Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăл виçĕ шкул уçнă

19 апреля 2006 г.

о Истори

Вăл виçĕ шкул уçнă

Арапуç вулăсĕнчи Патти ялĕнче пĕр ватă учитель - Григорий Николаевич Зайцев (Мулкач Микулайĕн Кĕркурийĕ) пурăннă. Вăл халăха вĕрентес ĕçре пĕр чарăнмасăр 45 çул ĕçленĕ.

Çак ĕç паттăрĕ Патти ялĕнче 1860 çулхи кăрлач уйăхĕн 18-мĕшĕнче çуралнă. Ку вăхăтра чăваш ялĕсенче шкулсем çукпа пĕрех пулнă. Мĕн пур Çĕрпỹ уесĕн хĕвелтухăç енче пĕр пĕчĕкçĕ шкул анчах ĕçленĕ. Çав шкула патшалăх пурлăхĕн шучĕпе (на средства государственных имуществ) уçнă. Хăй çине тăнипе Г.Зайцев çав шкула вĕренме кĕме пултарнă. Унтан вĕренсе тухсан вара вак халăхсем валли уçнă Хусанти учительсен семинарине кайса кĕнĕ. Раштавра киле курма таврăнсан вăл плеврит чирĕпе чирлесе ỹкнĕ, çавна пулах семинарирен вĕренсе тухайман. Курс пĕтерме унăн Çĕрпỹ хулинчи уес шкулне кайса кĕмелле пулнă. Ăна 1880 çулта экзаменсем ăнăçлă тытса вĕренсе пĕтерсен учитель ятне илнĕ.

Çав вăхăтра учитель пулса ĕçлеме кĕме пĕрре те çăмăл пулман, апла пулин те Григорий Николаевич ахаль вĕренекен çеç пулса тăман, Кавал ялĕнче 1881 çулхи октябрьте 50 ача вĕренмелĕх шкул уçма пултарнă. Вĕренес текен ачасем ытларах та пулнă, анчах çурчĕ пĕчĕк пулнăран пурте унта вырнаçайман. Çакна шута илсех ĕнтĕ тепĕр çулне Мăнçырмара та шкул уçнă. Малтанлăха вăл хăйех учитель пулса ĕçленĕ. Каярах Чулкасра та вăл тăрăшнипе шкул алăкĕсем уçăлнă. Виçĕ çулта - виçĕ шкул, калама кăна вăл. Çĕрпỹри земство управин пуçлăхĕ, Шаккăл чăвашĕ Макаров пулни те çак ĕçе пуçарса ертсе пыма витĕм кỹнĕ, ахăр.

45 çул хушшинче тем те курма тивнĕ унăн, пур йывăрлăха та чăтса ирттерме пултарнă вăл, çирĕп те тĕреклĕ юманпа танлаштарас килет ăна, юман вара, пĕлетпĕр авăнмасть. Ăна хисеплесе 1923 çулхи июлĕн 20-мĕшĕнче Çĕрпỹ уесĕн парти комитечĕ, ĕçтăвкомĕ уесри учительсене пухса чаплă лару-тăрура чысланă.

Я. ЗАЙЦЕВ,
таврапĕлỹçĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика