Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ют пурлăхпа пуяймăн

31 мая 2006 г.

о Прокуратура

Ют пурлăхпа пуяймăн

Çамрăксенчен чылайăшĕ хăйĕн ăс-тăнне, пултарулăхне шанса пурнăçри вырăнне тупма тăрăшать. Анчах çутă ĕмĕтсемсĕр пурăнакан, саккунсене сĕмсĕррĕн пăсакансем, ултав серепине çынсене çаклатакансем те пур-ха. Акă кăçалхи май уйăхĕн пуçламăшĕнче Патти ялĕн Гоголь урамĕнчи 1-мĕш çурт патĕнче хăрушă ĕç пулса иртнĕ. Ирхине 4 сехетре И., Е. тата М. гражданинсем юри калаçса татăлса хура ĕç тума шутланă - ют çыннăн пурлăхне çаратса пуясшăн пулнă. Тин çеç "шапашран" килнĕ П. çине сĕмсĕррĕн тапăнса хĕнесене пĕтернĕ, çыннăн пурнăçĕпе сывлăхне сиен кỹнĕ. Çакăнпа çеç çырлахасшăн пулман йĕксĕксем, унăн çумĕнчи 24000 тенкĕ укçана тата сумккипе япалисене илсе кайнă.

Ют пурлăха хапсăннипе ырлăх та, телей те кураймăн. Халĕ çỹлерех асăннă преступление тунăшăн И. гражданинăн явап тытма тивет.

Э. КАЗАНКОВ,
район прокурорĕн ĕçĕсене
вăхăтлăха туса пыраканĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика