Богатыревское сельское поселение Цивильского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăçта çуралнă, унтах тĕпленнĕ

29 октября 2010 г.

Пĕр хутчен профессии суйласа илсе ĕмĕрлĕхех ăна парăнса ĕçлекен çынсем те час-часах тĕл пулаççĕ. Патăръел ялĕнче çуралса ÿснĕ В.А. Алексеевăн та пурнăçĕнче шăпах çакăн пек пулса тухнă та ĕнтĕ. Унта пĕтĕм ĕç биографийĕ водитель профессийĕпе тачă çыхăннă.

 Ăçта çуралнă, унтах тĕпленнĕ. Владимир Алексеевич пирки те çакăн пек калама юрать. Кунтах унăн ачалăхĕ тата яшлăх çулĕсем иртнĕ, кунтанах çара кайнă, салтакран таврăннă хыççăн вара тăван колхоза водитель пулса ĕçлеме вырнаçтакран таврăннă хыççăн вара тăван колхоза водитель пулса ĕçлеме вырнаçнă. Тивĕçлĕ канăва тухичченех автомобиль рульне алăран яман вăл. Тăван Патăръелĕнчех хăйне вали савни тупнă: Алевтина Аркадьевнапа 1978 çулта туслă çемье çавăрнă. Халь вĕсем хăйсем тĕллĕн пурăнаççĕ. Илюша мăнукĕ кукамăшĕпе кукашшĕ патне ашшĕ-амăшĕпе пĕрле час-часах пырса çÿреççĕ.

«Çĕмьере пĕр-пĕрне ăнлансан, ĕслеме те çăмăлрах, - тет Владимир Алексеевич. – Çула, черетлĕ рейса тухас умĕн, килте пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулпсса, манна кĕтессе пĕлсе тăнă, çакă вăй-хал панă».

В.А. Алексеев автомобиль рулĕ умĕнче нумай-нумай çулсемпе çÿренĕ, таçта та çитнĕ. Унăн шухăшĕпе, водитель пулса ĕçлесси – хăйне евĕрлĕ пурнăç. «Çул-йĕрте тĕрлĕрен çынпа тĕл пулатăн, вĕсенчен кашнин - хăйĕ«Çул-йĕрте тĕрлĕрен çынпа тĕл пулатăн, вĕсенчен кашнин – хăйĕ шăпи, хăйĕн пурнăçĕн историйĕ. Çынпа калаçатăн та, унăн чун чĕри лăпланать, эсĕ те хăвна вали пурнăçран опыт илетĕн та, унăн чун чĕри лăпланать, эсĕ те хăвна вали пурнăçран опыт илетĕн», - тет нумай çул хушши ĕçлесе ăсталăх пухнă водитель. Çул-йĕрте машина ванса ларни те пулнă. Техникăна лайăх пĕлни вара çакăн пек йывăрлăхсенче яланах пулăшнă. Уйрăмах хĕлле, йĕри-тавра юр çуса лартсан. Кун пек чухне водитель киле хăçн таврăнасси пĕтĕмпех çул-йĕре тасатма чĕнсе илнĕ трактористăн çаврăнăçулăхĕнчен килнĕ.

Хăш-пĕр çитменлĕхсене пăхмасăр, Вдадимир Алексеевич хăйĕн профессине юратнă тата юратать. Кирек мĕнле ĕçете, йĕтем çине тырă турттармалла-и, тăван хуçалăхăн выльăх- чĕрлĕхне аш-какай комбинатне леçмелле-и, совхоз вали строительство-материалĕсем е ытти япаласем ткрттарса килмелле-и, - хушнă ĕçе яланах вăхăтра тата тÿрĕ кăмăлтан пурнăçланă. Лайăх ĕçленĕшĕн ăна совхозăЛайăх ĕçленĕшĕн ăна совхозă, районă, районă, республикăн Хисеп грамотисемпе темиçе хутчен те наградăланă, çулталăк итогĕсемпе вара хаклă парнесем парса хавхалантарнă. Водителĕн ĕç кунĕ, вăл хăçан вĕçленесси нихăçан та паллă пулман, Владимир Алексеевича нимĕн чухлĕ теканăçсăрлантарман. Тиевсем турттармалли плана пурнăсланипе тата ирттерсе пурнăçланипе вăл яланах малтисем шутĕнче пулнă. Çавăнпа та 2002 çулта ăна «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ ял  хуçăлăх ĕçченĕ» хисеплĕ ят пани пĕрре те ăнсăртран пулман.

«Çыннăн хăйĕн ĕсне юратмалла тата мĕн пурине хаклама пĕлмелле», - тет паян ĕç ветеранĕ, ялти хисеплĕ çын. В.А. Алексеев.

Источник: "Цивильский вестник"

Мой МирВКонтактеОдноклассники


Охрана труда в Чувашской Республике    Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика