Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Хĕрлĕ ялав» хаçат Патти ялĕнче

02 марта 2013 г.

Ял историйĕнчен

Патти ялĕ Вăрмар районĕнчи Чупай ял тăрăхне кĕрет. Унăн историллĕ ячĕ Башеево, Новая Бахтеева пулнă. Çак яла 17-мĕш ĕмĕрĕн пĕрремĕш çурринче Хусан тăрăхĕнчен килнисем тĕпленсе йĕркелесе янă. Кунта вырăссем, чăвашсем, тутарсем çĕр ĕçĕпе тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессипе пурăннă. 1845 çулта - прихут, 1876 çулта земство шкулĕсем, 1897 çулта Çветтуй Симеон храмĕ уçăлнă. 1899 çулта тĕслĕх библиотека вырăнти халăха çутта кăларассипе ĕçле пуçлать. 1795 çул тĕлне 15 кил хуçалăхĕ пулнă. Вĕсенче арçынсем - 51, хĕрарăмсем - 53. 1930 çулта «Заря» колхоз йĕркеленет. Хальхи вăхăтра Патти ялĕнче 103 кил хуçалăхĕ шутланать, вĕсенче 245 çын пурăнать. Патти ялĕнчен тухнă паллă çынсем: Чăваш АССР Министрсен Совечĕн председателĕ М.Зайцев, ветеринари наукисен докторĕ, профессор В.Зайцев, истори наукисен кандидачĕ Я.Зайцев тата ыттисем те.

Вырăнти халăх кăмăлласа туянать

Вăрмар райповĕн Патти ял лавккинче Олеся Николаевна Максимова 3 çул кăна ĕçлет пулин те, вырăнти халăхăн кăмăлне ларать вăл. Тепĕр майлă каласан мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтерет. Кунти сентресем тавар ассортименчĕпе пуян. 500 тĕрлĕ ытла тĕрлĕ тавар туянма пулать çак лавккара. «Ял çыннисем ытларах пулă, çурма фабрикатсем, кăлпасси, улма-çырла туянаççĕ. Унсăр пуçне заказпа çăнăх, выльăх-чĕрлĕх валли комбикорм, çуллахи вăхăтра стройматериалсем те илсе килсе паратпăр», - тет лавкка заведующийĕ О.Максимова. Уйăхне пултаруллă сутуçă вăтамран 150 пин тенкĕлĕх тĕрлĕ тавар сутать.

Ял çыннисем те кăмăллаççĕ Олеся Николаевнăна. Хăйĕн тараватлăхĕпе, ăш пиллĕхĕпе вăл ватти-вĕттипе те пĕр чĕлхе тупма пĕлет, çавăнпа та ку лавккана ял çыннисем пур кăмăлпа çÿреççĕ, хăйсене мĕн кирлине туянаççĕ.

«Çĕр ĕçĕпе пиçĕхнĕ», -

теççĕ механизатор пулса чылай çул ырми-канми ĕçлекенсем пирки. Вĕсенчен пĕри - Патти ялĕнче пурăнакан Вячеслав Николаевич Сорокин. Вăл çак ялта 1963 çулхи февралĕн 19-мĕшĕнче çуралнă. Мĕн ачаран çĕр çинче ĕçлесе пурăннă. Чупайĕнчи вăтам шкула вĕренсе пĕтерсен çар ретне тăрать. Служба тивĕçне Чехословаки çĕрĕ çинче пурнăçлать. Хĕсметрен таврăнсан пĕр вăхăт «Дружба» хуçалăхра ĕçлет. Унтан Çĕрпÿри совхоз-техникума вĕренме кĕрет. Çакăнтах пĕрле вĕренекенсем хушшинче суха ĕçĕ енĕпе ирттернĕ ăмăртура «Ака-суха паттăрĕ» ята тивĕçет. Техникумран вĕренсе тухса алла диплом илсен тăван хуçалăхра вăй хума тытăнать. Малтан Т-40, унтан МТЗ-52 тракторсемпе ĕçлет. Кашни çулах ака-суха ĕçĕсене хутшăнать. «Дружба» хуçалăхра чи пултаруллă механизаторсенчен пĕри пулса тăрать. Ĕçре пысăк ÿсĕмсем тунăшăн Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсене, хаклă парнесене пĕрре кăна мар тивĕçнĕ пултаруллă механизатор. 1990 çулта Вячеслав Николаевичпа Валентина Витальевна çемье чăмăртаççĕ. В.Сорокина «Дружба» хуçалăхра бухгалтер пулса ĕçлет. Самана улшăннă май, районти чылай колхозсемпе совхозсем те пĕтсе пычĕç, вĕсен шутĕнче «Дружба» хуçалăх та. Анчах та Сорокинсен ĕçчен çемйи пуçа усмарĕ. Хăйсем пĕр гектар çĕр илсе çĕр улми çитĕнтерме тытăнчĕç. Каярахпа çемье пуçлăхĕ «Раççей чукун çулĕсем» акционерсен уçă обществин Канашри дистанци çулĕн компрессор установкисен машинисчĕ пулса ĕçлеме тытăнать. Халĕ те çак ĕçрех тăрăшать. Валентина Витальевна «Раççей почти» федераллă патшалăх учрежденийĕн Вăрмарти почтамтăн Чупайĕнчи çыхăну уйрăмĕнче почтальон пулса ĕçлет. Çак ĕçре маттур хĕрарăм 10 çул тăрăшать. Чупайĕнчи 6 урама тата Патти ялĕнчи кашни киле тĕрлĕ хаçат-журналпа вăхăтра тивĕçтерсе тăрать. Патти ялĕнче вырăссем ытларах пулин те, «Хĕрлĕ ялава» кунта çырăнса илекенсен йышĕ те сахалах мар. Сорокинсен туслă çемйи кашни çулах хăйсен çĕрĕ çинче тĕрлĕ пахча çимĕç туса илет. Вячеслав Николаевич хăй вăйĕпе трактор та пуçтарнă. Çĕр ĕçне чунтан парăннăскер, паянхи кун та вăл çемье ытлăх-çитлĕхĕшĕн тăрăшать.

Ашшĕн ăсталăхне алла илнĕ

Владимир Леонидович Иванов мĕн ачаран ашшĕнчен столяр ĕçне хăнăхса ÿснĕ. Ашшĕ, Леонид Иванович Иванов, тивĕçлĕ канăва тухичченех «Дружба» колхозра столярсен бригадирĕ пулса вăй хунă. Тивĕçлĕ канăва тухсан та йывăçран кантăк рамисем, алăксем, сĕтел-пукан ăсталанă. Халĕ вăл ку тĕнчерен ĕмĕрлĕхех уйрăлнă та ĕнтĕ, анчах унăн ăсталăхне ывăлĕ малалла аталантарса пырать. Кил таврашĕ валли йывăçран алăксем, кантăк рамисем ăсталать. Хăйĕн ăсталăхне, пултарулăхне Александр ывăлне вĕрентет. Çапла вара çак пархатарлă ĕç несĕлрен несĕле куçса пырать. Александр та ашшĕнчен юлмасть. Вăл йывăçран пĕчĕк арчасем, чечексем вырнаçтармалли хатĕрсем эрешлесе тăвать.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика