Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Поэт çĕр-шывĕнче

03 февраля 2007 г.

Поэт çĕр-шывĕнче

 

Эпĕ 1907 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче çуралнă.

Пирĕн ял Сиктĕрме ятлă. Вăл хальхи Тутар Республикин Юхмальчă районне кĕрет. Эпир аслă шыв çулĕнчен те, чукун çулран та 60 çухрăмра пурăнатпăр. Вун ултă çула çитиччен эпĕ хула та, пăрахут та, пăравус та курман», - çапла çырнă автобиографийĕнче Чăваш халăх поэчĕ К.В.Иванов тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ Петĕр Хусанкай.

Хусанкай çĕр-шывĕ поэт çырнă вăхăтри пек мар ĕнтĕ. Тахçан авал чăвашсем пурăннă Пăлхар патшалăхĕн тавралăхĕнче вырнаçнă вăл. Сиктĕрмине те аркату саманинче XIII ĕмĕр хальхи Çĕрпÿ тăрăхне куçса кайнă йăхташсемех пуçласа янине архивра сыхланса юлнă авалхи хутсем ĕнентереççĕ. Сиктĕрмесене Пĕрремĕш Петĕр патшан ашшĕ Алексей Михайлович ĕмпÿ çак тавраша пушăт сÿме, мăйăр пуçтарма, хăмла татма ирĕк панă-мĕн. Вăхăт шунăçемĕн Сиктĕрмепе юнашар тата чăваш ялĕсем йĕркеленсе каяççĕ. Хăйсем патĕнчи чаплă сăвăçа Сиктĕрмесем манмаççĕ, ялăн ятне улăштарса Хузанкаево тесе калаççĕ. Паллах, калаçуран Сиктĕрме ят та тухмасть, официаллă çырура, çапах та, Хузанкаево. Вăл Элкел районне кĕрет, вырăсла Алькеевский теççĕ. Эппин, еплерех пурăнать халĕ Хусанкай çĕр-шывĕ;

Поэт çырнă пекех, Сиктĕрме таврашĕнче чукун çул çук, яла çитес пулсан çатма пек тап-такăр асфальт сарнă çул пур. Кирлех-тĕк, Хусантан çуллахи вăхăтра Атăл тăрăх хăвăрт çÿрекен шыв киммисемпе те Пăлхар пристанне çити çитме пулать, унтан автобуспа Сиктĕрмене каймалла. Вырăнти авиарейспа та Пасарлă Матака çити самолетпа вĕçме май пур. Пасарлă Матак Сиктĕрмесемшĕн район центрĕ.

Хусанкай çĕр-шывĕ авал Пăлхар патшалăхĕн тавралăхĕ шутланнă терĕмĕр. Хальхи вăхăтра вăл - заповедник. Юнашарах чăвашсемпе вырăссем пурăнакан Куйбышев ялĕ. Заповедник 600 гектар çĕр йышăнать. Çĕр айĕнче тата çийĕнче тупнă пур япалана та пĕр çĕре пухаççĕ, тирпейлеçĕ, реставрацилеççĕ. Çак ĕçе Пĕрремĕш Петĕр патшара ларнă чухнех пуçăннă пулнă, анчах та вăл ячĕшĕн çеç пынă. Чăн та, çĕнĕ çуртсем, чиркÿсем лартнă, ишĕлчĕкĕсем вара çавăн пекех юлнă. 1960 çултан пуçласа Пăлхар палăкĕсене реставрацилеме пуçлаççĕ. Араб саспаллисемпе çырнă вил тăпри палăкĕсене пĕр çĕре пухнă. Ишĕлсе пĕтнĕ çуртсене çĕнĕрен çĕкленĕ, туристсем валли çÿремешкĕн çулсем сарнă. Çыру палăкĕсенчен чылайăшне вуласа тухайман иккен. Пăлхар патшалăхĕн историне тĕпчесси малалла пырать. Тĕрлĕ шыравсене, чавусене ученăйсем, археологсем, студентсем, шкул ачисем хутшăнаççĕ.

Пăлхар хулинчен Пасарлă Матака 40 çухрăма яхăн каймалла, унтан - Сиктĕрме тăрăхне çитмелле. Çак вырăнти чăваш ялĕсем: Хурата, Хулату, Сиктĕрме, Чăваш Пăрнайĕ, Тури Çĕньялпа Анатри Çĕньял, Кивĕ Матак, Чăваш Шапки, Çĕнĕ Сиктĕрме, Кивĕ Матак. Вĕсемпе юнашарах тутар, вырăс ялĕсем. Пурте тăван хуçалăхĕсенче пĕр çемьери пек туслă килĕштерсе ĕçлеççĕ. Тараватлă кунти халăх. Вĕсем килен хăнасене ăшă кăмăлпа, ырă сунса кĕтсе илеççĕ.

Сиктĕрме! Савса сиктертĕн,

Ешĕл-симĕс сăпкунта.

Малтанхи хавасăм, тертĕм,

Хура-шурăм - йăлт кунта.

Çапла çырать халăх поэчĕ Петĕр Хусанкай «Сиктĕрме» ярăмĕнчи «Ялăмра» сăввинче. Поэт кунти шкулта пĕлÿ илнĕ, кунтах поэзире пĕрремĕш утăмсем тунă. Кунти илемлĕ тавралăх: ял тавра юхса выртакан Павар çырми, пĕвесемпе кÿлĕсем иксĕлми ăнтăлу, вăй-хăват, ĕмĕт, юрату çуратаççĕ.

Сиктĕрме тăрăхĕ халăх сăмахлăхĕпе, йăла-йĕркипе пуян. Çакăнта туптанă ĕнтĕ Петĕр Хусанкай хăйĕн пултарулăхне. Паллах ăна витĕм кÿрекенни, пиллесе хавхалантараканĕ амăшĕ пулнă. 16 çулта чухне ашшĕсĕр тăрса юлнăскер, амăш хÿттинче пурăннине ĕмĕрех асра тытнă, ăна халалласа темиçе сăвă та çырнă, ватăлсассăн хăй патне Шупашкара илсе килнĕ. Сиктĕрме сĕткенĕ поэт сăввисенче те лайăх палăрать. «Тилли юррисем», «Сиктĕрме ярăмĕ» тата ытти нумай произведени - чăваш поэзийĕн пуянлăхĕ, тупри. Петĕр Хусанкай чылай сăвви-поэминче тăван кĕтес илемне, тусюлташсен кун-çулне, ĕç-хĕлне сăнланă. Ку енĕпе «Несĕл», «Питтăпай», «Ятсем», «Ăмăртăва», «Хĕр» тата ытти сăввисене асăнма пулать.

Сиктĕрмене халĕ Хусанкай ятне панине каларăмăр ĕнтĕ. Ял-йыш, ăна пĕлекенсем Петр Петровича ырăпа кăна аса илеççĕ. Вăл вĕреннĕ шкулта асăну хăми çакнă. Культура керменĕнче поэт ячĕпе питĕ чаплă музей уçнă.

П.П. Хусанкай вĕреннĕ шкулăн хăйне евĕрлĕ историйĕ: 1878 çулта И.Я.Яковлев тăрăшнипе Казанков Сергей поэт тăванĕ хресчен çуртĕнче шкул уçаççĕ. Пĕрремĕш учитель - кайран чылай вăхăт хушши Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче ĕçленĕ Илья Савельевич Бюргановский пулать. Шкултан вĕренсе тухакансем малалла Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлÿ илме пултарнă. Шкул çумĕнчех больница та уçăлнă.

«...Пирĕн патра ютран килнĕ шкул ачисем хваттерте пурăнкалатчĕç те, çавсен çумĕнче хам тĕллĕнех вулама-çырма тĕшмĕрткелеттĕм. Пиллĕкре-улттăра чухне шкула кайрăм, анчах «Пĕчĕкçĕ-ха» тесе илмерĕç. Вĕренме саккăртан тин тытăнтăм.

...Анне мана епле те пулин врентесшĕнччĕ. Унчченех ялта сăвăсем çыркалаттăм, анчах никама та кăтартмастăм. Каярах шкулта «Вĕренекенсен сасси» ялă журнал та кăларса тăтăм. Ку ĕçре пире хамăра вĕрентекен Н.Я.Яковлева вăл 1918 çулччен Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕрентнĕ хавхалантарчĕ», - аса илнĕ Петĕр Хусанкай.

Петĕр Хусанкай малтанхи хушамачĕ - Казанков 1923 çулта Хусанти чăваш педтехникумне вĕренме кĕрет. Малашне ĕнтĕ унăн тăван ялне килсе каясси сайраран пĕрре анчах пулать. Самани те çапларах пулнă: пурнăçĕ хĕсĕкрех, 1930-мĕш çулсенчи репресси тапхăрĕ, унтан Аслă Отечественнăй вăрçă...

Темле ĕçре те тăрăшса пăхнă вăл: ача чухнехи ĕçсене шутламасан, çыруçăра та, хаçат корреспондентĕнче те, куçаруçăра та вăй хунă. Чăваш писателĕсен Союзĕн правлени председателĕ те пулнă. Вăрçăра тăван çĕр-шыва сыхланă. Чăваш халăхĕн дипломачĕ пулса нумай çĕр-шыва çитсе курнă. Чăваш чĕлхи, чăваш халăхĕ пирки каласа панă историллĕ кун-çулĕпе паллаштарнă. Ăçта пулсан та тăван ялне, пурнăç сĕткенĕпе çитĕнтернĕ Сиктĕрмене манман, тăван килĕ умĕнче шухăшлăн ларакан ватă хурăна асĕнчен кăларман. Çав хурăн халĕ те Хусанкайсен килĕ пулнă вырăнта саркаланса ÿсет-ха.

 

В. ЦЫФАРКИН,
Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика