17 мая 2013 г.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Апакасси ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсем пӗрле пуҫтарӑнса ал ӗҫ тума кӑмӑлаҫҫӗ. Ḉавна май тӗп библиотекӑра куравсем те йӗркелеҫҫӗ. Малтанах вӗтӗ шӑрҫапа тӗрленӗ япаласен, кайран ҫыхнӑ пушмаксен куравӗсене ирттернӗ. « Ḉак илемлӗ япаласене туянас текенсем те пулчӗҫ» - паллаштарать хӑйсен ӗҫӗ –хӗлӗпе Алевтина Иванова вулавӑш ертӳҫи. -Малалла хӗрарӑмсене тутӑрсемпе шарфсем ҫыхма хӑнӑхтарасшӑн. Интернетран хатӗр модельсем илетпӗр те вӗсене ӑстаҫӑсене салатса паратпӑр.Пӗр-пӗринчен те вӗренеҫҫӗ. Аслисем ҫак ӗҫе хӗр упраҫсене явӑҫтарни савӑнтарать. Акӑ. Пустрик ялӗнчи Юлия Григорьева ҫамрӑк пулсан та ыттисенчен юлмасть. Ҫак ялти Ольга Тимофеева пирки те ыррине ҫеҫ калатӑп. Вӗтӗ шӑрҫапа тӗрлеме е унран тӗрлӗ хатӗр – хӗтӗр ӑсталама кӑмӑллать вӑл. Кӑҫал хӑйӗн куравне хатӗрлерӗ,ҫынсене савӑнтарчӗ. Ҫавӑн пекех Апакасси ялӗнчи Надя
Пермяковӑна ,Эмилия Якимовӑна, Света Александровӑна тата Зоя Яковлевӑна асӑнса хӑварас килет. Вӗсен пултарулӑхӗ иксӗлми,аллисем ылтӑн».Хӗрарӑмсене ал ӗҫне явӑҫтарас енӗпе культура ӗҫченӗсем ятарлӑ проект хатӗрленӗ. Ун тӑрӑх уйӑхсерен куравсем йӗркелеҫҫӗ, чи маттур ӑстаҫӑсене парнесемпе чыслаҫҫӗ. « Ял халӑхӗ вӑхӑта усӑллӑ ирттертӗр тесе тӑрӑшатпӑр, - сӳтӗлет сӑмах ҫӑмхи. – Пурте хӗрсех ӗҫлетпӗр. Пӗри пӗр – пӗр япала ҫыхсан тепри унран юласшӑн мар. Ал ӗҫ тума пӗлни вара хӑть хӑҫан та кирлӗ. Ҫемье бюджетне перекетлеме те пулӑшать вӑл».
Источник: "Хресчен сасси"