Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăс-хакăл çутлăхне - ачасене

15 апреля 2006 г.

Ăс-хакăл çутлăхне - ачасене

Пĕтĕм тĕнчери кĕнекенсен кунне халалласа Чупай ял библиотекинче "Коли с книжкой подружился знать не зря на свет явился" ача-пăча кĕнекисен эрни иртрĕ. Çавна май кунта тĕрлĕрен мероприятисем пулчĕç. Ачасем вырăс халăх юмахĕсем тăрăх хатĕрленĕ "Йăвача çулçỹревçĕ" хатĕрленĕ вăййа хутшăнчĕç, "Литература çăлтăрăсене" литература çулçỹревĕнче тишкерсе тухрĕç. "Пĕр сăмах, ик сăмах" литература вăййи уйрăмах виççĕмĕш, тăваттăмĕш классенче вĕренекенсене илĕртрĕ. Ачасем икĕ командăна пайланса "кулăшла йăнăшсем", "литература геройĕн ячĕ", "рифма йĕркисем", тата ытти конкурссенче хăйсен тавракурăмне анлăлатрĕç.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров 2006 çула "Ăс-хакăл çутлăхĕн çулталăкĕ" тесе палăртнă. Çавна май ачасем "Телейлĕ ачалăх утравĕнче" кĕнеке выставкипе тата çĕнĕ кĕнекесемпе паллашрĕç. "Ача-пăча библине" тимлĕрех тишкерчĕç. Юлашкинчен мультфильмсем курса савăнчĕç.

В. ЛЕОНТЬЕВА,
библиотекарь.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика