Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кедрсем илем кỹрĕç

24 мая 2006 г.

о Йывăç кунĕ

Кедрсем илем кỹрĕç

ЧР Президенчĕн Н.Федоровăн "Парксемпе садсен çулталăкĕ" Указа пурнăçласа, Чупайĕнчи Казански Турă амăшĕн чиркĕвĕ территорийĕнче 4-5 метр çỹллĕш кедр йывăçĕсем лартнă. "Ветоград" Чăваш Ен туса хатĕрленĕ проектпа палăртнă тăрăх çитес вăхăтра кунта чечек клумбисем, канса лармалли площадка йĕркелемелле. Чупай ял тăрăхĕн администрацийĕпе калаçса татăлнă тăрăх, чиркỹ çумĕнче кану паркĕ уçас тĕллев лартнă. Унта ача-пăча площадки, çамрăксем валли кану кĕтесĕ пулмалла. Çакă çамрăк ăрăва тĕрĕс-тĕкел ỹсме, ырă-сывă пурнăç йĕркине тытса пыма пулăшĕ.

Чупайĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Хусанти "Эверест Турбосервис" хупă акционерлă обществăн генеральнăй директорĕ Владимир Иванович Караваев çак ялти Казански Турă амăшĕн чиркĕвне хăпартнă çĕрте укçа-тенкĕ хывнă. Вăл пуçарнипех 2004 çулта ăна уçнă. Халĕ Владимир Иванович пулăшнипех кану паркĕ уçасшăн.

Н. ВАСИЛЬЕВ.
Чупай ялĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика