хыççăн яваплă çак ĕçре тăрăшма пуçланă. Пурăна-киле заочно майпа вĕренсе аслă пĕлÿ илнĕ.

Халĕ «Раççей Федерацийĕнчи судьясен статусĕ çинчен» саккунăн 4 статйипе килĕшÿллĕн судьяна ларас текен гражданинăн аслă юридици пĕлĕвĕ пулмалла.

РФ Конституци сучĕн судйине 40 çул тултарнă, юрист профессийĕпе 15 çул тар тăкнă çынна кăна лартаççĕ.

РФ Аслă Сучĕн, Аслă арбитраж сучĕн судйинче ĕçлес текен çыннăн 35 çултан çамрăкрах пулмалла мар, юрист стажĕ - 10 çултан кая мар.

Республика, край, облаç, федераци шайĕнчи хула, автономи облаçĕн е округĕн, округри çар, федерацин арбитраж сучĕсен судйине вырнаçас тесен малтан 30 çула çитмелле, юрист профессийĕпе 7 çул ĕçлемелле.

25-рен иртнĕ çамрăксене тата юристра пилĕк çул тăрăшнисене РФ субъекчĕн арбитраж тата конституци сучĕсен, район тата гарнизонри çар сучĕсен судйине, çавăн пекех миравай судьяна лартма пултараççĕ.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
428000, Чувашская Республика, г.Чебоксары, Президентский бульвар, д.12.
Телефон: (8352) 62-91-50
Факс: (8352) 30-03-63
E-Mail: vsud@cbx.ru
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика