Богатыревское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Мухтавлă Патăрьел çĕрĕ

23 октября 2015 г.

Чăваш халăх наукăпа искусство академийĕн ертÿçи, паллă тавра пĕлÿçĕ Е.Ерагин Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхĕ çинчен сумлă кĕнеке кăларнă. «Земля Богатыревская» кĕнекене Çĕрпÿ районĕнче пахаларĕç.

Сумлă делегацие Актай ялĕн уничинче район ертÿçи А.Казаков, «Тевет» ансамбль çăкăрпа – тăварпа, ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç. Малтанах хăнасем çĕнĕ кĕнекере çырса кăтартнă истории вырăнĕсемпе паллашрĕç. Унтан Патăрьел шкулне пуçтарăнчĕç.  ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, истории наукисен докторĕ В.Андреев профессор, Чăваш патшалăх гуманитарии ăслăлăхĕсен институчĕн тĕп сотрудникĕ М.Кондратьев, в. Станьял паллă ăсчах тата тавра пĕлÿçĕ тата ыттисем тухса калаçрĕç. Вĕсем çĕВĕсем çĕнĕ кĕнеке чăваш истрине тĕпчессине тепĕр картлашка çÿле хăпартнине палăртрĕç.

Пухăннисем ку тăрăхран паллă çын нумай тухнине тата чăваш историĕпе çыхăннă вырăнсем пуррине палăртса Çĕрпÿ районĕнчи Патăрьел тăрăхне туризм маршрутне кĕртме çенчĕç. Килес çул чăвашсен пĕрремĕш профессионал композиторĕ Ф.Павлов çуралнăранпа 125 çул çитнине кунта анлă паллă тума шутлаççĕ. Çавна май С. Дмитриев тухтăр – ветеран паллă музыкçă вереннĕ шкул çуртне Ункăçум ялĕнчен каялла куçарса килсе музей уçма сĕнчĕ.

Çакнашкал сумлă кĕнекесем паянхи йывăр экономика лару-тăрăвĕнче кун çути курма пултарни – ырă пулăм. Апла-тăк чăваш культури аталанать, тавралăх историйĕ манăсмасть, ламран-лама куçса пырать

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике    Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика