Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чупайсем юрра-ташша ăста

07 марта 2013 г.

Чупайĕнчи Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ кашни паллă уяврах вырăнти халăха хăйĕн юрри-ташшипе савăнтарать. Акă нумаях пулмасть çак пултаруллă коллектив асăннă культура çуртĕнче отчетпа курав концертне хутшăнса хăйсен кĕмĕл сассисемпе куракансене тыткăнларĕ.

Палăртма кăмăллă: 2010 çулта Чупай ял тăрăхĕ ЧР Президенчĕн «Чăваш Республикинче ял тăрăхĕсенче çурт-йĕре комплекслă майпа компактлă лартас тата вĕсене тирпей-илем кĕртес енĕпе пилот проекта пурнăçласси çинчен» Указпа килĕшÿллĕн грант çĕнсе илнĕ. Унпа килĕшÿллĕн Культура çуртне, ялти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкула, ача садне, фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ. Унсăр пуçне иртнĕ çул Культура çурчĕ пурлăхпа техника базине вăйлатма 500 пин тенкĕлĕх грант çĕнсе илчĕ. Çавна май сцена костюмĕсемпе, сасă вăйлатакан аппаратурăпа тата ытти кирлĕ хатĕрсемпе пуянлантăмăр. Хальхи вăхăтра Культура çуртĕнче тĕслĕх библиотека, ачасен канăвне усăллă йĕркелес тĕлĕшпе тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ. Çавăн пекех тĕслĕх библиотека çумĕнче йĕркеленĕ «Завалинка» ушкăн концертсене хутшăнса хăйĕн çепĕç юррисемпе вырăнти халăха савăнтарать.

Художествăлла пултарулăх коллективĕсен отчетпа курав концертĕнче те хор ушкăнĕ илемлĕ те капăр кĕпесемпе вырăнти халăх умне тухрĕ, «Тăван кĕтес», «Ой, рябина кудрявая» юрăсене янăравлă сассисемпе шăрантарчĕ. Хора ялти шкул коллективĕ, вырăнти ял тăрăхĕн администрацин ĕçченĕсем, «Завалинка» ушкăн хутшăнчĕç. Куракансене «Завалинка» ушкăнăн «Сăри кăпăкланать», квартет шăрантарнă «Наша армия», К.Павлован «Тăван ял» юрăсем уйрăмах куракансене тыткăна илчĕç. Хĕрарăмсен ансамблĕ шăрантарнă «Ой, калина, ой, малина» юррине, шкул ачисем хатĕрленĕ тухăç ташшине те куракансем кăмăлласа йышăнчĕç. «Эп телейлĕ санпа юнашар» юрра вара Н. Иванова чуна пырса тивмелле юрларĕ. Концерт курма килнĕ халăх вырăнти артистсен юрри-ташшипе пур кăмăлтан савăнчĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика