Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа

10 ноября 2006 г.

о Сывă пурнăç йĕркишĕн

Халăх пĕрлĕхĕн кунне халалласа

Çынсене сывă пурнăç йĕркине анлăрах явăçтарас тĕллевпе районти Спорт çуртĕнче мини-футбол енĕпе районта мала тухассишĕн уçă турнир иртрĕ. Ăмăртăва 9 команда хутшăнчĕ: "Таможня" (Шупашкар хули), "Восторг", "Аида" (Канаш хули), "Урмары", "Аниш" (Вăрмар поселокĕ), "Буревестник" (Пинер), "Чубаево" (Чупай), "Старые Урмары" (Кивĕ Вăрмар), "Тюрлема" (Тĕрлемес станцийĕ).

Ăмăртăва хутшăнакансене район пуçлăхĕн социаллă ыйтусемпе ĕçлекен заместителĕ - вĕрентỹ тата çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Ю.Соколов тата ыттисем саламларĕç. Вăйăсем çивĕч ăмăртура иртрĕç.

Пĕрремĕш тур пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх малти вырăна Пинерти "Буревестник", иккĕмĕшне Чупайĕнчи "Чубаево", виççĕмĕшне Канаш хулинчи "Восторг" командăсем тухрĕç.

"Чи лайăх вратарь" номинацире çак ята А.Шилов, чи лайăх вылякан ята П.Гришин (иккĕшĕ те Чупайĕнчен) çĕнсе илчĕç. "Чи лайăх тапăнса вылякан" ята Канаш хулинчи "Восторг" командинчи С.Александров, "Чи лайăх хỹтĕлевçĕ" ята "Буревестник" команда участникĕ Е.Спеков тивĕçрĕç. Вăрмар поселокĕнчи "Аниш" команда вара "Çĕнтерỹшĕн ăнтăлнăшăн" номинацире мала тухрĕ.

Ăмăрту çĕнтерỹçисене куçса çỹрекен кубокпа, грамотăсемпе тата укçан премисемпе хавхалантарнă.

Ăмăрту ирттерме пулăшнă "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин вырăнти уйрăмне (политсовет секретарĕ В.Кириллов), МУП УК ЖКХ руководительне В.Иванова, тырă йышăнакан предприятин (элеватор) пуçлăхне В.Александрова, В.Енькова, Ю.Иванов, Г.Назаров, В.Волков предпринимательсене тав тăватпăр.

А. КРАСНОВ,
райадминистрацин физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен тĕп специалисчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика