17 мая 2012 г.
Çу уйăхĕн пуçламăшĕнче чăвашсен паллă актриси, чăваш халăх артистки Елена Шорникова çуралнăранпа 100 çул çитрĕ.
К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академии драма театрĕнче ĕçлекенсем ăна хисеплесе çак кунсенче асăну каçĕ ирттерчĕç.
Мероприятие ЧР Театр ĕçченĕсен союзĕн председателĕ Геннадий Медведев уçрĕ. Вăл Елена Васильевнăн ентешĕсемпе – Çĕрпÿ районĕнчен килнĕ хăнасемпе – паллаштарчĕ.
Шорниковăн ĕçчешĕсем – Раççей тата Чăваш халăх артисткисем Нина Яковлева, Нина Григорьева, СССР халăх артистки Вера Кузьмина, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Çамрăксен театрĕн ĕçченĕсем, Чăваш халăх артисткисем Валентина Сурикова, Лидия Красова, Светлана Савельева - Елена Васильевна пирки ăшшăн аса илчĕç.
Асăну каçĕнче халăх юратнă актрисăн сассине итлеме те, вăл вылянă рольсене пăхса киленме те май пулчĕ.
Ентешĕсем те - Уйкас ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Пермяков, шкул директорĕ, Раçççей тата ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ Ганна Андреева - Елена Шорникова ячĕ ял çыннисемшĕн пысăк авторитет пулнине, вĕсем унпа тивĕçлипех мухтаннине палăртрĕç.
Источник: "Хыпар"