Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Юман йăтсан вăй кĕрсе пыратчĕ…

09 февраля 2016 г.

Юман йăтсан вăй кĕрсе пыратчĕ…

Хăшпĕр çыннăн кăмăлне пĕрре курсах пĕлме пулать. Ăшă сăн-питлĕ, тараватлă, хаваслă, кирек кама та хавхалану кÿрекен йăл кулăллă... Ку сăмахсем йăлтах Вăрмар районĕнчи Патти ялĕнче пурăнакан Елизавета Галкина пирки. 93 çулти Елизавета Петровнăна Чупай ял тăрăхĕнчи чи ватă çын тесе калаймăн та. Шÿтлеме юратаканскер, вăр-варскер хăйĕн çулĕнчен чылай çамрăкрах курăнать. «Эпĕ çынсене питĕ юрататăп. Хăйсем те ман паталла туртăннă пек туйăнать. «Лиза аппа, Лиза кинемей», - теççĕ ялта. Каччăсем те хисеплесе ыталаççĕ», - йăл кулса кĕтсе илчĕ мана кил хуçи хĕрарăмĕ.

Елизавета Галкинăн ачалăхĕ нушаллă пулнă. Вăл Канаш хулинче вырăс çемйинче çуралнă. Шăпа вĕсене Патти ялне илсе çитернĕ. Анчах ашшĕ, пуйăс машинистĕнче ĕçлекенскер, сарăмсăр вилнĕ. Амăшĕн 6 ачине пĕчченех ура çине тăратма тивнĕ. Çимелли çукран вĕсем ыйткалама та кайнă. «7 класс пĕтернĕ хыççăн мана хамăр ял каччи Семен: «Айта, мана качча тух-ха!» - тесе халтан ячĕ. Юратни-мĕнне пĕлмен ун чухне, килĕшнĕ ĕнтĕ. Пĕрлешсен нумай та пурнаймарăмăр - ăна салтака илсе кайрĕç. Вăл качча кайман уксах аппăшĕпе пурăнатчĕ. 70 çывхаракан карчăка пулăшакан кирлĕ пулнă, çавăнпа мана çине тăрсах чĕннĕ-мĕн. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи тухсан Семена çартан Канаша чукун çул çине ĕçлеме янă. Пуйăс машинисчĕн пулăшуçинче çÿрерĕ вăл. Вăрçă çулĕсенче пире те, хĕрсемпе хĕрарăмсене, ĕçе «кÿлчĕç». Икĕ ырхан лашапа икĕ тимĕр акапуçчĕ пирĕн. Колхоз çĕрне уйăха яхăн сухалаттăмăр. Вăрман та каснă. Тем пысăкăш юмансене тÿнтереттĕмĕр. Унтан чĕрĕ вутта лаша çуни çине тиесе пуйăс патне илсе тухаттăмăр. Вакунсем çине тиесех яраттăмăр. Юман йăтсан вăй тата кĕрсе пыратчĕ. «Ай, маттурсем, ай, чиперккесем!» - чуптăватчĕ пире машинист. Эпĕ питĕ вăйлăччĕ хĕр чухне. Юман тункатине кăкранах тăпăлтарса кăлараттăм. Пĕрре, суха тунă чухне, хĕр тусăм Надя ăмăртмалла ĕçлеме сĕнчĕ. Çамрăклăх мар-и? Чĕлхесăр янаварсене хăвалатпăр кăна. «Намăс мар-и сире? Лашусем ырнă, мĕн хăтланатăр эсир?» - вăрçнăччĕ пире ял хĕрринче пурăнакан пĕр кинемей. Халĕ те вăй пур манăн. Хурăн вутта шартлаттарса кăна çуратăп», - тĕлĕнтерчĕ шураппа.

Шухăшлатăп та тĕлĕнетĕп: вăй тени ăçтан тупăннă-ха çав çулсенче выçăллă-тутăллă пурăннă хĕр-упраçăн? Серте, пултăран, вĕлтĕрен, çĕрулми çулçине, хурхух, лаша кăшкар ути çинĕ. Улăха ут утланса кăшкар ути татма кайнăшăн та ятланă. «Утта мĕншĕн таптатăр?» - чăпăрккасемпех хăваланă хуралçăсем. Юланутпа та ăмăртмалла çÿренĕ. «Пĕчĕк ывăлăма упăшкан аппăшĕпе хăвараттăм. Пĕрре ĕçрен килсен лашана чÿрече патнех тăратрăм. «Лиза килчĕ! Лиза килчĕ! Лашинчен хăратăп!» - тет тĕпренчĕкĕм. Мана сахал курнăран анне мар, Лиза тесе чĕнетчĕ. Ара, яланах ĕçре - е сухара, е вăрманта пулнă», - аса илчĕ Елизавета Петровна.

Чăвашсен хушшинче пурăнса Лиза аппа чăвашла тап-таса калаçма вĕреннĕ. Мăшăрĕ вырăс пулин те 8 ачине чăвашла калаçтарса ÿстернĕ. Вăрçă хыççăн упăшки Семен Михайлович «Дружба» колхозра механикре вăй хунă. Пĕр-пĕрне савса, килĕштерсе пурăннă вĕсем. Анчах кун-çулĕ вăрăмах пулман çав унăн - 30 çул каяллах пурнăçран уйрăлнă вăл. Елизавета Галкинăна, 7 класс кăна пĕтернĕ пулин те, 1953 çулта ялти лавккара ĕçлеме шаннă. 20 çул ытла вăй хунă унта вăл. «Ĕçĕме питĕ килĕштереттĕм. Халĕ те лавккара ĕçлени тĕлĕкре тĕлленет. Яланах лавккана çаратнă, мана тĕрмене хупаççĕ пек туйăнать. Пенсие тухсан та ĕçшĕн тунсăхласа сĕре куляннăччĕ. Лавкка умĕнчен иртнĕ чухне чĕре ырататчĕ. Тивĕçлĕ канури çыннăн пурнăçне аран хăнăхрăм вĕт. Выльăх-чĕрлĕх ытларах усрама пуçларăм. Ĕнене 86 çула çитичченех тытрăм. «Ĕне айне ларса суса курасчĕ тепре», - тесе халĕ те шухăшлатăп. Питĕ ĕне сăвас килет. Халĕ манăн хама йăпанмалăх - чăхсем, 2 йытăпа 2 кушак кăна. Пÿртре ларма юратмастăп. Тухатăп, çÿретĕп, лупас айне, пахчана вуннă та хутлатăп, чăхсене апат паратăп, юр тăкатăп, вутă çуратăп. Юрлатăп та тепĕр чухне. Ай, авалхи чăваш юррисене шăрантарма питĕ юрататăп. Кăмăла килекен юрă-кĕвĕ пулсан телевизор умне тăрсах, концертри пек кăшкăрсах юрлатăп вара. Пĕрре урампа пыракан йăмăкăм манăн сасса илтсе Лизăн мĕн праçникĕ тесе кĕрсех пăхнăччĕ», - ку тĕле çитсен йăл кулса илчĕ кил хуçи хĕрарăмĕ. Унтан «Мурăм çулĕ хĕрринче икĕ чăрăш ларать» юрра юрлама пуçларĕ...

Елизавета Галкина кун-çулĕнчи интереслĕ самантсене те аса илчĕ. «Тавар илме те лаша кÿлсе кайнă эпĕ. «Венерка», «Якорь», «Удалой» ятлисемпе çÿреттĕм. Пĕрре, урхамахсем пушă марччĕ те, тавар тиеме вăкăрпа кайрăм. Çулла. Чăтма çук шăрăх. Чупайран иртсен çырмара пĕве пурччĕ. Хайхи вăкăр кĕчĕ кайрĕ пĕвене. Пăчă-çке ăна! Хулăпа та çапатăп, чышатăп та - çук, вырăнтан та хускалмасть кутăнскер. «Ай-яй Турă, пулăшăр!», - кăшкăратăп сехре хăпнăран. Хайхи манăн сасса илтсе пирĕн пата сухаллă ватă лесник пычĕ. Пăшалĕнчен пульлисене кăларчĕ те вăкăра çатлаттарчĕ. Сиккипе тухрĕ пĕверен вăкăр, чутах ÿксе юлаттăм. «Лавккана пыр, сана пулăшнăшăн 100 грамм ĕçтерĕп», - тав тунă май сĕнтĕм мучие. Тем те курнă. Тепĕр интереса та каласа парасах килет. Вăрмана вутта кайнă чухне пĕр йытă шутсăр хытă вĕрет. «Мĕншĕн çавăн пекех хытă вĕрет-ши ку? Ÿркенмесĕрех кайса пăхас-ха», - тетĕп. Çырма, чукун çул урлă каçса кайрăм. Шĕшкĕ айĕнче - сап-сарă чĕрчун. Чупай йытти вĕрнĕ иккен. Вăрăм патак тупрăм та тĕртрĕм ăна. Мĕнле сиксе тухрĕ - пуçларĕç Лисук аппа йыттипе тÿпелешме. Енот анчăкăн тутине çурсах ячĕ. Вăрмана ăна ĕрчеме юри янă-мĕн. Эпĕ вара ăна-кăна чухламан. Патакпа пуçĕнченех шаплаттартăм… «Ыран тавар илме кайсан тирне кĕртсе парăп. Илемлĕ тир, хаклă пуль-ха», - шухăшларăм хам ăшăмра. Чăн та, кайрăм тир илекен патне. Вăл вырăнта пулмарĕ, кăшт каярах кĕчĕ те: «Кам илсе килнĕ куна?» - ыйтрĕ хулăн сассипе. «Эпĕ!» - хуравларăм мăнаçлăн. Ара, хама паттăр тесе шутлатăп вĕт-ха. «500 тенкĕ штраф сана!» - терĕ те чутах йăванса каяттăм. Каярах, лăплансан, райпо майрисене каласа патăм та - тахçанчченех кулчĕç. Калаçсан калаçнах пултăр ĕнтĕ. Пĕрре лашапа пуйăс çине вăрмантан вутă тиесе тухса леçрĕм те каялла таврăнатăп. Ырхан, выçă лашам утми пулчĕ, тапкаланчĕ-тапкаланчĕ те вилсе кайрĕ. Мĕн тăвас? Янавар вырăнне хам тăтăм та урапана лаша витине 6 çухрăм ытла тапаçланса туртса килтĕм. «Ăçта çÿретĕн-ха çак таранччен?» - хăтăрса тăкрĕ мана конюх. «Ан чĕн, çиччас вилсе выртатăп», - тарăхса кайрăм эпĕ. Хамран шапăртатса тар юхать… Вилнĕ лашана каярахпа илме кайнă та - çуррине кашкăрсем çисе яма ĕлкĕрнĕ-мĕн. Тукмак хÿресемпе куçа-куçăн та тĕл пулнăччĕ. Çуллахи вăхăтра вăрмана вутта кайсан лашапа çырмаран тăвалла хăпаратпăр. Ут хăр-хăр тăвать. Урхалăхĕ хăпарса кайнă, пăвать пуль тесе тÿрлетме антăм та пĕрле ларса пынă Павел тете: «Асту, Лиза: йытăсем çыртаççĕ», - терĕ. Çаврăнса пăхрăм та - ман хыçра икĕ пысăк кашкăр. Пĕтĕм вăйран çухăрса ятăм. Питĕ хытă кăшкăрнипе вăрмантан çава йăтнă икĕ арçын чупса пычĕ. Кашамансем вĕсене курсан вăрманалла кĕрсе çухалчĕç. Хама тивместчĕç пуль-ха, лашана тапăнатчĕçех ĕнтĕ», - каласа пачĕ Лиза аппа.

Елизавета Петровна калаçă­вĕнчен вăл утсене юратнине ăнлантăм. Ахальтен-им вăл тепре ут утланса курасси пирки ĕмĕтленет. Хăй вăхăтĕнче вара конюхра та вăй хунă-мĕн, 15 лаша пăхнă. Вĕсене утланса ăмăртмалла та чупнă. «Пĕрре эпĕ вилĕмрен юлнă вĕт, çавăнпа нумай пурăнатăп пулĕ. Конюхра ĕçленĕ чухне кастарман ăйăра утлантăм та лашасене шăварма кайрăм. Тепĕр конюх та кастарман ăйăра кăларнă иккен. Хайхи ăйăрсем тĕл пулчĕç те урисемпе шарт та шарт тапаççĕ. Манăн çăпата кантри урхалăхран çакланнă та ăйăртан пуçхĕрлĕ çакăнса тăратăп. «Пĕтрĕм иккен!» - терĕм. Мĕн чухлĕ иртрĕ-ши вăхăт, пĕлместĕп. Çапкалансан-çапкалансан темле вĕçерĕнсе ÿкрĕм. Часрах упаленсе тартăм. Лешсем çаплах шартлаттараççĕ хыçалти урисемпе... «Влаç пайлаççĕ» ĕнтĕ… Вара киле таврăннă чухне чиркĕве хирĕç тăрса тахçанччен питĕ хытă кĕлтурăм. Çапла çăлăнса юлтăм, халĕ те пурăнатăп-ха ав. Хытă ĕçленĕрен те ĕмĕрĕм вăрăм пулчĕ пуль», - йăл кулчĕ Чупай ял тăрăхĕнчи чи хисеплĕ ватă. Ĕçре пуçарулăхĕпе, маттурлăхĕпе палăрнăшăн нумай-нумай хисеп хутне, медале, наградăна тивĕçнĕ вăл. Паян та хастарлăхне чакарман, ялта ирттерекен мероприятисене хаваспах хутшăнать. Юрлать те, ташлать те, шÿтлет те. Чăвашла тата вырăсла тухакан хаçат-журнала çырăнса илет, телевизор пăхать. Канмалли кунсенче мăнукĕсене кĕтсе /вĕсем унăн 40 ытла/ тем тĕрлĕ кукăль пĕçерет.

Çук, 100 çул пирки ĕмĕтленмест вăл. Çĕрле урисем хытă сураççĕ тет. Паян кинемей çуркунне çитессе чăтăмсăррăн кĕтет. «Çуркунне тата та çамрăкланса каятăп», - шÿтлет вăл…

Роза ВЛАСОВА.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика