16 февраля 2013 г.
«Ĕçчен çынна ĕç савать» текен ваттисен каларăшĕ Чупайĕнче пурăнакан, выльăх-чĕрлĕх нумай усракан А.Григорьевсен çемйи çинченех. Анатолий Ивановичпа Валентина Петровна 2005 çултанпах ăратлă сурăхсем ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Хальхи вăхăтра вĕсен шучĕ 120 пуçа çитрĕ.
Ял хуçалăх ĕçĕ çак çемьешĕн пĕрре те ют мар. Анатолие мĕн пĕчĕкренех ашшĕ, иртнĕ ĕмĕрĕн 50-80-мĕш çулсенче «Дружба» колхоз председателĕ пулса ĕçленĕ Иван Григорьевич Григорьев, çĕр ĕçне юратма хăнăхтарса пынă. Вăл вăхăтра «Дружба» колхоз республикăра чи вăйлă аталаннă хуçалăхсенчен пĕри пулнă. Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ пулин те, ашшĕ вĕрентĕвне тĕпе хурса Анатолий Иванович хуларан куçса килсе тăван килĕнче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетме тытăнать. Ăна мăшăрĕ, Валентина Петровна, пулăшса пырать. Валентина Петровна Карăкçырма ялĕнче йышлă çемьере çуралса ÿснĕ. Ашшĕ, Петр Петрович Коновалов, кил хуçалăхĕнче выльăх-чĕрлĕх нумай усранă. Çав вăхăтрах «Динамо» колхозра, каярахпа XXV партсъезд ячĕллĕ совхозра бригадир пулса тăрăшнă. Ачисем те ÿснĕçемĕн тăван хуçалăхра ĕçленĕ. «Ачалăхăм колхоз уй-хирĕнче ĕçлесех иртрĕ манăн», - тет Валентина Петровна иртнине аса илнĕ май. Çамрăклăх çулĕсем унăн хулара иртнĕ пулин те, чунĕ вара ялах туртăннă пултаруллă та вашават хĕрарăмăн. Çĕр ĕçĕпе пиçĕхсе ÿснĕ çемье арендăна 47 гектар çĕр илнĕ, çавăн пекех хăйсен харпăрлăхĕнче 4,6 гектар çĕр шутланать. Ун çинче выльăх-чĕрлĕх валли тĕш тырă тата нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтереççĕ. Йывăрлăхсенчен хăраман пултаруллă Григорьевсен çемйи хăйсен кил хуçалăхĕнчех выльăх-чĕрлĕх валли 40 метр тăршшĕ, 8 метр сарлакăш икĕ хутлă вите хăпартса лартнă. Хальхи вăхăтра «Романовский», «Орловский» йăхсене ĕрчетессипе ĕçлеççĕ. Сурăхĕсем пĕрре пăруламассерен виçшер, тăватшар путек пăруласа параççĕ.
Анатолий мăшăрĕ сусăрланнă хыççăн хуçалăха тытса пырас ĕç пĕтĕмпех Валентина Петровна çине тиенет. Епле йывăр пулсан та вăл пуçланă ĕçе малалла аталантарса пырассипе пур вăй-халне парать. «Ĕçсĕр пурăнма хăнăхман эпĕ. Тивĕçлĕ канура пулсан та, алă усса ларас килмест. Выльăх-чĕрлĕх усрама çăмăлах та мар пулин те, вĕсем манăн чун йăпанăçĕ. Çитес çулсенче выльăх-чĕрлĕхĕн ăратлăхне çĕнетсе пырса вĕсен йышне 200 пуçа çитерес тĕллевлĕ», - терĕ В.Григорьева хăйсен хуçалăхĕпе паллаштарнă май. Кашни çулах çĕр çинче те тĕрлĕ пахча çимĕç туса илме ĕлкĕрет вашават хĕрарăм. Çуллахи вăхăтра вĕсен пахчинче петрушка, кинза, базилик, сухан тата ытти пахча çимĕç культурисем ÿсеççĕ. Пĕр сăмахпа каласан çуллахи вăхăтсенче çывăрма та вăхăт çук Валентина Петровнан.
Эппин Григорьевсем пек пултаруллă та ĕçчен çемьесем ял тăрăхĕсенче малалла та ытларах пуласса шанас килет.