Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хусан ватăлма памасть

10 июня 2006 г.

о Хăй ĕçĕнче чăн ăста

Хусан ватăлма памасть

"Ĕçчен çынна ял савать, хисеплет" теççĕ халăхра. Ку сăмахсем шăпах Римма Васильевна Родионова пирки каланăнах туйăнать. Кашни çын пурнăçĕнче хура е шурă йĕрсем юлаççех. Вĕсене паллах манаймастăн.

"Эпĕ 1951-мĕш çулта Чупай ялĕнче çуралнă. Шупашкарта бухгалтерсен шкулне вĕренсе пĕтернĕ хыççăн малтан райĕçтăвкомра кассирта ĕçлерĕм, каярахпа пĕр улшăнмасăр 31 çул Вăрмарти нефтебазăра бухгалтерта вăй хутăм. Хама шанса панă ĕçе юратса, тăрăшса туса пытăм. Вăрмарти нефтебазăна Канаш çине куçарнă хыççăн ĕçсĕр тăрса юлтăм. Çавăнпа та Хусанти пĕр транспорт предприятине ĕçе вырнаçма тиврĕ.

"Хамăн çемье пысăк мар. Пĕр хĕр ача кăна пăхса çитĕнтернĕ. Вăл аслă пĕлỹ илнĕ. Халь Шупашкарти пĕр предприятире кадрсен пайĕн пуçлăхĕ пулса ĕçлет", - каласа парать Римма Васильевна.

Унăн хăйĕн ĕçĕпе мухтанмалăх пурах çав. Пултаруллă хĕрарăм хăйĕн çепĕç аллипе нефтебазăра вуншар, çĕршер çынна ĕç укçине вăхăтра, тĕрĕс шутласа панă. Халĕ те çаплах, сутнă билет укçине кассăна вăхăтра, тĕрĕс хурать вăл. "Чи пахи - хавхаланса ĕçлени, малалла ăнтăлни, çынсене телей кỹме тăрăшни", - тет вăл.

Г. ЧЕРНОВ,
ĕç ветеранĕ, пенсионер.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика