06 августа 2016 г.
Районти кашни ял тăрăхĕ хăйне евĕрлĕ. Кашни ял аталанăвĕ вăл ăçта вырнаçнинчен, унта мĕнле çынсем пурăннинчен нумай килет. Пуçаруллă çынсем вара шывра та путмаççĕ, çулăмра та çунмаççĕ.
Нумай пулмасть эпир Чупай ял тăрăхне çитсе куртăмăр. Яла пырса кĕрес умĕн аякранах Хусанти Турă Амăшĕн Турăшĕн илемлĕ чиркĕвĕ курăнса ларать. Унта ял халăхĕ кăна мар, Православи тĕнне ĕненекен районти ытти ял çыннисем те час-часах çÿреççĕ. Чиркÿ настоятелĕ Николай Михайлович Архипов кунта тăтăшах службăсем ирттерет.
Чупай ял тăрăхĕ икĕ яла пĕрлештерсе тăрать, Чупай тата Патти. Икĕ ялта пурĕ 1014 çын ?Чупайĕнче - 760, Паттире - 254 çын/ пурăнать. Чупайĕнче 3 лавкка, пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул ?иртнĕ вĕренÿ çулĕнче кунта 80 ача вĕреннĕ, шкул çумĕнчи ача садне 40 ача çÿренĕ. Фельдшерпа акушер пунктĕнче медицина пулăшăвĕ кирлĕ ял çыннисене пулăшу кÿреççĕ. Ял чукун çул çывăхĕнче вырнаçни те пĕлтерĕшлĕ. Канаш-Хусан пуйăс маршручĕпе нумай çын кулленех ĕçе çÿрет.
Кирек епле ĕçре те пĕр-пĕрне ăнланни, пулăшни, вăхăтра тĕрĕс сĕнÿ-канаш пани те кирлĕ. Ял тăрăхĕнче пĕр çемьери пек алла-алла тытăнса пурăнни, ăнланни, кашнин интересĕсене шута илни малалла аталанма май парать.
Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕн тилхепине 2010 çултанпа çак ялтах çуралса ÿснĕ, пур ĕçре те хăйне кăтартма пултаракан Валерий Петрович Андреев тытса пырать. Çак вăхăт хушшинче пурнăçăн темĕн тĕрлĕ енне курма та, темĕн тĕрлĕ шухăшлă çыннисемпе те хутшăнма ĕлкĕрчĕ ĕнтĕ вăл. Çав-çавах та тĕллевĕ унăн çирĕп - ял тăрăхне малаллах аталантарасси, кунта пурăнакансен пурнăçне май килнĕ таран лайăхлатасси. Кулленхи, тен, хăшĕ-пĕрисемшĕн пачах та курăнман, ĕçрен пуçтарăнать те ял малашлăхĕ, пĕтĕмĕшле кăтартăвĕ. Кирек епле ĕçре те пуçарулăх, тăрăшулăх кăтартма тивет. Кирлĕ вăхăтра яка костюма хывса, галстука салтса ĕç тумĕ тăхăнса ял халăхĕпе кирек епле ĕçе те тума тăрăшать Валерий Петрович.
Çĕвĕ цехĕ - шанчăклă ĕç вырăнĕсем
Акă Чупайĕнчи ял тăрăхĕн администрацийĕ вырнаçнă çуртра пĕрремĕш хутра Вăрмарти «Светлана» тулли мар яваплă общество çĕвĕ цехĕн филиалĕ вырнаçнă. Вăл Валерий Петрович ĕçлеме пуçланă хыççăн тепĕр çулталăкран 2011 çулта уçăлчĕ. Паянхи кун кунта 10 çĕвĕç ĕçлет. Çĕвĕ машинисем умĕнче пĕтĕм çамрăк хĕрарăмсем ĕçлени савăнтарчĕ. Çамрăксем ялта юлни, хăйсен ачисене инçете каймасăрах ялтах ĕçлесе пурăнса пăхни кăмăллă. Çамрăксем ĕçе кал-кал туса пыраççĕ, урамра шăрăх кунсем тăраççĕ пулин те вĕсем хĕлле тăхăнмалли ĕç тумĕсем çĕлетчĕç. Çĕвĕ цехĕнче мĕн уçăлнăранпах ĕçлеççĕ вĕсем, пурте Чупай ял тăрăхĕнче пурăнакансем. Ялтах, килтен аякра мар, ĕç вырăнĕсем пурри савăнтарать вĕсене. Ял территорийĕнче уйрăм çын предпринимателĕн пилорами те ĕçлет. Кунта вара арçынсем валли ĕç вырăнĕсем пурри пĕлтерĕшлĕ. Пилорамăра хăма çураççĕ, йывăçа касса кăларса паркет тăваççĕ. Çынсен саккасĕсене йышăнса ĕçлеççĕ.
Çĕр тухăçпа савăнтартăр
ЧР Пуçлăхĕ М.Игнатьев, хăй те çĕр çинче ĕçлесе пиçĕхнĕскер, çапла калать: «Ĕçе чун-чĕререн пурнăçласан ăнăçу пулатех». Шăпах çак сăмахсене тĕпе хурса ĕçлет те Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев.
Кашни çулах ял тăрăхĕнче пĕлтерĕшлĕ ĕçсем пурнăçланаççĕ.
Чупай ял тăрăхĕнче 2012 çулта усăсăр выртакан çĕр пайĕсен 97 процентне регистрациленĕ. Çак кăтарту район шайĕпе танлаштарсан пысăк шутланать. Паянхи куна 15 çĕр пайĕ юлнă. Вĕсене регистрацилессипе малалла ĕçлеççĕ ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçченĕсем. Акă кăçал ял тăрăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ ĕçсенчен пĕри вăл - регистрациленĕ çĕр пайĕсене 10 çуллăха «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхне арендăна пани. Çамрăк фермер Чупай ял тăрăхĕн çĕрĕсене арендăна илни пур енчен те пĕлтерĕшлĕ. Чи малтанах çĕрсем пушă выртмаççĕ. Ял тăрăхĕн администрацийĕн бюджечĕ те укçа-тенкĕ енчен пуянланать. Пĕтĕмĕшле Владимир Анатольевич Иванов 1000 гектара яхăн çĕре арендăна илнĕ. Чупай еннелле каякан çул хĕррипе сулахай енче тăршшĕпех хĕвелçаврăнăш çитĕнет. Сап-сарă уй хăйне майлă илемĕпе илĕртет. Çавăн пекех «Иванов В.А.» хресчен /фермер/ хуçалăхĕ арендăна илнĕ çĕрсем çинче тĕш-тырă, куккурус çитĕнет.
Транспорт яка çула юратать
Чупай ялĕнче 2015 çулта ятарлă программăпа килĕшÿллĕн 710 метр тăршшĕ тăсăлакан çул тума тытăннă. Паянхи кун тĕлне ĕçĕн пысăк калăпăшне пурнăçланă ĕнтĕ. Ялти Н.Зарубин урамĕнчен пуçланса Мир, Пионерская тата Чапаев урамĕсене сыпăнтаракан çул строительстви чи малтанах çак урамсенче пурăнакансемшĕн, пĕтĕмĕшле ял халăхĕшĕн пысăк савăнăç пулчĕ. Кунти ĕçсене «Чăваш Республикинчи автомобильсем сахалрах çÿрекен çулсене проектласси çинчен» йĕркелÿ стандарчĕпе пурнăçлаççĕ. Çула хăйăрпа тата щебеньпе хуплас ĕçе «Эльбрус» тулли мар яваплă общество пурнăçлать. Малтанах Чапаевпа Пионерская урамсене сыпăнтаракан çулпа, пылчăклă чухне пушшех те, автомашинăсемпе çÿреме май пулман. Васкавлă пулăшу машинишĕн те кирлĕ çĕре çитесси йывăрлăх пулнă. Пионерскаяпа Чапаев урамĕсенче 65 кил шутланать, вĕсенче 136 çын пурăнать. Вĕсемшĕн çĕнĕ çул уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çула тумалли контракт 2017 çулччен тăсăлать. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев каланă тăрăх, Патти ялĕнче те çакăн пек çул тăвас шухăша пурнăçа кĕртесшĕн. Проектпа смета документацийĕсем хатĕр ĕнтĕ, çитес çул çак ĕçе пуçăнасса шанаççĕ.
Халăхпа кар! тăрсан ĕç ăнать
«Ялта хуçасăр выртакан çĕрсемпе малалла ĕçлемелле пирĕн, - тет ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев, - Акă ялти пĕр пурăнман пÿрте суд урлă ял администрацийĕн харпăрлăхне куçартăмăр. Ăна сутса хамăрăн бюджета пуянлатăпăр».
Ял тăрăхĕн администрацийĕн ĕçĕсене Валерий Петровичпа пĕрле Надежда Николаевна Иванова тата Нина Витальевна Семенова ертсе пыракан специалистсем йĕркелесе пыраççĕ. Пĕтĕмĕшле çынсен ыйтăвĕсене тивĕçтерес тĕллевпе 2016 çулта паянхи кун тĕлне 400 яхăн справкăсем хатĕрлесе панă ял администрацийĕн специалисчĕсем. Пĕр-пĕрне ăнланса, килĕштерсе ĕçлесе ял çыннисен ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерме тăрăшаççĕ вĕсем. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Андреев ял халăхне масар тасатма, территорие тирпей-илем кĕртес ĕçре, субботниксене активлă хутшăннăшăн уйрăмах тав тăвать. Малашне те пĕрле ăнланса, килĕштерсе пурăнасса шаннине пĕлтерет вăл.
Первоисточник: Э.Михайлова.
Источник: "Урмарская районная газета"