07 марта 2013 г.
«Ĕмĕр ĕмĕрлесси - уй урлă каçасси мар», - тет Патти ялĕнче пурăнакан, 90 çула çывхаракан Елизавета Петровна Галкина. «Ĕмĕр иртрĕ-кун курмарăм», - тет вăл, хăйĕн ĕмĕрĕ ытларах ĕçпе иртсе пыни çинчен шухăшласа. Кун-çулĕ вăрăм пулнин вăрттăнлăхне ыйтсан вара:
- Ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхмерĕм, çынна усал тумарăм, кирлĕ-кирлĕ марпа хăтланмарăм, алран ĕç ямарăм, Турра ĕненме пăрахмарăм, - хурав пачĕ мана вăл. Чăн та, чыслă та сумлă ята çĕнсе илес тесен çыннăн ĕçчен пулмалла, кунĕн-çĕрĕн вăй хурса, тăрăшса ĕçлемелле. Тăван çĕршывшăн, тăван еншĕн, мĕн пур ырă çыншăн.
Елизавета Петровна 1923 çулта çуралнă. Петр Васильевич Прокопьевпа Анисия Антоновна 6 ача пăхса çитĕнтернĕ. Вĕсенчен чи асли - Лиза. Ачалăхĕ те, çамрăклăхĕ те - пĕрре те çăмăл пулман унăн. 1940 çулта 7 класс пĕтерет. Çамрăклах Семен Михайловичпа çемье çавăрать. Вăрçă вăхăтне алăри ачапа кĕтсе илет. - Пĕлнĕ пулсан качча каймастăмччĕ, салтака каяттăмччĕ, - куççульпе аса илет çав йывăр та тертлĕ çулсене Лиза аппа. Ялтан вăл вăхăтра вăйпитти арçынсемпе пĕрле хĕрсем те тухса кайнă. (Патти ялĕнчен пиллĕкĕн пулнă). Чулкас ялĕ таран окоп чавнă, вăрман каснă, ăна Энĕшпуç станцине турттарнă. Тыррине алăпа акнă, вырса илнĕ тыр-пула лашасем ялта пулманран Вăрмара вăкăрпа ăсатнă.
1951 çултан пуçласа мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех сутуçăра вăй хунă. Тăрăшулăхпа палăрнăшăн чысланă. «Ĕçри хастарлăхшăн. Владимир Ильич Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа» юбилей медалĕ илемлетет ун кăкăрне. Пĕр çул ялти клуб заведующийĕнче те ĕçленĕ. «Вăл вăхăтра спектакльсем лартаттăмăрччĕ, концертсемпе ялсене çÿреттĕмĕрччĕ, - каласа парать вăл. Клуба пухăнса яшсене салтака ăсатас йăла пурччĕ. Çурт картишĕнче пулас салтаксем çăка йывăççисем лартатчĕç, хĕсметрен килсен çав вырăнта тĕл пулаттăмăрччĕ».
Лиза аппан 8 ача: 4 ывăлпа 4 хĕр. Пиллĕкĕшĕ пурăнаççĕ. Халĕ вĕсем пурте ятлă-сумлă çынсем. Çĕршывăн тĕрлĕ хулинче 40 мăнук ÿсет унăн, вĕсемпе савăнса-мухтанса пурăнать. Шел, мăшăрĕ иртерех уйрăлса кайрĕ унран. Пурнăçĕнче хура-шур самай тÿснĕ пулин те, паян та хуçалăхра тăрмашать, лара-тăра пĕлмест. Ывăлĕ-хĕрĕсем амăшĕ патне час-часах килсе çÿреççĕ, çурхи-кĕрхи ĕçсене тума пулăшаççĕ.
Лиза аппа усал сăмах каланине илтмен. Çынна та усал туман. Кашни çын валли вăл ăшă сăмах тупать, ырă канаш парса хавхалантарма пĕлет. Ачисене савăнса кĕтсе илет, хурланса ăсатса ярать. Килтен тухас умĕн - пехиллет. «Пиллесен пил пулнă, пиллемесен - кĕл пулнă», - тет вăл. Ялан çапла вăл, çын телейĕшĕн савăнать, çын хуйхишĕн кулянать. Ватă пулсан та Лиза аппа хаçат-журнал вулама юратать, «Хĕрлĕ ялав» хаçата алăран ямасть, çĕршыври лару-тăрупа интересленет. Юрра-ташша та питĕ ăста.