18 мая 2010 г.
Майăн 1 –мĕшĕнче Шупашкар хулинче Чăваш Енĕн Президенчĕ Николай Федоров тата Чăваш Енĕн Президенчĕ Николай Федоров тата Чăваш Енĕн Сывлăха сыхлас тата социаллă аталану министерствин ертÿçи Венера Муллина хутшăннипе чи лайăх ĕç династийĕсен 8-мĕш слечĕ пулса иртрĕ.
Республика ертÿçи Николай Федоров хăйĕн калаçăвĕнче Чăваш Енре экономикăпа социаллă сферăна унта ĕçлекен пин ытла ĕç династийĕ шутланни çинчен пĕлтерчĕ. Çак залра пирĕн пĕчĕк тăванçĕршывăн пур кĕтесĕсенчен те килсе çитнĕ тĕрлĕ профессиллĕ 35 çын пухăннине палăртрĕ. Вĕсен юратăвĕпе, иксĕлми таланчĕсемпе пĕлсе усă курса ĕçе чунтан парăннине пула Чăваш Ен çирĕппĕн малалла утнине пĕлтерчĕ.
Учитель çулĕнче пирĕн районтан та слĕта учитель династийĕ хутшăнчĕ. Ку Шумиловсен çемьи. Çак династин 27 çынни вĕрентÿ отраслĕнче ĕçлет. Династи пуçĕ Юрий Серафимович Çырмапуç шкулĕнче технологи учителĕ пулса ĕçлет. Династин пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ 613 çулпа танлашать. Вĕсенчен 9-шĕ «Халăх пĕлÿ отличникĕ», «Чăваш Республикин вĕрентÿн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн вĕрентÿн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан хисеплĕ ĕçченĕ», «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ», «СССР тава тивĕçлĕ учителĕ» ятсене тивĕçнĕ. Вĕсем Çĕрпÿ, Йĕпреç, Етĕрне, Муркаш, Шупашкар районĕсенче, Шупашкар хулинче ĕçлесе пурăнаççĕ. Вĕсем Петровсем, Степановсем, Поликарповсем, Лукинсем, Филимоновсем, Васильевсем, Афанасьевсем, Зобовсем, Фоминсем.
Сăмахран, Алевтина Серафимовна Петрова Шупашкар хулин 3- мĕш лицейĕн математика учительници. Унăн ĕç стажĕ 45 çулпа танлашать, вăл Чăваш Республикин тата Раççей ФедерацийНн тава тивĕçлĕ учителĕ. Совет саманинче вăл ултă премине тивĕçнĕ. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учителĕ, Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Валерий Серафимович Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче ку таранчченех физика преподавателĕ пулса ĕçлет. Вăл 7 çул Шупашкар районĕн халăха пĕлк паракан уйрăма ертсе пынă, 18 çул шкул директорĕ пулнă. Раççей Федерацийĕн пĕтĕмĕшле пĕлк паракан хисеплĕ ĕçченĕЕлена Борисовна Филимонова 28 çул Етĕрнери 1- мĕш номерлĕ наци гимназийĕнче хими учителĕ пулса ĕçлет.
Вĕрентÿ ĕçне суйласа илнĕ Шумиловсем – чылай кĕнеке авторĕсем. Еçпе вăрçă ветеранĕ, чăваш чĕлхипе литература учителĕ Георгий Степанович Шумилов çинчен пире вĕренекенсен орфографи словарĕпе вĕрентÿ пособийĕсем каласа параççĕ. Шыравçăсен ĕçĕсем çинчен çырнă кĕнеке авторĕ Евгений Георгиевич Шумилов Шупашкарти Олимп резервĕсен шкулĕнче директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ пулса тăрăшать. Шупашкарти профессилле лицейăн директорăн вĕрентÿпе производство енĕпе ĕçлекен çумĕ Игорь Львович Поликарпов «Дельта С» компьютерсене ĕçе кĕртнипе лауреат премине тивĕçнĕ. Çĕре кĕнĕ Александр Артемьевич Петров Чăваш патшалăх педагогика институчĕн, Мари Эл патшалăх университечĕн преподавателĕ, наука кандидачĕ пулнă. Мария Сергеевна Фомина 35 çул пуçламăш классен учительници пулса ĕçленĕ, I, II,III степень «Ача амăшĕн мухтавĕ» медалĕсене тивĕçнĕ.
Вĕрентÿ сферинче наци проектне пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе халь династин 16 членĕ вăй хурса учительте, ача сачĕсен воспитателĕсенче, директор çумĕнче, шкул директорĕнче, производство вĕрентĕвĕн мастерĕнче, пĕлÿ уйрăмĕн начальникĕнче, аслă пĕлÿ паракан заведенисен преподавателĕсенче ĕçлеççĕ.
Николай Васильевич ĕç династийĕсен представителĕсене хаклă парнесемпе чысларĕ. Хăйĕн сăмахĕнче вăл ĕçре паха йăла – йĕркесене сыхласа хăварни тата хăйсен ĕçне чунтан парăнни çамрăк ăрăва прфессие хисеплеме тата малалла пĕлтерĕшлĕ çитĕнÿсем туса пыма, Чăваш Ене чечеклентернĕ çĕрте ырă тĕслĕх пулса тăнине палăртрĕ.
Источник: "Цивильский вестник"