Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Наци проекчĕсене - пурнăçа

20 мая 2006 г.

о Аталану çулĕпе

Наци проекчĕсене - пурнăçа

РФ Президенчĕ В.Путин палăртнă тăватă приоритетлă наци проекчĕ пурнăçа кĕрсе пыни куç умĕнчех.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта промышленность производствин ỹсĕм хăвăртлăхĕ пысăк шая çĕкленсе пырать. Промышленноç предприятийĕсем туса кăларакан продукци тата пулăшу ĕçĕ иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе 132,8 процентпа танлашнă. Уйрăмах пысăк кăтартусемпе çĕвĕ фабрики (директорĕ С.Белоусова) ĕçлет. Иртнĕ çулхипе танлаштарсан продукци туса кăларасси 278,9 процента çитнĕ. Паян ỹстермесĕрех калама пулать, çĕвĕ фабрикин продукцине республикăра çеç мар, Раççей шайĕнче те аван пĕлеççĕ. Вăл хăйĕн пахалăхĕпе уйрăлса тăрать. Раççейри пысăк фирмăсемпе тачă çыхăнура пулни те ăна тупăшлă ĕçлеме май парать.

"Юман" тулли мар яваплă общество лайăх ĕçленине палăртмалла, тавар пĕлтĕрхи шайран 249,5 процент чухлĕ туса кăларнă. Çавăн пекех "Алекс" тулли мар яваплă обществăн та кăтартăвĕсем 150,7 процентпа танлашаççĕ.

Анчах та хăш-пĕр предприятисен кăтартăвĕсем хальхи вăхăтра самаях пăшăрхантараççĕ. Акă райпон кăçалхи виçĕ уйăхри кăтартăвĕсем иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан - 95,6, çав шутран "Вăрмарти çăкăр завочĕ" - 94,7, "Нива" тулли мар яваплă обществăсем 97,2 процентпа кăна танлашнă. Райпо ĕçченĕсем иккĕмĕш кварталта производство хăватне ỹстерсе, малашне тухăçлă ĕçлесе пырасса шанас килет.

Чи начар кăтартусемпе вара "Вăрмарти апат-çимĕç комбиначĕ" уçă акционерлă обществăн (директорĕ С.Петров) - 43,6, "Вăрмарти сĕт завочĕ" (директорĕ В.Федоров) - 53,7 процент пыраççĕ.

Потребитель таварĕсене пурĕ 13985,3 тенкĕлĕх туса кăларнă, ку иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 145,6 процент.

18 тĕрлĕ продукцирен производство калăпăшĕ пĕлтĕрхипе танлаштарсан 7 енĕпе ỹснĕ. Вăл шутран: пылак шыв, апат-çимĕç концентрачĕсем, керамзитпа бетон блокĕсем, алăксем, курткăсем, брюки туса кăларасси. Наци проекчĕсенчен пĕри - "АПК аталанăвĕ". Çавна май ял хуçалăхне, тавар туса кăларассине пулăшасси тĕп вырăнта. Проектри малашлăх валли выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессине хăвăрт аталантармалли, хуçалăх ĕçĕн пĕчĕк формисен аталанăвне хавхалантармалли мерăсем палăртнă.

2006 çулхи пĕрремĕш кварталта ял хуçалăх продукцине 43622,9 пин тенкĕлĕх туса илнĕ. Çак тапхăрта аш-какай 139 тонна, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 10,3 процент ытларах. Сĕт суса илесси - нумайрах. Пĕрремĕш кварталта вăл 466,7 тоннăпа танлашнă, иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе илсен 30,6 процент пысăкрах. Кăçал виçĕ уйăхра кашни ĕнерен 591 килограмм сĕт суса илнĕ, иртнĕ çулхинчен нумайрах. Халăхран сĕт пухасси те кунран-кун вăй илсе пырать. Ял халăхĕпе килĕшỹ туса пĕрремĕш кварталта 408,6 тонна (164,8 процент) сĕт пухнă.

Мăйракаллă шултра выльăх-чĕрлĕх шучĕ чакни вара самай пăшăрхантарать. Акă 2006 çулхи апрелĕн 1-мĕшĕ тĕлне вĕсен шучĕ 1890 пуç пулнă, 17,2 процент чакнă, вĕсенчен сăвакан ĕнесем - 781 (16,6 процент). Сысна, кайăк-кĕшĕк ĕрчетесси ỹссе пыни куçкĕрет. Сыснасен шучĕ унчченхинчен - 1498 пуç (75 процент) кайăк-кĕшĕксем 49312 пуç (67,9 процент) ỹснĕ.

Çур акинче "Шигали" хуçалăх, "Арабоси" агрофирма, "Урмарская" кайăк-кĕшĕк фабрики лайăх ĕçлесе пыраççĕ.

Ял хуçалăх производствинче вăй хуракансен тĕп тĕллевĕ вăл - выльăх-чĕрлĕх отрасльне аталантарасси, ăратлăхне лайăхлатасси, фермăсене техника енчен çĕнетесси, энерги перекетлемелли технологисене ĕçе кĕртесси, продукцие вырăнта тирпейлесси, унăн пахалăхне лайăхлатасси, хресчен (фермер) хуçалăхĕсене аталантарасси. Приоритетлă тепĕр наци проекчĕ - çурт-йĕр строительстви пирĕн районта анлăн пурнăçланса пырать. Хальхи вăхăтра К.Иванов урамĕнче 4 хутлă, 20 хваттерлĕ çурт хăпарать. Пĕрремĕш кварталта 569,1 пин тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурнăçланă. Социаллă çурт-йĕр программипе килĕшỹллĕн 4 çемье субсиди илме документсем тăратнă.

2006 çулхи пĕрремĕш кварталта 25195,36 пин тенкĕлĕх строительствăпа монтаж ĕçĕсем пурнăçланă, ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 103,9 процент. Планпа 2,16 километр çул-йĕр тумалла. Çул-йĕре юсассипе, пăхса тăрассипе 7679,6 пин тенкĕлĕх ĕçсем тунă.

Республикăн "Чăваш Республикинче пурăнакансене 2005-2008 çулсенче ĕçмелли паха шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программи те пурнăçа анлăн кĕрсе пырать. "2005-2008 çулсенче Вăрмар районĕнчи халăха паха шывпа тивĕçтересси" тĕллевлĕ программăпа килĕшỹллĕн Арапуç, Кивĕ Вăрмар, Пинер, Карăкçырма, Шăплат, Мăнçырма, Энĕшпуç ялĕсене паха шыв кĕртме проектсем хатĕрленĕ. Хальхи вăхăтра Пысăк Енккассинчи халăха шывпа тивĕçтерессипе МУП "Строитель" ĕçченĕсем вăй хураççĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район бюджетне 33414,4 пин тенкĕ, предпринимательсенчен тата ытти тупăш кỹрекен çăлкуçсенчен пурĕ 1115,9 пин тенкĕ кĕнĕ.

Кăçалхи пĕрремĕш кварталта район бюджетне 17,8 процент пурнăçланă.

Аталаннă пĕтĕм çĕр-шывра наци экономикин тĕревĕ - вак тата вăтам бизнес шутланать. Вак предпринимательлĕх пĕтĕм шайри бюджетсене налук куçарса парассине гарантилет.

Паянхи куна илес пулсан пирĕн районта пĕчĕк предпринимательсем - 80, ку иртнĕ çулхи çав вăхăтрипе танлаштарсан 11 предприяти ытларах. Çавна май вĕсенче вăй хуракансен йышĕ ỹссе пыни те курăмлă - 5,7 процент нумайрах. Унсăр пуçне 36 хушма ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Уйрăм предпринимательсем пурĕ 490 çын, ку 118,6 процентпа танлашать.

Районăн социаллă экономикăллă аталанăвĕ, пуласлăхĕ - çамрăксен вăйĕнче. Çавăнпа та пирĕн çамрăк ăрăва тĕрĕс воспитани парса çĕр-шыва юрăхлă, халăха кирлĕ граждансем çитĕнтерме тăрăшмалла.

Г, ПЕТРОВА,
район пуçлăхĕн экономика ыйтăвĕсемпе
ĕçлекен заместителĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика