Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăк çемье ялта тĕпленет

31 марта 2007 г.

Чăваш Республикинче çурт-йĕр туянма, илме майсем туса парас, граждансен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2005-2010 çулсенче пурăнмалли çурт-йĕр тума патшалăх пулăшăвĕ парасси çинчен республика комплекслă программине çирĕплетнĕ.

         Çакă вара çурт-йĕр строительствине ÿстерме, строительство рынокне аталантарма пулăшать. Унпа пĕрлех çамрăк çемьесене ялта тĕпленсе пурăнма та май парать. Пирĕн Чупай ял тăрăхĕнче те кун пек çемьесем сахал мар. Эпир вĕсене ялта тĕпленсе пурăнма, ĕçлеме килти хушма хуçалăха аталантарма май пур таран пулăшатпăр. Вĕсенчен пĕри - Александровсен çемйи. Çак çемьене ялта тĕпленсе пурăнма, хăтлă çурт-йĕр çавăрма «2010 çулчченхи ялсен социаллă аталанăвĕ» программăпа килĕшÿллĕн 169 пин те 490 тенкĕ каялла тавăрса памалла мар субсиди уйăрнă. Халĕ вĕсем çĕнĕ çурт хăпартнă та.
         Иртнĕ çул пирĕн ял тăрăхĕнче 1 çамрăк çемье субсиди илнĕ пулсан, кăçал ку енĕпе татах та ытларах ĕçлеме палăртатпăр. Хальхи вăхăтра тепĕр çамрăк çемьене хăтлă çурт-йĕр çавăрма черете тăратнă.
 
Е. ВАВИЛОВА

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика