Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Производство хăватне ÿстерсе пыраççĕ

28 января 2017 г.

Производство хăватне ÿстерсе пыраççĕ

Район экономикинче инфратытăм аталанăвĕ пысăк вырăн йышăнать. Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх вăй илсе пыни вара çĕнĕ ĕç вырăнĕсем йĕркелеме пулăшать, район бюджетне тупăш кÿрет. Сăмахăм ку хутĕнче Чупайĕнчи «Андреева А.Ю.» уйрăм çын предпринимателĕн йывăç тирпейлекен цехĕ пирки пырать.

Асăннă цех йĕркеленнĕренпе 3 çул çитрĕ. Вăл рынок условийĕсенче хальхи вăхăтра пĕр кăлтăксăр ĕçлесе пынине палăртмалла. Унăн тĕп ĕçĕ - юман йывăçа касса паркет валли материал хатĕрлесси. Çакна кунта ĕçлекен рабочисем кĕске вăхăтра тата пахалăхлă пурнăçласа пыраççĕ. Акă А.Егоровпа А.Иванов операторсем йывăç касакан станокпа паркет валли хăма якатса кăлараççĕ /ÿкерчĕк çинче/. Ĕç дисциплини те кунта çÿллĕ шайра. Кашни рабочи ăна çирĕп пăхăнать. Ĕç вырăнĕпе тивĕçтерекен енчен рабочисене пур условисем те туса панă. Цехра электричество çути çителĕклĕ, ăшă, хăтлă. Рабочисене ятарлă ĕç тумĕпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне канса илме, апатланма уйрăм пÿлĕм пур. Пĕтĕмĕшле каласан кунта ĕç шавĕ кĕрлесе тăрать. Юман йывăçне Раççейĕн тĕрлĕ регионĕнчен туянаççĕ. Хăйсем туса кăларнă продукцине республикăна тата ун тулашне те ăсатаççĕ.

ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне çулсеренех яракан Çырăвĕнче иртнĕ çул тăршшĕпех республика промышленноç производствин индексĕ енĕпе федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен хушшинче пĕрремĕш вырăн йышăннине палăртрĕ. 2016 çулта промышленноç производствин индексĕ 107,6 процентпа танлашнă. Ку ÿсĕмре пирĕн районта ĕçлекен предприятисен тÿпи те пур. Ялсенче çакăн пек цехсем уçăлни лайăх пулăм, мĕншĕн тесен аякка çÿремесĕрех ялта тĕпленсе пурăнакансем ĕç вырăнĕллĕ пулаççĕ, çемье çирĕплĕхĕ те ÿсет. Ачисем ашшĕ-амăшĕ куçĕ умĕнче, вĕсен хÿтлĕхĕнче çитĕнннинчен пахи çук. Çакă вара Амăшĕпе Ашшĕн çулталăкĕнче уйрăмах пысăк вырăн йышăнать.

 

Источник: "Урмарская районная газета"

Первоисточник: З.ПАВЛОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика