18 мая 2010 г.
2010 çулхи майăн 14-мĕшĕнче Çĕрпÿри 1-мĕш номерлĕ вăтам шкултан вĕренсе тухнă Николай Фомин 50 çул тултармаллаччĕ. Анчах та вăл тăванĕсемпе юлташĕсен асĕнче ĕмĕр çамрăк.
1982 çулхи августăн 25-мĕшĕнче Николай Фомин прапорщик Афган вăрçинче душмансен ункине лекнĕ юлташĕсене çăлса çар тивĕçне пурнăçланă чухне вилмеллех аманнă. Вăл 22 çулта пулнă.
СССР Верховнăй Совет Президиумĕн Указĕпе ăна хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă (вилнĕ хыççăн).
Николай Фомин Тăван çĕршыва, хăйĕн çемьине, ялне, шкулне, халăха юратнă. Унăн кĕске пурнăçĕнчи паттăрлăхпа хăюлăх, çирĕплĕхпе ырă кăмăллăх пирĕншĕн тĕслĕх пулса тăрать.
Шкулта вĕренекенсем воин – интернационалиста ĕмĕр асра упраççĕ. Шкул музейĕнче воин – афганец çинчен интереслĕ материалсем пухнă. Классенче герой çинчен калаçусем ирттереççĕ.
Шкул Николай Фомин ятне асăнса республикăра ирттерекен бокс турнирне пуçарса яракансенчен пĕри шутланать. Унта пирĕн вĕренекенсем активлă хутшăнаççĕ.
Афганистанран çарсене кăларнăранпа 20 çул çитнĕ тĕле Афган вăрçин ветеранĕсене явăçтарса шкулта пысăк конференци ирттернĕ. Ăна ирттересси йăлана кĕнĕ.
Николай Фомин юбилейĕ ячĕпе воин-интернационалистсен паттăрлăхне палăртса историпе тата литературăпа уçă уроксем ирттернĕ.
Николай Фомин хаяр Афган вăрçин вут – çулăмĕ витĕр тухнă герой вырăнĕнче юлĕ. Тăван çĕршывăн историйĕн çак страници ĕмĕр халăх чĕрисенче упранĕ.
Источник: "Цивильский вестник"