Çĕнĕ Шупашкар - “шавлă” хула. Çук, сăмах йышлă транспорт хатĕрĕсен, промышленноç предприятийĕсен ĕç шавĕ пирки мар, урăххи - юлашки çулсенче химиксен хулинче хĕç-пăшалпа усă курса тунă преступленисем çине-çинех пулни - çинчен. Е криминал тĕнчин пĕр-пĕр “авторитетне” персе вĕлереççĕ, е тĕрлĕ йăх-ях тем пайланă чух пăшал сасси кĕрлет. Нумаях пулмасть ЧР Аслă сучĕн судйи Лев Ермолаев вуласа панă приговор та çав “шăв-шав” ахрăмĕ темелле. Халь Çĕнĕ Шупашкарта кăшт лăпкăрах пуль ĕнтĕ - суд тенкелĕ çине пысăк ушкăн, çичĕ çын, ларнă-çке.
Кашнин приговорĕн вăхăтне - ирĕклĕхсĕр хăварнă çулсене - пĕрле хушас пулсан, юриех шутласа пăхрăмăр, 88 çул пулать. Хăйсене “Дмитровградсем” ят панă ушкăн членĕсен “тава тивĕçлĕ ĕçĕ” пайтах çав. Мĕн кăна хăтланман! Çарату, тапăну, вĕлерме тăни... - çакă пĕтĕмпех уголовнăй ĕçĕн çирĕм ытла томĕнче сăнланнă. Чи “сумлă” ĕçĕсемпе тĕплĕнрех паллаштарни те вырăнлă пуль.
Фомашăн! Юншăн - юн!
ТЕМИÇЕ çул каялла Çĕнĕ Шупашкарта “Дмитровградсен” йĕркелÿçи тесе шутлакан, Фома ятпа паллă авторитета персе вĕлернĕ. Право хуралĕнчи органсен шучĕпе, криминал ушкăнĕсем хулара хуçаланассишĕн кĕрешнĕ - Фома çак тытăçăва пула пурнăçран уйрăлнă та. Анчах тусĕсем юлнă-çке. Вĕсем вара парăнас шухăшлă пулман. Фомана Çĕнĕ Шупашкартах пурăнакан Марат Х. вĕлерттернĕ тесе шутланă май /тĕрĕссипе вара следстви Марат унăн вилĕмĕшĕн айăплине ĕнентерекен материалсем тупайман/ ушкăн Х.-на тĕп тума йышăннă.
Тĕплĕ хатĕрленнĕ. Ку тапхăрта эшкере 1979 çулта çуралнă Дмитрий Семенов /Семен ятпа паллăскер/ ертсе пынă ĕнтĕ. Ниме тăман çын мар - “Клиринг-Сервис” ООО директорĕ, юридици аслă пĕлĕвĕллĕскер. Гурген Костанян Марата персе вĕлерме тивĕç киллера Аветик Саакяна ютра тупнă - Владимир хулинче. Химиксен хулине илсе килсе хваттере вырнаçтарнă, “пушă вăхăта” усăллă ирттерме хĕр тупса панă, АКС-74у автомат тыттарнă.
2006 çулхи авăн уйăхĕн 13-мĕшĕнче вара Çĕнĕ Шупашкарта каллех автомат шатăртатнă. Преступлени Строительсен урамĕнче каçхине 9 сехет тĕлнелле пулнă - ытти çын умĕнчех. Тата - Маратăн хĕрĕн куçĕ умĕнче. Киллер автоматран 12 пуля кăларса янă. Анчах Марат кĕлетки çинче, тĕрĕссипе, суранланман вырăн та юлман темелле пулин те вăл вилмен - вăхăтлă медпулăшу унăн пурнăçне çăлса хăварма май панă. Семеновпа Костанян Саакяна çав кунах каялла Владимира ăсатнă.
Хула урамĕнчи перкелешÿ
РЕСПУБЛИКА милицийĕн УБОП оперативникĕсем çине тăрса ĕçлени, шырав-тĕпчев ăнăçу кÿнĕ - кĕçех киллер йĕрĕ çине ÿкме май килнĕ, пĕр уйăх иртсен ăна Владимир облаçĕнче тытса чарнă. Çапах “Дмитровградсене” сиенсĕрлетиччен инçе-ха. Сыщиксем киллера Чăваш Ене кам илсе килнине чухланă пулин те пăнчă лартайман. Хурахсем вăхăтлăха пытаннă. Çапах вăрах лăпкă пурăнайман.
Пĕлтĕрхи çуркунне ушкăн тепĕр “пысăк ĕç” пуçарнă. Ку хутĕнче тапăнăва Костанян йĕркеленĕ. Пĕр предпринимателĕн Шупашкарти И.Яковлев проспектĕнче вырнаçнă складне - тавара курттăмăн сутакан “Хĕвел” пасара - куç хывнă. Гурген хĕç-пăшал /Макаров пистолечĕ, газ пистолечĕ/ хатĕрленĕ, тапăнăва пурнăçлакансене те палăртнă. Ятарласа, маска валли, колготкисем туяннă. Çапла вара ушкăн “сунара” тухнă: йывăр преступленишĕн судпа айăпланса воспитани колонийĕнчен тавраннă Алексей Бурмистров, Павел Мичурин тата Алексей Измайлов таксист.
Пуш уйăхĕн 2-мĕшĕнче 16 сехет çурăра номерсĕр ВАЗ автомашинăпа склад территорине пырса кĕнĕ. Кунта сахалтан та пĕр миллион тенкĕ çаратасса шаннă. Складра, паллах, çынсем пулнă - кунта ĕçлекенсем. Мичурин пĕрне пистолет аврипе пуçĕнчен çапнă. Хĕç-пăшалпа хăратса хурахсем кунтан 154 пин тенкĕ ытла илсе тухнă. Килнĕ машинăна ларса тарма пикеннĕ.
Склад ĕçченĕсен харсăрлăхĕ чăннипех мухтава тивĕç. Преступниксем хĕç-пăшаллă пулнине пăхмасăр вĕсем тепĕр машинăна ларнă та таркăнсем хыççăн ыткăннă. Хурахсем вара хăйсене хăвалакансене тĕллесе пеме пуçланă. Хула урамĕнчех! Ĕç-пуç тĕп хулари Кăнтăр урамĕнче пулнă. Юрать, тĕл лектереймен, пульăсенчен пĕри машина капотне çеç лекнĕ. Кайран Бурмистровпа Мичурин тепĕр машинăпа /вĕсене Гурген кĕтсе тăнă/ ларса тарса çухалнă.
Эпир кунта хуçа!
КУ çеç те мар. Ушкăн членĕсем “авторитетсемшĕн” кăтартуллă мар вĕт-шакăр ĕçсенчен те ютшăнман. Калăпăр, пĕррехинче Д.Семенов хăйĕн тусĕпе Дмитрий Игнатьевпа пĕрле “Химик” культура çурчĕ патĕнче пĕр çамрăка тапăннă, хĕнесе 8 пин тенкĕлĕх карас телефонне туртса илнĕ. Тепрехинче “Çĕнĕ Континент” суту-илÿ çурчĕ çывăхĕнче çынна тапăннă: телефонне, кĕмĕл вăчăрипе хĕресне туртса илнĕ.
Хăйсене хуçа вырăнне хунă çав ĕнтĕ: кам килĕшмест, вĕсем хушнă пек тумасть - лекет. 2006 çулхи çĕртме уйăхĕнче Совет тата Воин-интернационалистсен урамĕсем хĕресленнĕ вырăнта пулнă пăтăрмах вĕсен сĕмсĕрлĕхне, никама та ним вырăнне хуманнине питĕ куç кĕрет кăтартать.
Ун чух вĕсем маршрутпа çÿрекен “Газель” автомашинăн çулне пÿлсе ăна чарнă. Маршрутка “пурнăç хуçисене” иртсе кайма чăрмантарнă имĕш. Пассажирсен умĕнчех “Газель” водительне хĕнесе пĕтернĕ: Игнатьев - йывăç битăпа, Семенов - тимĕр патакпа. Çапла иртĕхсе пурăнатчĕç ĕнтĕ. Çапах “Хĕвел” склада тапăнни вĕсен юлашки ĕçĕ пулнă - çавăн хыççăн ушкăна ОМОН сиенсĕрлетнĕ. Çапла вара ку Семенпа Гурген эшкерĕн юлашки тапăнăвĕ пулчĕ темелле.
Республикăн Аслă сучĕн тăхăр уйăха тăсăлнă тишкерĕвĕ нумаях пулмасть вĕçленчĕ. Суд тенкелĕ çине ларнăскерсем хăйсем ыйтнипе уголовнăй ĕçе присяжнăйсене явăçтарса тишкерчĕç. Айăпланакансем присяжнăйсем /вĕсен хушшинче вара - ахаль çынсем: учитель, водитель, кил хуçи хĕрарăмĕ.../ хăйсене хĕрхенессе, кăткăс ĕçре вĕçне-хĕрне тупса пĕтереймессе шаннă пуль те - ку тÿрре тухмарĕ. “Айăплă”, - çапла пулчĕ вердикт.
- Питĕ кăткăс ĕç, - палăртрĕ суд хыççăн республика прокуратурин пай пуçлăхĕн çумĕ Тамара Шурыгина, суда патшалăх айăплавçи пулса хутшăннăскер. - Приговорпа эпĕ кăмăллă. Паллах, присяжнăйсене çăмăл пулмарĕ, çапах вĕсем пĕтĕмпех ăнланса объективлă тата саккунлă йышăну тума пултарчĕç. Вĕсене килĕшес тесех пуль айăпланакансем суд ларăвĕсен вăхăтĕнче хăйсене йĕркеллĕ тытрĕç. Анчах вĕсен адвокачĕсем хăйсем хÿтĕлекен çынсен айăпне çемçетес тесе мĕнле кăна мелпе усă курмарĕç пуль! Çав шутра - саккунпа килĕшсе тăманнисемпе те...
19, 18, 17...
БАНДИТИЗМ, çынсене вĕлерме тăни, хурахла тапăну тата ытти те. Пĕтĕмпе 88 çул терĕмĕр. Çак шутра чи пысăкки Д.Семенов тÿпи - 19 çул. Вăл преступниксен пĕрлĕхне йĕркеленĕшĕн айăплă /сăмах май, кунашкал статьяпа республикăра халиччен те темиçе хут çеç усă курнă теççĕ. Каварлашнă ушкăн пайтах пулнă, “преступниксен пĕрлĕхĕ” вара - сайра/. Çирĕп режимлă колонире пурнăçĕн пысăк пайне ирттерме тивнисĕр пуçне унăн 600 пин тенкĕ штраф тÿлемелле.
Г.Костанянăн - 18 çул тата 500 пин тенкĕ штраф. А.Саакянăн приговор вăхăчĕ те нумай кая мар - 17 çул, 300 пин тенкĕ штраф. А.Бурмистровпа П.Мичурин вара 100 пин тенкĕ штраф тÿлĕç, 10 çултан ирĕке тухĕç. Д.Игнатьева 6 çуллăха ирĕклĕхсĕр хăварнă. Суд вăхăтĕнче ниçта та тухса каймалла мар алă пустарса ирĕкре хăварнă пĕртен-пĕр çыннăн А.Измайловăн аллисене те приговор пĕлтернĕ хыççăн çийĕнчех сăнчăрларĕç - 8 çул çирĕп режимлă колонире пулĕ, 50 пин тенкĕ штраф тÿлĕ.
Сăмах май, çак йышри çамрăксенчен тăваттăшĕ маларах та судпа айăпланма ĕлкĕрнĕ. Халь каллех зонăна таврăнаççĕ. Чăн та, ку йĕркесене çырнă чух приговор вăя кĕменччĕ-ха.