Чубаевский ТО Урмарского МООФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ыранхишĕн паян ĕçлемелле

12 февраля 2014 г.

Халăх пурнăçĕ малти вырăнта пулмалла, апла пулсан пирĕн ыранхишĕн паян ĕçлемелле. Çакăн пек тĕллевпе ĕçлеççĕ вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем. Çынна мĕнле виçепе виçен, хăвна та çав виçепех виçĕç тенĕ мĕн авалтан. Çак каларăшсене тĕпе хурса ĕçлеççĕ тесе калас килет ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем пирки, мĕншĕн тесен вĕсене вырăнти халăх суйланă, вĕсемех пулăшу ыйтса е ытти тĕрлĕрен ыйтусемпе пыраççĕ.

Хальхи вăхăтра районти ял тăрăхĕсенче отчет-смотрсем пынине хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Ку вăл ахальтен мар, унта йăлана кĕнĕ тăрăх чи малтан ял тăрăх администацийĕн пуçлăхĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе халăха паллаштараççĕ. Нумаях пулмасть ку мероприяти Энтрияль (И.Яковлев), Пысăк Енккасси (А.Васильев), Кĕтеснер (А.Егоров), Чупай (В.Андреев), Чулкас (И.Сергеев), Арапуç (А.Агеев) ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи культурăпа кану центрĕсенче пулса иртнĕ.

Пĕтĕмĕшле илсен, çак ял тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕсем залра ларакансене ялта вĕрентÿ, сывлăх сыхлавĕн, культура учрежденийĕсен, ял хуçалăх предприятийĕсен, ялти хресчен (фермер) хуçалăхĕсен ĕçĕсем, вак тата вăтам предпринимательлĕх, суту-илÿ, çул-йĕрсене тытса тăраслăх 2013 çулта еплерех аталанса пыни тата ĕçри хăш-пĕр чăрмавсем çинче тĕплĕн чарăнса тăнă. Пур ял тăрăхĕсенче те вырăнти халăх ыйтăвĕсене туллин тивĕçтерес тесе ĕçленĕ. Çамрăк çемьесене, Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕсене, салтаксен тăлăх арăмĕсене, ялсенчи урамсене тирпей-илем, хăтлăх кĕртессипе, пĕчĕк тупăш илекен граждансене пулăшу кÿрес енĕпе, пахалăхлă шывпа, пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерессипе ĕçсем чылай туса ирттернĕ. Çак ĕçсене пурнăçланă чухне ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕсемпе тачă çыхăнса ĕçлени палăрнă. 2014 çулхи малашлăх тĕллевĕсемпе паллаштарнă.

Пур ял тăрăхĕсенче те йĕркелĕхе тытса тăрас енĕпе участокри уполномоченнăйсем ĕçлеççĕ. Вĕсем те хăйсен ĕçĕ-хĕлĕпе халăха паллаштарнă, çынсем преступлени çулĕ çине ан тăччăр тесе тăтăшах профилактикăлла мероприятисем ирттермелли пирки чарăнса тăнă. Пур ял тăрăхĕсенче те тĕл пулу савăнăçлă концертпа вĕçленнĕ. Программăра халăх, эстрада юррисем шăраннă, ташăсем ташланă. Хăшĕ пĕрисен ялти фольклор та лайăх аталанни палăрнă. Концерта шкулсенче вĕрентекенсемпе вĕренекенсем, тивĕçлĕ канăва тухнисем хутшăннă. Кÿршĕ ял тăрăхĕсенчи вырăнти артистсем те хăйсен пултарулăхĕсемпе халăха савăнтарнă. Пĕлтерĕшлĕ мероприятие кашни ял тăрăхĕнчех район администрацийĕн яваплă çыннисем хутшăннă, районăн социаллă-экономикăллă аталанăвĕпе паллаштарнă. Жюри членĕсем отчет-смотрсене хак парса хăш-пĕр уйрăм çынсене, фольклор ансамблĕн ушкăнĕсене район администраци пуçлăхĕ К.Никитин ячĕпе тав хучĕсем панă.

Çакăн пек савăнăçлă мероприяти çĕршывшăн питех те пĕлтерĕшлĕ самантра - Сочире хĕллехи ХХII Олимп вăййисем пынă вăхăтра иртни те халăха хавхалантарнă, кăмăл-туйăмне татах та çĕклентернĕ.

 

Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА

Источник: "Урмарская районная газета"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика