11 февраля 2014 г.
Вăрмар тăрăхĕ ĕçчен çынсемпе пуяннине вулакан тахçантанпах пĕлет ĕнтĕ. Пуçаруллă çамрăксем пурри те савăнтарать. Пуринчен ытла çĕнĕлĕхсем шырама юратни, тытсан туман ĕç çукки тĕлĕнтерет, нимрен нимĕр пĕçереççĕ, тенĕ мĕн авалтан кун пек чухне харсăр та пуçаруллă çынсем пирки. Лăп та шăп çакăн пек çынсем те ĕнтĕ Чупай ялĕнчи Андреевсем.
Вĕсем пирки мĕн калама пулать - çуралнă, урамра çарран та чупнă, вĕреннĕ, ашшĕ-амăшĕ хыттăн каланине те итлеменнисем пулнă пулĕ, анчах та вĕсем ĕçе юратса çитĕнни куç кĕрет. Тăван тăвалла туртать каларăш та вĕсем çинченех калать. Çуралнă вырăн пуринчен пахи те сисĕнет вĕсен калаçăвĕнчен. Пурнăç улшăнса пынă май, чылай çĕрте çĕр лаптăкĕсем юхăнса выртрĕç, ферма çурчĕсем саланса пĕтрĕç. Чупайĕнче те çаплах пулчĕ. Çакă вара Николай Петрович Андреевăн чĕрине хĕстерсе ыраттарнă. Вĕсем мăшăрĕпе - Алевтина Юрьевнăпа - нумай шухăшланă çыççăн, ял администраци территоринче пушă выртакан пĕр гектара яхăн çĕре харпăрлăх правине илсе туллин усă курма тĕллев лартнă. Шухăшланă - пурнăçланă. Чи малтанах вĕсем пысăк аркăллă склад хăпартса лартнă, унтан ĕç-пуç малалла кайнă. Йывăçа çурса тирпейлекен оборудовани тата ĕçре кирлĕ ытти техника илсе килсе лартнă. Юманпа хурăн йывăççисенчен ятарлă саккаспа сĕтел-пукан, тĕрлĕрен шкапсем ăсталама çурма фабрикатсем хатĕрлеççĕ. Йывăçĕсене Воронеж, Курск, Тамбов, Липецк тата ытти тĕрлĕрен çĕртен турттарса килеççĕ. Хальлĕхе вĕсен продукцийĕсем ытларах Мускав хулинелле каяççĕ. Паянхи кун кунта ялта пурăнакан 9 çын валли ĕç вырăнĕ тупăннă. Малашлăхра татах та нумайрах çынна ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме ĕмĕтленеççĕ. Ялти çамрăксем хальхи вăхăтра Мускава, Ульяновскине, Саратова тата ытти хуласене кайса ĕçлесе пурăнаççĕ. Халĕ вĕсенчен хăшĕ-пĕрисем тин уçăлнă цехра ĕçлеме тытăннă. Малтан çемьерен аякра пурăнма тÿр килнĕ пулсан, халĕ - çемьепе пĕрле.
«Мăшăрланса çемье çавăрнă çынсен пĕр чăмăрта пурăнмалла, çуралнă пĕчĕк ачан та ашшĕне курса çитĕнмелле. Çамрăксене ĕç вырăнĕпе тивĕçтерме пултарни паха. Çын ĕçĕпе илемлĕ. Ĕçлекен çынна ĕç тупать. Пирĕн пĕрле вăй хурсан кăна малашлăх телейлĕ пулĕ», - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ К.Никитин çак цеха официаллă лару-тăрура уçнă май. Ку мероприятие район пуçлăхĕ М.Пуклаков, райадминистрацин экономика аталанăвĕпе промышленность тата суту-илÿ пайĕн начальникĕ Н.Краснова хутшăннă.
«Ĕçе савăнсах килетпĕр, условисем пурте пур - кирлĕ нуштапа та урама тухмалла мар, ăшă пÿлĕмре. Кăнтăрлахи апат кĕрсе çиме ятарлă пÿлĕм пур, унта холодильникрен пуçласа апатланмалли ытти хатĕрсем веçех çителĕклĕ. Ĕç укçи те сумлă», - тет кунти производство начальникĕ В.Николаев. Ялта пурăнакан кашни арçыннăн йывăçпа ĕçлеме кăштах та пулин хăнăхмалла. Йывăçран мĕн те пулин каскаласа, çынна юрăхлă тавар ăсталама вĕренмелле. Ĕçлени камшăн та пулин пулсан та, вĕренни харпăр хăйшĕн терĕç цеха уçма килнĕ хăнасем.
Первоисточник: А.НИКОЛАЕВА
Источник: "Урмарская районная газета"